За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

12.03.2008 Тимлĕх – инвалидсене те («Знамя победы (Çĕнтерÿ ялавĕ)», Моргауши)

Районти хÿтлĕх пайĕ инвалидсемпе «О социальной защите инвалидов» саккунпа килĕшÿллĕн ĕçлесе пырать. Инвалидсене, вăрçă участникĕсене, чире пула инвалид пулнисене патшалăх енчен пысăк тимлĕх уйăрни уйрăмах юлашки çулсенче ытларах сисĕнет.
Кăçал 1-мĕш группа инвалидне çурт-йĕрпе тивĕçтермелли сертификат патăмăр. Çитес çул валли çакăн пек сертфикатсем илме тата икĕ инвалидăн докуменчĕсене хатĕрлетпĕр. Вĕсем пурте 2005 çулхи январĕн 1-мĕшĕччен черете тăнă.
Инвалидсене компенсаципе тивĕçтересси те пулса пырать. Нумай пулмасть 3 инвалид – вăрçă участникĕсем – çак пулăшăва тивĕçрĕç. Халĕ чире пула инвалид пулнă тепĕр 8 çын докуменчĕсемпе ĕçлеме пуçлатпăр. Вĕсем те çитес çулăн пĕрремĕш кварталĕнче компенсацисем илме пултарĕç. Паянхи куна черете тăнă инвалидсем пурĕ вара вăтăррăн.
Районти социалă пулăшу паракан центр урлă инвалидсене килте пулăшу парассине йĕркеленĕ. Кунсăр пуçне хăш-пĕр инвалидсем ваттисен çурчĕсенче те хÿтлĕх тупма пултарчĕç.
Инвалидсен кунĕ тĕлне сахал пенси илекен, ĕçлекен çынсен ÿсĕмĕнчи, анчах ĕçлемен инвалидсене валли Пенси фончĕ урлă 26 пин тенкĕ куçарнă. Ку пулăшу та вĕсен кăмăлĕсене хăпартĕ.
Халĕ патшалăх шайĕнче инвалидсене пур çĕрте те условисем туса парассипе тимлени курăнать. Кирек хăш спорт, культура тата ытти тĕрлĕ учрежденисене те ивалидсем кĕрсе тухма пултарччăр тесе тăваççĕ. Районти «Сывлăх» физкультурăпа спорт комплексĕнче те çакнашкал условисем пур. Çавăнпа малашне инвалидсем те çак комплекспа туллин усă курма пултарччăр тесе паян калаçусем иртеççĕ. Малашлăх тенĕрен, кăçал республикăри инвалидсен организацийĕ район организацине компьютерпа тивĕçтерчĕ. Унпа та инвалидсене усă курма вĕрентесшĕн. Инвалидсем хушшинче ачасем те çук мар вĕт. Вĕсене çакă уйрăмах кирлĕ.
Тĕрлĕ шайри ăмăртусенче инвалид ачасем лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ. Кристина Павлова Адлерта иртнĕ Раççейри спорт фестивалĕнчен шашкăлла выляссипе ăмăртса ылтăн медальпе таврăнчĕ. Павел Селюшкин Чăваш Республикинче пĕрремĕш пулчĕ. Çывăх вăхăтрах инвалид ачасене Пуканесен театрĕ хатĕрленĕ ятарлă спектакле илсе кайăпăр. Кашни çулах вĕсене валли Çĕнĕ çул уявĕсем ирттеретпĕр. «Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн» марафон тупăшĕнчен 8 инвалид ачана пулăшу патăмăр кăçал.
Инвалидсен пурнăçне интереслĕрех тума тĕрлĕ мероприятисем ирттеретпĕр. Ку ĕçре активистсен ретĕнче А.Н. Кузнецов – районти инвалидсен организацине ертсе пыраканĕ, А.Н. Николаева. Вăл «Физкультура тата спорт мелĕсемпе инвалидсене реабилитацилесси» социаллă проектпа Мускава тухма пултарчĕ. А.Н. Кузнецов, Н.П. Милютин, А.И. Шишкина, Н.П. Клементьев тата Ю.П. Щегольков инвалидсен кунĕнче Республика организацийĕн Хисеп грамотисене тивĕçрĕç. Çитес çул ял тăрăхĕсенче, райцентрта инвалидсен клубĕсене йĕркелессипе тăрăшасшăн. Çапла вара интересли инвалидсен пурнăçĕнче татах та хутшăнĕ тесе шутлатпăр.
Çак ĕçре вара пулăшакансем пурри хавхалантарать. Муркашри сĕт завочĕн ертÿçине В.А. Калинина, Муркаш райпо председательне Б.В. Андреева, «Муркаш пасарĕ» предприяти ертÿçине Е.Н. Субботина, Муркашри «РГС–Поволжье» филиал пайĕн ертÿçине В.И. Вязова, «БТИ» предприяти ертÿçине Л.Ф. Николаева, «Декор» пĕрлешÿ ертÿçине А.В. Андреева тата «Муркашри йăла çурчĕн» ертÿçине А.П. Давыдова ятранах асăнса тав сăмахĕсем калас килет. Вĕсем пулăшса пынипе тата инвалидсен организацийĕ районти ытти обществăлла организацисемпе тачă çыхăнса ĕçленипе çеç малаллахи утăмсене тума пулĕ.
 
 
Н. ПЕТРОВА,
районти хÿтлĕх пайĕн ертÿçи.
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика