За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

02.07.2008 Ырă пуçару хака тивĕçрĕ («Путь победы (Çĕнтерÿ çулĕ)», Вурнары)

Кăрлачăн 25-мĕшĕнче Çĕрпелти вăтам шкулта ашшĕ-амăшĕсен пухăвĕ иртрĕ. Шкулта ĕçлекенсем кăçалхи çул Çемье тата Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнине шута илсе паха ĕç пуçарса ячĕç. Çавна май вĕренекенсем хăйсен йăх-ăрăвне тĕпчессипе ĕçлеме пуçларĕç.
Пухăва пуçтарăннă ашшĕ-амăшĕсене малтанах 8-мĕш класра вĕренекенсем Е.Ф.Васильева класс руководителĕ ертсе пынипе маларах туса хатĕрленĕ йăх-ăру йывăççисем çинчен каласа пачĕç, хăйсем илемлетсе кăларнă, юратнă çемйисене халалланă стена хаçачĕсемпе паллаштарчĕç. Ун хыççăн ачасем пухăва килнисене саламларĕç, илемлĕ юрăсемпе савăнтарчĕç. Çак ырă пуçарупа ашшĕ-амăшĕсем кăмăллă юлчĕç. Шкул директорĕ Я.С.Корнилов куллен иртсе пыракан ĕçсем çинче чарăнса тăчĕ. Малалла директор çумĕсем И.П.Николаев, Л.В.Феофанова тата Н.В.Андреева соцпедагог вĕренÿпе воспитани ĕçĕсем çинчен тĕплĕн каласа пачĕç. Класс руководителĕсем иккĕмĕш чĕрĕкĕн пĕтĕмлетĕвне турĕç, ашшĕ-амăшĕсене шкулпа тачă çыхăнса ĕçлеме сĕнсе хăварчĕç. Çавăн пекех кун йĕркинче палăртнă ыйтусене пăхса тухса попечительсен тата ертсе пыракан канашсен членĕсене суйласа хăварчĕç.
Р.Прокопьева.
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика