ÇЕМЬЕРЕ ывăл çуралсан Çĕршыва юрăхлă пултăр, хĕр çуралсан – çынна, тенĕ ваттисем.
Ача çуратса, ÿстерсе канлĕ ватлăх пирки ĕмĕтленет ашшĕ-амăшĕ. Эпир те пирĕн пÿрт йышлă ача сассипе тулĕ тесе шухăшланă çамрăк чух. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтсем пурнăçланасшăнах пулмарĕç-ха малтан. Çемье ерипен ÿсрĕ: 12 çул каялла ывăла, 4 çул каялла хĕрĕмĕре алла илтĕмĕр. Чун йышлă çемьенех ĕмĕтленчĕ. Тăлăх ачана усрава илме шутларăмăр вара. Çак ыйтăва пурнăçа кĕртме Шăмăршăри вĕрентÿ пайĕн специалисчĕ Е. С. Вашуркина пулăшрĕ. Вăхăт нумаях иртмерĕ, çуллахи хĕвеллĕ кун 4 çулхи Алина пирĕн киле пĕрремĕш хут ура ярса пусрĕ. Валерăпа Маша, Алинапа юнпа тăванах мар пулсан та, чунпа çывăх пуласса, йывăрлăхсенче пĕр-пĕрне пулăшасса питĕ шанас килет. Мăшăрăмпа иксĕмĕр виçĕ ачана та савса, юратса ÿстерме тăрăшатпăр.
«Ача çын хушшинче хăйне епле тыткалани – ашшĕ-амăшĕ куçкĕски витĕр курни», – тенĕ паллă педагог. Çак сăмахсене тĕпе хурса, ачасен умĕнче хамăра лайăх енчен кăна кăтартмаллине яланах асра тытатпăр. Ача улталама пуçласси те хамăртанах килет тесе шутлатпăр эпир. Килте аслă çынсем улталанине курсан, ача та улталама пуçласса кĕтсех тăр.
«Каларăн – пурнăçла». Çак сăмахсем ачасен характерне, пурнăçра сăмах тытакан çынна калăплама пулăшаççĕ. Ача умĕнче пĕрре тытмастăн сăмахна, тепре... Вăл вара шухăшлать: «Анне пурнăçламарĕ пулсан, мĕншĕн манăн тумалла;»
Хальхи саманара ачана аталантарнă çĕрте ача сачĕсен те, шкулсен те тÿпи пысăк. Юрлама, ташлама, çын хушшинче епле тыткаламаллине вĕрентеççĕ вĕсем, çапах та çемьери воспитание ним те çитмест пуль. Ача садĕнче, шкулта тăрăшакан ĕçченсем пĕтĕм вăйне хурсан та, çемье вĕсемпе пĕр тан утмасан, пĕр каварлă пулмасан ачасен çитĕнĕвĕсем иккĕ- ленÿллĕ. Пур енлĕ аталаннă, çĕршыва юрăхлă çын ÿстерес тесен шкулта та, çемьесенче те аслисемпе ачасен хушшинче ăнлану, килĕшÿ пулмалла. Çак пурнăçра мĕн çиттĕр ачасем ахăлтатса кулнине, мĕнле майпа виçме пулать хаваслă ача савăнса вылянине?
И. ГЛАДКОВА.