За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

04.08.2008 Ваттисен çурчĕсенче хÿтлĕх тупнă («Сельский труженик (Ял ĕçченĕ)», Янтиково)

Районти социаллă пулăшу паракан центрта çемье çулталăкне халалланă тĕлпулăва аслă ăру çыннисене чĕннĕ. Кинемисемпе мучисем шăкăл-шăкăл калаçса, иртнине аса илсе, малашлăх çинчен шутласа вăхăт иртнине те сисмерĕç. Ака уйăхĕн малтанхи кунĕнче çакăн пек уяв Кушкăри ваттисен çуртĕнче пулчĕ. Кунта нушана лекнĕ 10 çын чун канлĕхĕ тупнă. Хăйсене çакăн пек сума сунăшăн чунтан тав турĕç вĕсем праçнике йĕркелекенсене.
 
Тушкилти ваттисен çурчĕ 1997 çулхи декабрьте ĕçлеме тытăннă. Ăна уçнăранпах Т. Алексеевапа Н.Семенова социаллă ĕçченсем пархатарлă тивĕçе чыслăн пурнăçласа пыраççĕ. “Çемьене тытса пыракансем”, – теççĕ хастар та ăш пиллĕ хĕрарăмсем пирки кунта пурăнакансем. Тăххăрăн вĕсем. Тушкил ял тăрăхĕн специалисчĕ Н.Александрова ваттисен çуртне уçма, унти пурнăç условийĕсене лайăхлатма нумай вăй хунă. Ăна ырă ĕçĕшĕн ăшшăн тав турĕç.
Чи вăрăм ĕмĕрли – Фекла Матвеевна Матвеева, 98 çулта, 10 çул ĕнтĕ туслă çемьепе çывăхланни. Анастасия Степановна Степанова "1917 çулхи" пĕччен пурăнакан, хÿтлĕхсĕр юлнă ватăсене пăрахманшăн, пурăнма условисем туса панăшăн республика, район ертÿçисене чĕререн тухакан ăшă тав сăмахĕсем каларĕ. Кинеми кунта пĕлтĕрхи октябьтенпе кăна-ха, килти йывăр лару-тăрăва пула лекнĕ. Кĕске хушăрах çемье ăшшине туйма ĕлкĕртĕм, терĕ вăл.
Тушкилти уява Кушкăри ваттисен çуртĕнче ĕçлекенсем те килнĕ. Çапла пĕр-пĕрин ĕçĕ-хĕлĕпе паллашма май пулчĕ вĕсен. Районти центр ертÿçи Л.Гурина сăмахĕ ваттисен чун-чĕрине хускатрĕ. “Малашне те пĕр çемьери пек туслă та килĕштерсе пурăнăр. Çирĕп сывлăх, канлĕ те ырă кун-çул сире пурне те”, – тесе вĕçлерĕ хăйĕн сăмахне Лина Павловна. Н.Александрова та ырлăхлă-сывлăхлă пулма сунчĕ аслă ăру çыннисене.
Кунти ватăсем хăйсен пурнăçне илемлетме пĕлеççĕ. Пĕрле ĕçлеççĕ, пĕрле савăнаççĕ. Акă, уяв хăнисене кĕтсе илнĕ чух Виталий Моисеев кукăль пĕçеретчĕ. Тĕрлĕ салат тунă. Концерчĕ те килĕшрĕ, пултарулăхне кура кашниех номер хатĕрленĕ. Александра Архиповапа Валентина Демкина юрласа савăнтарчĕç. “Хусканăвĕсем çăмăл, акробат пекех”, – мухтарĕç пăхса ларакансем Римма Захарована. Вăл юрра-ташша та ăста пулчĕ.
Юлашкинчен пурте уяв сĕтелĕ хушшине ларса тутлă çимĕçсемпе сăйланчĕç, чей ĕçрĕç. “Татах килĕр”, – тесе ăшшăн ăсатрĕç хăнасене тушкилсем.
Р.ШУМОВА.
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика