За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

03.05.2008 Туслă çемье – çирĕп çĕршыв («Яльчикский край (Елчĕк ен)», Яльчики)

Нарăсăн 29-мĕшĕнче Елчĕкри “Улăп” Спорт керменĕнче Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкне халалласа Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин депутачĕн, “Единая Россия” фракци членĕн Павел Семеновăн призĕсене çĕнсе илессишĕн “Атте, анне тата эпĕ – спортпа туслă çемье” фестиваль иртрĕ. Ăна район пуçлăхĕ Н.Миллин уçрĕ. Вăл спорт уявне хутшăнакан çемьесене саламларĕ, ăнăçу сунчĕ. Салам сăмахĕсем çумне Павел Семеновăн пулăшуçи С.Гордеева, райадминистрацин вĕрентÿ тата çамрăксен политикин пайĕн ертÿçи Л.Левый, социаллă аталану секторĕн заведующийĕ А.Александрова хутшăнчĕç. Спорт ăмăртăвне 9 ял тăрăхĕнчен 20 çемье хутшăнчĕ.
Художество пултарулăх ăмăртăвĕнче ял тăрăхĕсенчен килнĕ 9 çемье тупăшрĕ, хăйсен юрри-ташшипе куракансене тыткăнларĕç вĕсем.
Спорта юратакан çемьесем тĕрлĕ конкурссенче тупăшрĕç. “Михĕ тăхăнса чупасси”, “Хоккей”, “Хутăш эстафета”, “Мечĕк ывăтасси” тата ытти вăйăсем çемьесем спортпа мĕнлерех туслă пулнине, вĕсен тăрăшулăхĕпе пултарулăхне кăтартса пачĕç. Кăткăс тупăшура çĕнтерÿçĕсене палăртма çăмăлах пулмарĕ.
13 çула çитичченхи ачасемлĕ çемьесем хушшинче çĕнтерÿçĕ ята Курнавăш ял тăрăхĕнчен килнĕ Филипповсем, 2-мĕш вырăна асăннă ял тăрăхĕнчи Смирновсем, 3-мĕш вырăна Тăрăм ял тăрăхĕнчи Кривовсем (иртнĕ çул вĕсем çĕнтерÿçĕ пулнăччĕ) çĕнсе илчĕç.
9 çулчченхи ачасемлĕ çемьесем хушшинче Смирновсем (Курнавăш ял тăрăхĕ), Даниловсем, Черновсем (Елчĕк ял тăрăхĕ) малти вырăнсене йышăнчĕç.
Юрă-ташă енчен пултаруллă çемьесенчен чи малти вырăна Тăрăм ял тăрăхĕнчен килнĕ Александровсем йышăнчĕç. Асăннă çемье район чысне республикăра хÿтĕлĕ. Аслă Пăла Тимеш ял тăрăхĕнчен килнĕ Марковсен тата Лаш Таяпари Князевсен çемйисем иккĕмĕш тата виççĕмĕш пулчĕç.
Çĕнтерÿçĕсене хаклă парнесемпе (чи хаклă парне – телевизор), дипломсем пачĕç.
Ăмăрту вĕçленес умĕн чи активлă ашшĕне, амăшне, ачине, çĕнтерÿшĕн ăнтăлнă, чи çамрăк тата ватă, чи талантлă тата ытти енĕпе палăрнă çемьесене парнесемпе хавхалантарчĕç.
Е.ПЕТРОВА.
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика