За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

12.16.2008 Доброволецсен командисен фестивалĕ («Сельская жизнь (Ял пурнăçĕ)», Красноармейское)

Районти халăх пултарулăх çуртĕнче Трак енри доброволецсен пĕрремĕш фестивалĕ иртрĕ. Унăн девизĕ — ”Ырă ĕçсем çинчен астăвăм хăвармалли чи лайăх мел — вĕсене тепĕр хут туни”.
Экономикăпа социаллă пурнăçа аталантарассишĕн кĕрешекенсен Пĕтĕм тĕнчери кунне (Всемирный день волонтеров) 1985 çулта Пĕрлештернĕ Нацисен Организацийĕн Генеральнăй Ассамблейи çирĕплетнĕ. ООН пур патшалăхсене те доброволецсен служби хывакан тÿпе пирки ытларах пĕлтерсе, хăйсен çĕр-шывĕсенчи мĕн пур сферăсенче вăй хуракан çынсенче хăйсен ирĕкĕпе çăмăллăх кÿрес туртăм вăратма чĕнсе каланă. Çавна тата ЧР Президенчĕн “Ырă ĕçсен çулталăкĕ çинчен” Указне, ЧР Вĕрентÿ, çамрăксен политикин министерствин “Республикăри доброволецсен “Ырă тума васкăр” конкурс марафонĕ çинчен” приказне, район пуçлăхĕн “Районта ырă ĕçсен çулталăкне ирттересси çинчен” йышăнăвне тĕпе хурса, районти ачасемпе çамрăксен пултарулăх çурчĕн дирекцийĕ Трак енре доброволецсен командисен фестивальне ирттерчĕ те ĕнтĕ.
Ку йышши командăсен районти пĕрремĕш фестивальне районти шкулсенчи чи лайăх 12 команда хутшăнчĕ. Çав кун районти пултарулăх çуртне чи сисĕмлĕ те ырă, çын хуйхине ăнланма тата унпа пĕрле хурланма пултаракан, чăтăмлă тата ырă сунакан ачасемпе çитĕннĕ çынсем пухăннă. “Ырă тума васкăр” марафон 2008 çул тăршшĕпе туса ирттермелли конкурс акцийĕсемпе мероприятисен, программăсемпе проектсен комплексĕ пулса тăрать. Фестивале уçнă çĕре район пуçлăхĕн çумĕ, район администрацийĕн вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Н. И. Антонов хутшăнчĕ. Николай Илларионович хăй сăмахĕнче Ырă ĕçсен çулталăкĕ иртнĕ хыççăн та хамăр таврари çынсемшĕн ырă ĕçсем тума пăрахма кирлĕ марри пирки асилтерчĕ.
Доброволецсен командисем “Чĕререн мĕн тухни чĕре патнех çитет” марафон акцине пĕтĕмлетмелли путевка хучĕсем илчĕç.
Алманчсен “Ырăлăх кулли” команди — “Çăлтăр” ача-пăча садĕнче, мăншетмĕсен “Хастар тимуровецĕсем” — “Чебурашкăра”, именкассисен “Перекетлĕхĕ” — ”Çеçпĕлте”, кĕçĕншетмĕсен “Туслăхĕ” — районти шалти ĕçсен пайĕнче, карайсен “Кăмăллă чĕрисем” — Карайри ватă тата сусăр çынсен çуртĕнче, Красноармейскинчи 2-мĕш шкулти “Пĕрлĕхĕ” — “Пучахра”, Трак гимназийĕн “Максимумĕ” — районти тĕп библиотекăра, уписен “Ырă кăмăлĕ” — районти çăкăр комбинатĕнче, чатукассисен “Звездопачĕ” — Чатукассинчи ватă çынсен çуртĕнче, еншикчуллăсен “Çĕмĕрчĕ” — “Çăлтăр” ача-пăча садĕнче, шывпуçсен “Канăçсăр çынĕ” райпора пулса хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă.
Пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисенчи доброволецсем хушшинче çĕнтерÿçĕ ята Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнчи 8-мĕш класра вĕренекен Наталья Иванова тивĕçрĕ. Елена Николаева (10 кл. Еншик Чуллă) — иккĕмĕш, Михаил Яковлевпа (9 кл. Чатукасси) Алина Васильева (8 кл. Упи) виççĕмĕш вырăнсенче.
Классем хушшинче “Çулталăк доброволецĕ” ята Трак чăваш-нимĕç гимназийĕнчи “Максимум” çĕнсе илчĕ. “Милосердие” (Упи вăтам шкулĕ) — иккĕмĕш, “Дружба” (Кĕçĕн Шетмĕ) — виççĕмĕш призерсем.
Шкулсенчен Шывпуçĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкул “Çулталăк доброволецĕ” ята илме тивĕç пулчĕ. Иккĕмĕш вырăнта — Кĕçĕн Шетмĕ вăтам шкулĕ, виççĕмĕшĕнче — Трак гимназийĕпе Упи вăтам шкулĕ.
“Доброволецсен чи лайăх проекчĕ” номинацире пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан учрежденисене каярахпа чыслĕç. Фестиваль шучĕпе “Ырă тума васкăр” шкул хаçачĕсен конкурсĕнче Еншик Чуллă вăтам шкулĕн “Вăрманта ангелсем туллиех” хаçачĕ çĕнтернĕ тесе йышăннă. Çак номинацирех райцентрти 2-мĕш шкулăн — “Шкул меридианĕ”, кĕçĕншетмĕсен — “Ырă тума васкăр”, уписен — “Туслăх”, Трак гимназийĕн “Гимназист” хаçачĕсен редакци коллегийĕсене те чысланă.
Фестиваль ăнăçлă иртрĕ, вăл пурне те килĕшрĕ. Ачасен искусство шкулĕн вĕренекенĕсем концерт кăтартрĕç. Пур çĕнтерÿçĕсемпе лауреатсене те грамотăсемпе, призсемпе тата тортсемпе чысланă. Çăкăр комбинатĕнче хăйсен программине кăтартнă Упи шкулĕн вĕренекенĕсем кунсăр пуçне тин çеç пиçсе тухнă пĕремĕксемлĕ пулса тăчĕç.
М. Голубев
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика