За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

04.02.2008 Ваттисем пур кăмăлтан савăнчĕç («Красное знамя (Хĕрлĕ ялав)», Урмары)

«Вăрмар районĕнчи халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центр» Чăваш Республикин сывлăха сыхлас ĕç тата социаллă аталану Министерствин республикăри патшалăх учрежденийĕнче вăй хуракансем ватă çынсене, инвалидсене социаллă пулăшу, хÿтлĕх парассипе, вĕсен канлĕхне май пур таран упрассипе тăрăшаççĕ.
Кашни уявпа, паллă кунсемпе саламлаççĕ, вĕсем валли тĕрлĕ мероприятисем йĕркелеççĕ. Кун пек уявсем ирттересси йăлана кĕнĕ темелле. Акă Арапуçĕнчи çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕн ачисем çак ялти Ваттисен çуртĕнче Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ ячĕпе концерт лартнă. Вĕсем аннене халалланă сăвăсем каланă, юрăсем юрланă. Ватăсем вĕсене хапăл туса кĕтсе илнĕ, пĕрле юрланă, ташланă. Ваттисен çуртĕнче канлĕх тупнă Н.Мрзукова вара балалайкăпа каласа ачасемпе пĕрле юрларĕ. Районти халăхăн социаллă ыйтăвĕсене тивĕçтерекен центрĕн директорĕ Ж. Дмитриева, çул çитмен ачасен социаллă реабилитаци центрĕн директорĕ Л.Руссанова пурне те çурхи уяв ячĕпе саламларĕç, аслă ăрурисене çирĕп сывлăх, канлĕ ватлăх сунчĕç. Ачасен пултарулăхне курса ваттисем пур кăмăлтан савăнчĕç. Юлашкинчен çамрăк ăрурисем ватăсене чечексем, открыткăсем парнелерĕç.
 
З. ПАВЛОВА.
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика