За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

10.01.2008 «Ăрусен пĕрлĕхĕ» акцине хутшăнар («Красное знамя (Хĕрлĕ ялав)», Урмары)

Чăваш Республикинче 2008 çулта Ырă ĕçсен çулталăкне йĕркелесе ирттермелли мероприятисен планĕпе килĕшÿллĕн сентябрь-октябрь уйăхĕсенче республикăра Пĕтĕм тĕнчери ватă çынсен кунне халалланă «Ăрусен пĕрлĕхĕ» акци иртет.
 
Акцин тĕллевĕ - ăрусем хушшинчи çыхăнăва çирĕплетесси, çитĕнсе пыракан ăрăва воспитани парас ĕçре ватă çынсен пурнăçĕнчи пуян опычĕпе усă курасси, аслă ăрури пĕччен пурăнакан, ĕçлеме пултарайман, чухăн çынсен пурнăçне çăмăллатасси.
 
Чăваш Республикин Сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министерстви республикăри «Ăрусен пĕрлĕхĕ» акцине хутшăнса аслă ăрăва татах та тимлеме, ветерансен проблемисене тăнлама, вĕсен пурнăç тата ĕç опычĕ питĕ пуян пулнине асра тытма чĕнсе калать.
 
Пурин те пĕрле тăрăшса пирĕн, пенсионерсемпе ветерансем хăйсене манса кайманнине, вĕсемшĕн тăрăшнине, вĕсене хакланине туйса илччĕр тесе, пултарнине пĕтĕмпех тумалла. Эпир сирĕнпе вĕсен пурнăçне хаваслăрах, тивĕçлĕрех тума пултаратпăр.
 
Кирек мĕнле харпăрлăх форминче тăракан организацисене, çынсене пурне те ырă кăмăллă пулма, пенсионерсене, вăрçă тата ĕç ветеранĕсене пултарнă таран пулăшма чĕнсе калатпăр.
 
 
Чăваш Ен Сывлăх сыхлав тата социаллă аталану министерстви.

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика