За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

08.12.2008 Ватăсене — кĕпе-тумтир («Сельская жизнь (Ял пурнăçĕ)», Красноармейское)

Чăваш Ен Президенчĕ Н. В. Федоров 2008 çула Ырă ĕçсен çулталăкĕ тесе пĕлтернине сывлăх сыхлавĕн “Красноармейски тĕп больници” муниципаллă учрежденийĕнче вăй хуракансем те хапăлласа йышăнчĕç.
Кунта çак енĕпе мероприятисен планне туса çирĕплетрĕç. Унпа килĕшÿллĕн, сывлăх хуралçисем тĕрлĕ ĕçсем ирттереççĕ. Вĕсенчен пĕри — нуша куракан çемьесемпе ватă çынсем валли килте усă курнă, çапах та тăхăнма юрăхлă кĕпе-тумтир пухасси. Чылайăшĕ ку акцие хастаррăн хутшăнчĕ. Çурла уйăхĕн 4-мĕшĕнче вара пухнă кĕпе-тумтирĕн пĕр пайне, çавăн пекех хăйсем пĕçерсе кăларнă пысăк кукăльсене райбольницăра ĕçлекенсем Чатукассинчи ватăсен çуртĕнче пурăнакансене леçсе пачĕç. Çавăншăн вĕсене хисеплĕ ветерансемпе пĕрлех С. Н. Матвеев заведующи те ăшшăн тав турĕ.
Д. Викторов.
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика