За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

03.12.2008 Ватă çынсене пулăшаççĕ («Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики)

Кăçал юр нумай çуса тултарчĕ. Килти картишсене хушăк пек юр хÿсе лартрĕ, тухма та, кĕме те çук. Уйрăмах пĕччен пурăнакан ватăсемшĕн кансĕр пулчĕ. Мĕншĕн тесен вĕсемшĕн çак йывăр ĕçе пурнăçлама çăмăл мар.
 
Ялти шкулти Тимур команди нумай кĕттермен. В.Морозова инвалид-пенсионерка патне шкул ачисем пырса та çитнĕ. Арманкасси ачисем – А.Борисова, Е.Викторова, Т.Шадрикова, С.Шадрикова, Н.Траншкина, О.Крупина, А.Крупин, Н.Крупин, В.Чернов, С.Галкин, В.Ермолаев ватă кинемее пулăшнă. Вĕсем хуралтă çийĕнчи юра хырса антарнă, картишĕнчине тасатса кăларнă, çырмана туртса кайса тăкнă. Е.Спиридонова пенсионеркăна та çак ĕçсене тума пулăшнă вĕсем. Ачасем икĕ кун хушшинче чупса çÿресе ĕçленĕ. В.Морозова çакăн çинчен шăнкăравласах каларĕ, хăй питĕ савăннине пĕлтерчĕ. Ачасене хаçат урлă тав тума ыйтрĕ. Шкул ачисем касри ватăсене ытти ĕçре те пулăшаççĕ.
Арманкасси ачисем ялта ĕçчен пулнипе палăрса тăраççĕ. Вĕсем çуллахи вăхăтра Ф.Шадриков фермер патĕнче севок анине çум курăкран тасатма, кăларма тата пуçтарма тăтăшах çÿреççĕ. Çапла майпа мĕн ачаран хăйсем валли укçа ĕçлесе илме хăнăхаççĕ.
Тукасри тимуровецсен команди – И.Шадрикова, Ю.Шадрикова, Н.Чуманова, Т.Григорьев, Н.Герасимов, В.Герасимов Н.Орлова ватă çынна пулăшнă.
Ашшĕ-амăшĕ, учительсем, касри çынсем ачасен пархатарлă ĕçĕпе кăмăллă. Пĕччен пурăнакан ватăсене пулăшни вара темрен те паха.
 
О. МИРОНОВА.
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика