За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

03.01.2008 Аслă ăру çыннисен тĕл пулăвĕ («Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики)

Районти искусство шкулĕнче ял тăрăхĕсенчи аслă ăру представителĕсем çавра сĕтел хушшинчи тĕл пулăва пуçтарăннă. Ĕç тата вăрçă ветеранĕсемпе Елчĕк район пуçлăхĕ Н.Миллин, ветерансен районти канашĕн председателĕ С.Терентьева, халăха социаллă хÿтлĕх паракан пай начальникĕ И.Аникина, РФ Пенси фончĕн Елчĕк районĕнчи управленийĕн начальникĕ З.Яковлева, Елчĕкри тĕп больницăри поликлиника заведующийĕ Н.Уркова, 40-мĕш номерлĕ аптека заведующийĕ Р.Молодова тĕл пулса калаçнă, пухăннисен ыйтăвĕсем çине хуравланă, общество ĕçне активлă хутшăннăшăн, çамрăксене патриотла воспитани парас ĕçре пуçаруллă пулнăшăн ветерансене тав тунă. Аслă ăру çыннисене “Солнышко” ача садне çÿрекенсем, искусство шкулĕн преподавателĕсем, “Варкăш” ансамбль участникĕсем юрă-ташăпа савăнтарнă.
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика