За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

08.14.2008 ИНВАЛИД ТЕНИ ШЕЛЛЕТТЕРЕТ-ШИ?.. («Вести (Хыпар)», Чебоксары)

ВĔСЕМ тĕрлĕ сăлтава пула инвалид пулса тăнă. Кашнин - хăйĕн шăпи. Вăхăт иртнĕçемĕн çак тăрăм патне мĕнле килсе тухни питех пĕлтерĕшлĕ мар-тăр. Чи кирли - çÿçентерекен ăнлавпа чунпа çырлахни, тĕллеве çухатманни тата пурнăçра киленĕç тупни. Ахаль çынсенчен нимĕнпе те кая мар вĕсем, тепĕр чухне ирттереççĕ те. Кĕлетке тĕлĕшĕнчен сусăррисенчен, хăлха илтменнисенчен, куç курманнисенчен чылайăшне çĕршывра, тĕнчере пĕлеççĕ. Вĕсен ретĕнче ÿнерçĕсем те, артистсем те, ал ăстисем те пур. Хăшĕ-пĕри, ав, физкультурăпа спорта суйласа илнĕ. Сывлăхлă çынна та çăмăл мар спортăн тумхахлă çулĕпе утса çитĕнÿ тума. Инвалидсене вара мĕнлерех йывăр! Анчах епле кăткăс пулсан та парăнмаççĕ вĕсем.
XXI ĕмĕрте физкультурăпа спорта аталантармашкăн тĕрлĕ проект, программа йышăнчĕç. Çакă инвалидсен спортне те витĕм кÿчĕ. 2006 çулта Шупашкар хула администрацийĕн инвалидсен адаптаци шкулĕ уçăлчĕ. Тĕп хуламăрта сусăрсен 4 клубĕ ĕçлет. Вĕсене сахалтан та 400 яхăн çын çÿрет. Нумаях пулмасть республикăра инвалидсен физкультурăпа спорт федерацийĕ йĕркеленчĕ. Çакă тĕрлĕ ушкăнри сусăрсене аталантарас, пулăшас тĕллевпе пурнăçланă ĕç. Паллах, ырă пуçарусем малашне те пулĕç.
Инвалидсен хушшинче Чăваш Енре пуринчен ытла бадминтон /ракеткăпа, воланпа вылямалли спорт вăййи/, ухăран пересси, çăмăл атлетика, дартс, сĕтелçи теннис, шашка, шахмат спорт тĕсĕсем аталаннă. Çакнашкал спортсменсен хушшинче Раççей, республика шайĕнче тĕрлĕ ăмăрту иртет. Сăмахран, 2007 çулта тĕрлĕ ушкăнри сусăр спортсменсен хушшинче çĕршыври пĕрремĕш Спартакиада, çăмăл атлетика енĕпе чемпионат тата ытти те иртрĕ. Инвалид спортсменсем тĕнче шайĕнчи пысăк ăмăртусене хутшăнаççĕ. Тар кăларса тупăшаççĕ çеç мар, çитĕнÿсемпе палăраççĕ. Калăпăр, пĕлтĕр ачасемпе çамрăксен Шупашкарти 1-мĕш спорт шкулĕн вĕренекенĕсем Михаил Ефремов, Феликс Галкин, Ольга Дормидонтова, Анастасия Седова, Раççей пĕрлештернĕ командине кĕнĕскерсем, бадминтон енĕпе хăлха илтменнисен хушшинче Германире иртнĕ тĕнче чемпионатĕнче чемпион ятне çĕнсе илнĕ. Пирĕн ентешсем Сурдолимп вăййисенче малти вырăнсене йышăннă тĕслĕх те пур. 2005 çулта Мельбурнра иртнĕ ХХ Сурдолимп вăййисенче бадминтон енĕпе Михаил Ефремов тата Алена Павлова /тренерĕ - РФ тава тивĕçлĕ тренерĕ Н.Тонина/ бронза призерсем пулса тăнă. Шăпах çак пысăк çитĕнÿшĕн РФ Президенчĕн Указĕпе килĕшÿллĕн вĕсене “Тăван çĕршыв умĕнчи тава тивĕçлĕ ĕçсемшĕн” II степень орден медалĕпе наградăланă.
Ентешсенчен Паралимп вăййисене хутшăннисем те пур. Сăмахран, хĕллехи VI- VIII Паралимп вăййисенче Раççей, Чăваш Ен ятне Юрий Ильин хÿтĕленĕ. Пекинра Олимпиада вĕçленсен çуллахи XIII Паралимп вăййисем уçăлĕç. Унта пирĕн республикăран кайма Юлия Линевич /çăмăл атлетика/ путевка çĕнсе илнĕ.
Шăпа кÿрентернĕ çынсен хушшинче тĕрлĕ ăмăрту ирттерни, паллах, лайăх. Çакă вĕсене татах аталанма пулăшать, çĕнĕ çитĕнÿсем патне ăнтăлма хавхалантарать. Анчах пиртен чылайăшĕ вĕсен спортне ăнланманни, мораль тĕлĕшĕнчен пулăшманни пăшăрхантарать. Çакна темиçе тĕслĕхпе çеç çирĕплетер. Çĕртме уйăхĕнче Шупашкарти “Олимпийский” стадионра çăмăл атлетика енĕпе кĕлетке тĕлĕшĕнчен сусăррисен хушшинче Раççей чемпионачĕ /ăна Чăваш Енре ирттересси ырă йăлана кĕнĕ ĕнтĕ/ пулчĕ. Тĕрлĕ регионран инвалид спортсменсем тупăшма килчĕç. Ăмăрту йĕркеллех вĕçленчĕ пек, анчах кăлтăк чылайччĕ. Чемпионат кунĕсенче трибуна пуш-пушăччĕ, пĕр куракан та пыман, çавна пулах тупăшусем шăппăн, питĕ “типпĕн” иртрĕç. Ăмăртусен вăхăтĕнче “чирлекенсен” шавĕ спортсменсене мĕнлерех вăй-хăват панине эпир лайăх чухлатпăр. Сăмахран, футболла вылянă чухне кăна стадионсенче мĕнлерех шав тăрать, фанатсенчен иксĕлми вăй-хăват тапать. Анчах мĕншĕн инвалидсем ăмăртнă чухне апла лару-тăру мар? Çак ыйтăва пĕррехинче пресс-конференцире ЧР физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А.Николаев та хускатрĕ: “Пирĕн халăх психологи тĕлĕшĕнчен пиçсе çитмен-ха, сусăрсем ăмăртни çине çынсем шеллесе пăхаççĕ. Вĕсем те ытти спортсмен пекех пулнине ăнланмаççĕ, çавăнпа куракан, пăшăрханакан сахал”. Çакăн сăлтавне реклама çуккипе те çыхăнтарнăччĕ вăл, çак çитменлĕхе пĕтерес тĕллевпе çине тăрса ĕçлемеллине палăртнăччĕ.
Çурла уйăхĕнче “Олимпийский” стадионра хăлха илтмен инвалидсен Раççей чемпионачĕ иртрĕ. Унта палăрнисем авăн уйăхĕн вĕçĕнче Турцире иртекен тĕнче чемпионатне хутшăнĕç. Ăмăртура ентешĕмĕр Андрей Андреев 800 м, 1500 м дистанцисенче иккĕмĕш, виççĕмĕш вырăнсене йышăнчĕ. Çак чемпионатра та маларах асăннă ÿкерчĕкехчĕ, спортсменсемшĕн пăшăрханакан пĕр çын та пулмарĕ. Çавăнпах ăмăрту кичем иртрĕ. Вăл тепĕр кăлтăкпа та палăрнă иккен. “Чемпионатăн ятарлă программа та çукчĕ. Спортсменсене ăнăçу сунма, çĕнтерÿçĕсене саламлама Шупашкар хула, район администрацийĕсенчен пĕр представитель те килмен. Вĕсенче физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен ятарлă специалист пур-çке. Мĕншĕн вĕсен çак мероприятисене хутшăнмалла мар?” - хăйĕн пăшăрханăвне пĕлтернĕччĕ спорт журналисчĕсенчен пĕри.
Çапла, инвалидсен спортĕнче кăлтăк сахал мар-ха. Вĕсене çитес вăхăтрах татса памалла. Чи малтанах вара халăхăн шухăшлавне улăштарасчĕ. Пиртен кашниех инвалид спортсменсене ахаль спортсменсем пекех йышăнтăрччĕ. Ăмăртусенче вĕсене мораль тĕлĕшĕнчен пулăшса пытăрччĕ.
Любовь МАНЯКОВА, хроника пайĕн корреспонденчĕ.
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика