За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

02.29.2008 АЧАСЕМ ВАТĂСЕНЕ САЛАМЛАРĔÇ («По жизненному пути (Пурнăç çулĕпе)», Аликово)

Юнтапа шкулĕнчи вĕрентекенсемпе вĕренекенсем ырăлăх темипе çыхăннă мероприятисенче хастарлăх кăтартаççĕ. Нумаях пулмасть иккĕмĕш класра вĕренекенсемпе вĕсен класс ертÿçи Алина Васильевна Кондратьева Вырăс Сурăмĕнчи ваттисен çуртĕнче пулчĕç.
Унта пурăнакан ватăсене уявсем ячĕпе саламласа открыткăсем парнелерĕç, савăнăçлă концерт кăтартса хавхалану кÿчĕç. Ача-пăча юрри-ташши асаттесемпе асаннесен кăмăлне кайрĕ. Э.Н.Иванова музыка предметне вĕрентекенпе пирĕн шкулта практика вăхăтне ирттерекен Н.П.Степанова уяв концертне йĕркелеме пулăшрĕç. Ватă çынсем шкул ачисене хăйсем патне тăтăшах килсе çÿреме ыйтрĕç.
Н. МАКСИМОВА, 2-мĕш класра вĕренекен.
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика