За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

02.29.2008 Ветерана пулăшрăмăр («Сельский труженик (Ял ĕçченĕ)», Янтиково)

Тăван çĕршыва хÿтĕлекенсен кунне уявларăмăр. Пирĕн ялтан хăрушă вăрçăран 100 ытла çын таврăнайман. Каялла килнисенчен те 5 вăрçă ветеранĕ кăна тăрса юлчĕ. Эпир вĕсене манса каймастпăр, тăтăшах пулăшатпăр.
 
 
Нумаях пулмасть З.Иванова вĕрентекенпе пĕрле Н.Г.Богатырев патĕнче пултăмăр. Картишĕнчи юра тасатрăмăр. Уроксем хыççăн та пулатпăр эпир ун патĕнче. Николай Гордеевич çакăншăн питĕ савăнать, кашнинчех тав туса ăсатать. Н.Богатырев ветеран ака уйăхĕнче 83 çул тултарать. Вăл вăрçăра радист-пулеметчик пулнă. Йывăр аманса хăрах алăсăр тăрса юлнă. Пирĕн ентешĕмĕре паттăрлăх кăтартнăшăн орденпа медальсем парса чысланă. Николай Гордеевичăн наградисем – кăкăрĕ тулли. Пире мирлĕ пурнăç туса парассишĕн çапăçнă ветерана эпир тав тăватпăр, нумай çул пурăнма сунатпăр.
И.ЮРКИН, Чутей ялĕ.
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика