За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

12.05.2008 ИНВАЛИДСЕМ ХŸТЛĔХСĔР МАР («По жизненному пути (Пурнăç çулĕпе)», Аликово)

Инвалидсем – аптракан таврашсем мар, пурнăçри хăйсен вырăнĕпе пĕлтерĕшне тĕрĕс ăнланса илсе обществăна май килнĕ таран пулăшма, пуринпе те килĕшÿпе çураçура пулма хатĕр çынсем. Çакă тĕнчери инвалидсен кунне халалласа район администрацийĕн актсен залĕнче ирттернĕ тĕл пулура яр уççăн курăнчĕ. Ăна Пĕтĕм Раççейри инвалидсен обществин районти организацийĕ, райадминистрацин социаллă хÿтлĕх пайĕ, РФ Пенси фончĕн Элĕкри уйрăмĕпе пĕрле йĕркелерĕç.
Тĕл пулăва килнисем малтанах ал ĕç ăстисен пĕчĕк куравĕпе паллашрĕç. Сăмах май, экспонатсен авторĕсем – Янкурасри Нина Озерова, Тенири Екатерина Осипова, Тури Кăканарти Лидия Матвеева, Качалаври Илья Андреев “Пĕрлĕхлĕ Раççей” политика партийĕн районти организацийĕн тав çырăвне тивĕçрĕç.
Пухăннисене çавăн пекех Чăваш Сурăмĕнчи Маргарита Алексеевнăпа Вячеслав Дмитриевич Михайловсемпе Тенири Осиповсен çемйисен кулленхи пурнăçĕ çинчен каласа паракан видеофильмсене пăхма та кăмăллă пулчĕ. Михайловсем “Районти чи талантлă çемье” конкурсра çĕнтернĕ те кĕçех республикăри финал тупăшăвне хутшăнаççĕ, Осиповсем вара “Чи лайăх кил-çурт” номинацире çĕнтерÿçĕ пулса тăнă.
Паллах, кулленхи пурнăçра инвалидсен темĕн тĕрлĕ ыйту та сиксе тухать. Акă, Ураскилт ял тăрăхĕнчи инвалидсен обществин пуçламăш организацийĕн ертÿçи В.Максимов çынсене автобуссем графика час-часах пăсни тата хăш-пĕр маршрутсене пăрахăçлани пирки пăшăрханнине пĕлтерчĕ. Ку ыйтăва район пуçлăхĕн пĕрремĕш çумĕ – райадминистрацин экономика, хула строительстви тата общество инфраструктури управленийĕн начальникĕ А.П.Павлова çапла хуравларĕ:
– Ку ыйтупа “Чăвашавтотранс” предприяти ертÿçисемпе калаçрăм. Чăнах та, тĕнчере финанс кризисĕ алхаснăран предприяти йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ. Çавна май республикăри хăш-пĕр автобус маршручĕсене хупма тивнĕ. Çав шутра Элĕк районĕнче те. Çапах та ку вăхăтлăха кăна. “Чăвашавтотранс” ертÿçисем Ураскилт еннелле каякан автобуссене малтанхи йĕркепех çÿретме шантараççĕ. Çитес çул Крымсарайккă тăрăхне çĕнĕ автобус маршручĕ уçăлать.
Райадминистрацин социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Г.М.Григорьева социаллă çăмăллăхсемпе усă курмалли çĕнĕлĕхсемпе паллаштарчĕ.
– Ку таранччен инвалидсем 250 тенкĕ тăракан çулçÿрев билечĕсемпе, “Жилводдорстрой”, “Тепловодоканал” паракан коммуналлă çăмăллăхсемпе усă куратчĕç. 2009 çулта ун пек пулмасть, пĕтĕм çăмăллăхсене монетизацилеççĕ (укçан параççĕ), компенсаци хакĕ ÿсет, – терĕ Галина Михайловна.
Кун çумне РФ Пенси фончĕн районти уйрăмĕн ертÿçи Л.А.Викторова çапла хушса каларĕ:
– Çулсем иртнĕçем инвалидсем ватлăх пенсийĕ илме пуçлаççĕ. Çакă ытларах 3 ушкăнри инвалидсене пырса тивет. Кун пек чухне вĕсен тĕп (база) пенси виçи икĕ хут ÿсет. Апла пулсан, пенси çулĕ çитнĕ инвалидсен çийĕнчех пирĕн пата заявлени çырса памалла.
Тĕл пулура пулнисене Элĕкри культурăпа кану центрĕ çумĕнчи халăх фольклор ушкăнĕ хаваслă юрă-ташăпа савăнтарчĕ.
Г.ГЕННАДЬЕВ.
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика