За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

04.18.2008 КАШНИ АЧАН ÇЕМЬЕРЕ ŸСМЕЛЛЕ («Вести (Хыпар)», Чебоксары)

Ачалăх вăхăчĕ чи телейли, савăнăçли, ĕмĕр асра юлаканни тесе палăртма тăрăшатпăр. Анчах хăшĕ-пĕрин урăхларах та килсе тухать çав. Пирĕн республикăра кăна акă çулсерен патшалăх пулăшăвĕ кирлĕ 800 ытла ачана шута илеççĕ. Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнисен йышĕ ÿссех пыни курăнать. Ку - Раççейĕпех çакăн пек. Чăваш Енре хÿтлĕхсĕр ачасен пурнăçне лайăхлатас ыйтусемпе тахçантанпах тĕллевлĕ ĕçлеççĕ-ха. 1998 çулта йышăннă “Чăваш Ен ачисем” республика программи шучĕпе “Сывă ăру”, “Ачасем тата çемье” çум программăсене пурнăçа кĕртсе пыраççĕ. “Ачасем тата çемье” çум программăра тăлăх ачасемпе ашшĕ-амăшĕ пур çинчех вĕсен хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене пулăшмалли меслетсене те палăртнă.
Нихăшĕ те ют мар
КАШНИ ачан çемьере ÿсме право пур, унта кăна вăл хăйне пурнăçра кирлĕ кăмăл-сипет пахалăхĕсемпе хăнăхтарусене туллин илме пултарать. Специалистсен çирĕплетĕвĕ çеç мар ку, кулленхи пурнăç тĕрĕслĕхĕ. Ача çурчĕсемпе интернатсенче ÿсекенсенчен чылайăшĕ янттине хăнăхать, хăйшĕн ĕмĕрĕпех патшалăх е йĕри-таврари çынсем тăрăшмалла тесе шухăшлать. Çемьере воспитани илекенсен вара яваплăх туйăмĕ чылай пысăкрах. Çавăнпа та хÿтлĕхсĕр юлнă ачасене йĕркеллĕ çемьесене вырнаçтарас ĕç юлашки çулсенче уйрăмах анлă сарăлса пынине асăнмалла. Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасен 80 процентне опекун /попечитель/ çемйисене е воспитание йышăнакан çемьесене вырнаçтараççĕ, е усрава параççĕ. Шел те, юлашки çулсенче усрава илекенсен йышĕ сахалланса пырать. Хÿтлĕхсĕр юлнă ачасен 60 яхăн процентне çывăх тăванĕсем е çемйине лайăх пĕлнĕ çынсем опека /попечительство/ мелĕпе воспитани параççĕ.
2003 çултанпа ачана çемьене йышăнас меслет аталанма пуçларĕ. Ун чухне çакăн пек çемьесенче 34 ача пурăннă пулсан паян 510 ача воспитани илет. ЧР Вĕрентÿпе çамрăксен политикин министерствин тĕп специалисчĕ-эксперчĕ Н.Ф.Салеева палăртнă тăрăх, кунта асăннă категорири ачасене патшалăх хушма социаллă пулăшупа тивĕçтерни ырă витĕм кÿрет. Ачана кирек хăш формăпа çемьене вырнаçтарнă чухне пĕр хут 8000 тенкĕ пособи тивет. Унсăр пуçне опекунсемпе /попечительсемпе/ ачана çемьене йышăннă ашшĕ-амăшне кашни уйăхра икĕ çулчченхи пепкешĕн - 4 пин тенкĕ, икĕ çултан çичĕ çулччен - 4160 тенкĕ, çиччĕрен вун саккăрччен 4570 тенкĕ параççĕ. Çак пособисене кăçалхи акан 1-мĕшĕнчен индексацилеççĕ, вĕсен виçи ÿсет.
Ачана çемьене йышăннă амăшĕн ĕçĕ пĕтĕмĕшле стажа кĕрет, ăна 1-2 ача илнĕ пулсан - уйăхра 2500 тенкĕ, 3 тата ытларах ачана воспитани панăшăн уйăхра 3600 тенкĕ шалу тÿлеççĕ. Инвалид ачана пăхса пурăнма йышăнакана чи пĕчĕк ĕç укçин 50 процентĕнчен кая мар хушса параççĕ. Çапла майпа пĕр ачана воспитание йышăннă çемье бюджечĕ уйăхра 7-7, 5 пин, икĕ ачапа - 11-12 пин тенкĕ, виçĕ ачапа 17-18 пин тенкĕ ÿсет.
Çакна палăртса хăварас килет: икĕ-виçĕ е ытларах ачана хăйсен хÿтлĕхне илнĕ темиçе çемьепе тĕл пулнă, ашшĕ-амăшĕпе, ачисемпе тата тăван ачисемпе чуна уçса калаçнă май пĕр-пĕринчен ютшăнса, пĕр-пĕрне уйăрса пăхнă тĕслĕх курмарăм. Тен, ун пекки те тупăнать пулĕ-ха. Анчах асăннисенче савăнăçĕ те, йывăрлăхĕсем те ытти çемьери пекех, пĕтĕмпех пĕрле татса параççĕ, аслă ачисем кĕçĕннисене тăван шăллĕ-йăмăкĕ вырăнне йышăнса пулăшаççĕ, хÿтĕлеççĕ. “Пиччĕшĕпе йăмăкне уйăрас шухăш та пулман, пĕрремĕш хут курсанах чĕрене кĕрсе вырнаçрĕç. Ют мар вĕсем пирĕншĕн, хамăрăн ачасемех. Аслисене ÿстернĕ пекех вĕрентсе ура çине тăратас тесе вăй çитнĕ таран тăрăшăпăр. Çемьеллĕ пулсан мăнуксене пăхăпăр”, - тенĕччĕ пĕр амăшĕ. Унтанпа икĕ çул иртрĕ ĕнтĕ. Çыхăну тытсах тăнă май çемье питĕ килĕштерсе пурăннине пĕлетĕп, ачисем лайăх вĕренеççĕ, спорт секцине, пултарулăх кружокĕсене çÿреççĕ.
Н.Ф.Салеева кăсăклă статистикăпа паллаштарчĕ: ачасене çемьене ытларах педагогсем /40 ытла çемье/ тата ял çыннисем йышăнаççĕ. Ялта пысăк çемье никамах та шиклентермест, ĕлĕкрех пилĕк-вунă ача таранах çуратса ÿстернĕ çемьесен тĕслĕхĕ те манăçа тухсах çитмен пулмалла-ха. Чылайăшĕ хăйсем те йышлă çемьере ÿснĕ. Ялта тата ачан кун йĕркине мĕнлерех йĕркелес текен ыйту та çивĕч мар. Нихăшĕн те кахалланса ларма вăхăт çук, хуçалăхра кашнин хăйĕн тивĕçĕ пур. Çапла яваплăха пайласа ачасем ĕçе хăнăхаççĕ, ыттисемшĕн тăрăшма, çынсемпе хутшăнма вĕренеççĕ. Ялта пурте пĕр-пĕрне лайăх пĕлеççĕ, кашнин пурнăçĕ куç умĕнче иртет, ачисем ашшĕ-амăшĕ сисиччен “юрăхсăр ушкăнпа” çыхланса каяс хăрушлăх та сахалрах.
Специалистсен пулăшăвĕ пĕлтерĕшлĕ
Çапах та ют ачана çемьене йышăнас шухăш тытнă е çакăн пек çемьери хутшăнусем йĕркеленсех çитеймен ашшĕ-амăшне, ачасене психологи-педагогика пулăшăвĕ кирлĕ. Çак тĕллевпе Шупашкарти ача çурчĕ çумĕнче ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче ятарлă центр уçăлать. Тата çак кун уçă алăксен кунне ирттереççĕ. Вĕрентÿ министерствинче ачасене çемьене вырнаçтарас ыйтупа ирттернĕ “çавра сĕтел” калаçăвĕнче унăн тĕллевĕсемпе центр ертÿçи Т.В.Иванова паллаштарчĕ. Шупашкарăн Калинин райадминистрацийĕн ачалăха хÿтĕлес енĕпе ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.И.Иванова çемьене вырнаçтармалли тĕрлĕ меслете пур енлĕн тишкернĕ май патронат çемье çинче чарăнса тăчĕ. 2006 çулхи юпа уйăхĕнче тăлăх ачасемпе ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасене çемьене вырнаçтармалли патронат форми пирки саккун йышăннă. Мĕнле меслет-ха ку? Ача çурчĕсемпе интернат шкулсен воспитанникĕсене çемьене ятарлă килĕшÿпе вырнаçтараççĕ. Интернат учрежденийĕ çак çемьене ачасене пăхса усрама опекун тата ачасене йышăннă çемьене уйăрнă виçепех укçа-тенкĕпе тивĕçтерет. Паллах, ачана вĕрентес, сиплес ыйтусене те интернат татса парать. Ку меслете тулли çемье форми теме çук-ха, анчах унпа усă курни статусне палăртман, аталанăвĕ е тыткаларăшĕ енĕпе хăш-пĕр кăлтăк пур ачасене, йывăр лару-тăрăва лекнĕ ачасене вăхăтлăх та пулин çемьене вырнаçтарма май парать. Ачасене пулăшма йĕркеленĕ “Хĕвел” ыр кăмăллăх фончĕн координатор-эксперчĕ Г.Е.Иванова çемьесем аслăрах çулсенчи ачасене йышăнасшăнах маррине асăнчĕ, çак ыйтупа тĕплĕнрех ĕçлеме пуçлассине палăртрĕ.
Ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ачасен шучĕ чакмасть пулин те вĕсене çемьере воспитани илме пулăшакан меслетсем хăвăрт аталаннă май республикăра интернат учрежденийĕсен тĕлĕшпе те лару-тăру улшăнса пырать. Ачасем сахалланнипе юлашки виçĕ çулта Чурачăкпа Октябрьскинчи интернатсене хупнă, çак вĕренÿ çулĕ вĕçленсен Патăрьелĕнчине те хупаççĕ. Çапах та хальлĕхе çакăн пек учрежденисенче 1000 яхăн тăлăхпа ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ача пурăнать. Патшалăх вĕсемшĕн тăрăшать-ха, республика ача çурчĕсемпе интернат шкулсене тытса тăма çулсерен 240 миллиона яхăн тенкĕ уйăрать. Ачасене мĕн кирлипе пĕтĕмпех тивĕçтереççĕ, çуртсене юсаççĕ, хальхи сĕтел-пукан вырнаçтараççĕ. Анчах вĕсене телейлĕ пулма туслă хутшăнусем, ашшĕ-амăшĕн юратăвĕ, çемье хÿтлĕхĕ çитмеççĕ...
Алина ЛУКИЯНОВА.
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика