Пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Федосия Артемьевна 90 çул тултарчĕ. Паллă кун ячĕпе хисеплĕ ветерана район администраци пуçлăхĕ Ю.Иванов, социаллă пулăшу пайĕн ертÿçи Н.Петрова килне пырсах саламларĕç, Хисеп грамотипе чысларĕç, “Чун ăшши кăна мар, кĕлетке хÿтлĕхĕ те пултăр”, - тесе сулхăн çанталăкра хул-çурăма хуплама çемçе плед парнелерĕç.
Федосия Григорьевна - Муркаш салинчи ятлă-сумлă çынсенчен пĕри. Тăхăр теçеткене çитнĕ кинемей пурнăçра хуйхи-суйхине те, телей-савăнăçне те сахал мар тÿссе ирттернĕ.
... АппăшĔсем хутла пĕлмен унăн. Муркашра шкул туса лартсан вунă çулти Федосия пĕлÿ тĕнчин алăкĕн урати урлă пĕрремĕш хут каçнă. Тăрăшса вĕреннĕ, çитĕнсен учитель пулма ĕмĕтленнĕ, драма кружокне пуçаруллă хутшăннă, тантăшĕсемпе пĕрле ентешĕсене хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарнă.
Шкул пĕтерсен Çĕрпÿри педагогика училищине кĕнĕ. Учительсем çитмен çав çулсенче. Лайăх паллăсемпе ĕлкĕрсе пыракансене ятарлă пĕлÿ иличченех шкула йыхравланă. Федосия Артемьевна çапла майпа Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхне лекнĕ, Хураçырмара çулталăк вĕрентнĕ, ун хыççăн Сĕнтĕре куçнă. Кану çинчен шухăшламан ун чух. Кĕрхи, хĕллехи, çурхи кунсенче ачасене ăс панă, çу кунĕсенче хăй педагогика училищинче вĕреннĕ.
Çамрăклăхĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин çулĕсемпе пĕр килнĕ май халăх тÿссе ирттерекен йывăрлăхран вăл та пăрăнса юлма пултарайман: каникул кунĕсенче Чулхула-Хусан çула тума хутшăннă, бригадир пулса çынсене ертсе пынă. Шкулта вутă çук - йывăç касма янă, тыр-пул пухса кĕртнĕ, фронтри салтаксем валли посылкăсем хатĕрленĕ. Федосия Артемьевна каласа панă тăрăх, чăваш хĕрĕн парни ун чухнехи салтака, каярахпа çĕршывĕпе паллă композитор пулнă Тихон Хренникова та лекнĕ. Пĕр вăхăт вĕсем çыру та çÿретнĕ-мĕн.
1943 çулта районти çар комиссариатĕнчен унăн ячĕпе повестка килнĕ. “Çемьере тăватă хĕр пулнипе, салтак ячĕ пĕрин те тухманнипе мана фронта яраççĕ пулĕ тесе шухăшларăм, - тет ветеран иртнине аса илсе. - Пире, хĕрсен ушкăнне, çапăçу хирне мар, госпитальсенче аманнисене сыватакан медсестрана пĕр уйăх вĕрентрĕç”.
Çар ретне тăма хатĕрленнĕ çамрăк шăпине урăхларах татса панă, тылра та вĕреннĕ çынсем кирлĕ тесе ун чухнехи ВЛКСМ Сĕнтĕр райкомĕн иккĕмĕш секретарьне лартнă. Тепĕр тăхăр уйăхран хăй çуралнă тăрăха куçарнă: 1944 çулхи нарăс уйăхĕн 10-мĕшĕнче йĕркеленнĕ Муркаш районĕн комсомол комитетне ертсе пыма шаннă. Çăмăл пулман çав çулсенче. Йĕпе-сапаллă е шартлама сивĕ çанталăка пăхмасăр ялсене тухса çÿренĕ, халăха хастар ĕçлеме, çĕнтерĕве çывхартма хăйсен сумлă тÿпине хывма хĕрÿ сăмахпа хавхалантарнă. Халăхĕ кам пулнă тетĕр-и? Хĕрарăмсем, çул çитмен ачасем тата шур сухаллă ватăсем туртса пынă пĕрлешÿллĕ хуçалăха вăрçă вăхăтĕнче, çĕршыв валли тыр-пул ÿстернĕ, выльăх-чĕрлĕх çитĕнтернĕ. Хăйсем вара выçăллă-тутăллă пурăннине пăхмасăр чăтнă, тÿснĕ, фронта тăрантарнă, тумлантарнă.
Лайăх ĕçлекенсене вăрçă вăхăтĕнче те чысламасăр хăварман. Республикăра пултарулăхпа палăрнă вун çичĕ çын шутĕнче Федосия Артемьевнăна та 500 тенкĕ преми панă. Паллах, йывăр саманара çав укçа çемьешĕн питĕ вырăнлă пулмаллаччĕ. Районти çамрăксен ертÿçин шухăшĕ урăхларах пулнă. “Ку укçана эпĕ районти социаллă хÿтлĕх пайне тăлăхсене пулăшма кайса патăм. Унпа вĕсем валли фуфайкăсем туянчĕç”, - тет Ф.Григорьева.
Вăрçă чарăннă хыççăн вăл чунран парăннă ĕçнех - шкулах таврăнас тенĕ. 1946 çултан тытăнса /вăрçă умĕн тата вăл пуçланнă хыççăн ултă çул ĕçленине те манмалла мар паллах/ тивĕçлĕ канăва тухичченех пуçламăш класс ачисене вулама-çырма вĕрентнĕ, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларма хатĕрленĕ. Çав вăхăтрах общество пурнăçне те пуçаруллă хутшăннă: районти çут ĕç пайĕ çумĕнче ачалăх ирĕкне сыхлакан инспекторта çирĕм çул ытла тăрăшнă, методист учительсен, районти хĕрарăмсен канашĕн ертÿçи пулнă. Пултарулăхне тĕпе хурса район, ял Канашĕсен депутатне пĕрре кăна мар суйланă ăна. Тĕрĕссипе, унăн кун-çулĕ тăрăх район историне тĕпĕ-йĕрĕпе сăнласа пама пулать.
Хастар ĕçне тивĕçлипе хакланă. Ф.Григорьевăна «1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн» медальпе, “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ вĕрентекенĕ” хисеплĕ ятпа чысланă. Çĕршыв, республика, район пуçлăхĕсен ячĕсемпе панă Хисеп грамотисене, Тав çырăвĕсене паян кунчченех тирпейлĕн упрать.
Федосия Артемьевнăн хаклăран та хаклă пуянлăхĕ, куç тулли телейĕ вара - унăн ачисем. Вăрçă вут-çулăмĕ витĕр тухнă, Ленинград блокадине татма хутшăннă Меркурий Григорьевичпа çемье çавăрса тăватă хĕрпе пĕр ывăл пăхса çитĕнтернĕ. Пĕрлешсенех çурт-йĕр çĕкленĕ, хуçалăха тăпăл-тăпăл тытса пынă, картишĕнчен выльăх-чĕрлĕх татăлман, ял-йышра ят яман. Ачисене те пĕчĕкренех ĕçре пиçĕхтернĕ. Амăшĕ учитель тесе тăман, колхозниксемпе танах уйра тÿпе илнĕ, пахча çимĕç çитĕнтерме хутшăннă, тырă ани илсе пурте пĕрле алла çурла тытса кар вырса пĕтернĕ. “Кăвакал ами чĕпписене ертсе кайнă евĕр, анне те пире пĕр ĕçрен те хăварман, пĕрле илсе çÿренĕ. Тĕлли-паллисĕр çÿретмен, тĕрĕс воспитани панă. Çакăншăн ăна чĕререн тав тăватпăр”, - тет Шупашкарта пурăнакан хĕрĕ Галина. Нинăпа Луиза, Роза та пурнăçра хăйсен вырăнне тупнă. Тăхăр вунă çулти кинемине паян тăватă мăнук, вĕсен икĕ ачи чăннипех телей кÿреççĕ. Шел, ывăлĕ Николай пурнăçран вăхăтсăр уйрăлчĕ. Мăшăрĕ те çук ĕнтĕ паян пирĕн хушăра - çирĕм çул каяллах çĕре кĕнĕ иртнĕ вăрçă ветеранĕ.
Вуннăмĕш класран пĕрле вĕренсе тухнă сакăр хĕрпе сакăр каччăран ку таранччен сывă та таса пурăнаканни хăй кăна пулнишĕн, пĕр урамра кÿршĕсен хушшинче тантăшĕсем çуккишĕн, чун уçса калаçма çын юлманнишĕн, хăй çурт-йĕрĕпе юнашар икĕ енчи пÿртсем пушаннишĕн кулянать ватă çын. Çапах та вăл пĕччен мар. Ачи-пăчи килсе çÿрет, район, ял тăрăхĕн, социаллă служба ĕçченĕсем, ветерансен канашĕн хастарĕсем ăна манмаççĕ, пулăшсах тăраççĕ.
Валентина СМИРНОВА.