За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

02.14.2008 КАШНИ АЧА ÇУТ ТĔНЧЕНЕ ТЕЛЕЙ КУРМА КИЛТĔРЧЧĔ («Ровесник (Тантăш)» Алина ПУЗЫРНИКОВА

Алена амăшне ас тумасть. Икĕ çултах кукамăшĕ патне хăварнă ăна. Больницăра санитаркăра тăрăшакан ватă мăнукне мĕнле те пулин ура çине тăратас тесе ĕмĕтленнĕ-тĕр, анчах вăй-халĕ те, сывлăхĕ те хавшаса пынă. Çемьери лару-тăру та лăпкă пулманран хĕр пĕрчине Ача çуртне ăсатнине чĕрине хытарсах пăхса юлнă.
Тĕнче хĕсĕк теççĕ. Вăхăт иртсен хăйĕн тăван шăллĕне те, Димăна, унта тĕл пулнă Алена Лосева. Унччен вĕсем пĕр-пĕрне курман...
– Çак ачасене хĕрхенсе усрава илекен тупăнтăрах. Ырă çынсем патне лекчĕрех, – куççуль витĕр сăмахланă кукамăшĕ мăнукĕсене курма пымассерен.
"“Питĕ шел-çке вĕсене, атя, илер хамăр киле”..."
Паян пĕр тăван Лосевсем Шупашкарти Алькеш поселокĕнчи Герасимовсен патĕнче çемье ăшшине, тăван кил хăтлăхне туйса ÿсеççĕ. Иртнине аса илес килет-ши вĕсен?
– Аленăпа Димăна хамăр пата илме шутланине пĕлтересшĕнччĕ çеç – кинеми вилсе кайнине илтрĕмĕр. Шел, ăна савăнтарма, лăплантарма ĕлкĕреймерĕмĕр, – ăш пиллĕн пуплет пĕр тăвансене хăйсен хÿттине илнĕ Руфина Михайловна Герасимова.
Паян вĕсен кил-çурчĕ хăтлăхĕпе, тирпейлĕхĕпе çеç мар, ача-пăча сассипе те илемлĕ. Ĕçчен те тăрăшуллă, ырă кăмăллă мăшăр хăйсен виçĕ хĕрне тата усрава илнĕ Аленăпа Димăна, Машăна чун-чĕре ăшшине, юратăвне парнелет.
– Кама та пулсан ырă тусан хăвна та лайăхрах. Çакна яланах туятăп... Мăшăрăмпа иксĕмĕр те йышлă çемьере ÿснĕрен-ши ачасен те тăван ытларах пултăрччĕ тесе шутлаттăмăр, – сăмах çăмхине малалла сÿтет Руфина Михайловна. – Аслă хĕрĕмĕр Марианна качча тухсан, килте Венерăпа Диана çеç юлсан тем çитмен пек туйăнатчĕ. Мăшăрăм та ун чухне тăтăш Мускава ĕçлеме çÿретчĕ. Халĕ кил-çурт тулнăн туйăнать. Виççĕри мăнукăмăр, Стасик, килсен пÿрт тата çуталать, ача-пăча шавĕпе кĕрлесе çеç ларать...
Шкултан таврăннă хĕр пĕрчисем тăрăшсах килти задание пурнăçлаççĕ. Кашни хăй ĕçĕпе аппаланать. 2-мĕш класа çÿрекен Диана Н.Носовăн “Библиотека пионера” кĕнекине алăран ямасăр вулать. 5-мĕшне куçнă Алена улăм пĕрчисенчен хитре панно ăсталасшăн. Венера кăткăс задача тупсăмне шырать. Маша ÿкерме хатĕрленет. Тин çеç шкултан таврăннă Дима та васкасах кĕнекисене сĕтел çине кăларса хучĕ. Кашниех яваплăха туйни тÿрех куçа курăнать. Ахальтен-им пурте “4”, “5” паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пыраççĕ.
– Тахçан хам та шкулта вырăс чĕлхине вĕрентнĕ. “Çулталăкри чи лайăх учитель” конкурса хутшăнса финала тухнăччĕ. Унтан вунă çул килте ларма тиврĕ, çемьешĕн, ачасемшĕн пурăнтăм темелле. Хĕрарăм шăпи çавăн пек, – сĕтел сарнă май иртнине куç умне кăларать кил хуçи.
Урăх шкула каяс темен вăл. Ача çуртне ĕçлеме вырнаçнă. Анчах куншăн пĕртте ÿкĕнмен. Шăпа унта илсе çитермен пулсан Аленăпа Димăна тĕл пулайĕччĕ-ши? Çак чипер те маттур ачасем тăван кил хăтлăхне туйса ÿсеетчĕç-ши?
– Ача çуртĕнче ÿсекенсем мĕнлерех пурăннине, хăйсене илме пыракансене еплерех кĕтнине пĕлеймен те пулăттăм ĕнтĕ, – тарăн шухăша путать тараватлă та сăпайлă Руфина Михайловна. – Çапах ача усрава илес шухăша чи малтан Венера сĕнчĕ. Ăна та хушăран хампа пĕрле ĕçе илсе каяттăм эпĕ. Унта вăл Аленăпа паллашрĕ, самантрах туслашса та кайрĕç. Эпир киле кайма хатĕрленсен мĕнлерех тунсăхлă, хурлăхлă куçсемпе ăсататчĕ хĕр пĕрчи. Ун çине пăхса хамăн куççуль пăчăртанса тухатчĕ.
Кĕçех хĕр ачана канмалли кунсене килне илсе кайма пуçлаççĕ. Çапла пĕр-пĕрин патне тата ытларах туртăнаççĕ мар-и-ха вĕсем?
“Анне, Аленăна питĕ шел, атя-ха ăна хамăр пата пурăнма илетпĕр, ” – пысăк çын пек тарăн шухăша путса сĕннĕ пĕррехинче Венера...
Çапла Герасимовсен çемйи тăруках пысăкланнă. Хĕр пĕрчин шăллĕне те аппăшĕнчен уйăрас темен. Кайран тата çак Ача çуртĕнчи Маша та кунта лекнĕ.
Вĕсене çывăх пĕлменнисем Аленăпа Дима та вĕсен ачисемех тесе шутлаççĕ. Усрава илнĕ хĕрпе каччă сăнĕпе хăйсем пекех-çке.
 
Алăри пÿрнесем те пĕр мар...
Герасимовсен кашни ачи хăйĕн чун иленĕвне тупнă. Çепĕç те черчен, ашшĕ-амăшĕ пекех ырă кăмăллă Венера юрă-кĕвĕ еннелле туртăнать, сăвăсем те çырать. Вăл пианино умне ларсанах ыттисем ун тавра пухăнаççĕ. Пысăк та туслă çемье асамлă кĕвĕ тĕнчине лекнĕн туйăнать... Алена кулинар е дизайнер пулас ĕмĕтпе çунатланать. Лăпкамăш, сăпайлă хĕр пĕрчи Руфина Михайловна кукăль, торт пĕçернĕ чух кухньăран тухма пĕлмест. Диана та кондитер пуласшăн, амăшĕ пекех çывăх çыннисене тутлă апат-çимĕçпе сăйласшăн.
– Унччен Венерăпа иксĕмĕр çеç юлсан килте кичемччĕ. Халĕ ыттисем шкултан таврăнасса çеç кĕтетпĕр, пĕрле выляма, ярăнма тухатпăр, караоке юрлатпăр... Дима яланах мĕн те пулин çĕннине шухăшласа тупать, – калаçăва хутшăнать чипер те хăюллă, çивĕч ăслă, ÿкерме, вулама юратакан Диана.
Йăрă, хаваслă Дима та ун пекех пур çĕре те ĕлкĕрет. Уроксем хыççăн юрлама та, каратэ секцине кĕрешме те çÿрет. Çемье пуçĕ Константин Андреевич машина юсама тухать-и – тăххăрти ар çын ача та унран юлмасть, пĕчĕк пулин те кил хуçалăхри кашни ĕçех вĕренме тăрăшать.
Маша ку çемьере иккĕмĕш уйăх çеç пулин те пуринпе те пĕр чĕлхе тупнă. Шкулти театр кружокне çÿрекенскер хăш чух артист пекех туйăнать иккен.
Пушă вăхăтра хĕр пĕрчисем амăшĕ тавра пуçтарăнса лараççĕ, ăмăртмалла ÿкереççĕ, тĕрĕ тĕрлеççĕ, кашни уяв тĕлнех çывăх çыннисем валли парне хатĕрлеççĕ, вĕсене савăнтарма тăрăшаççĕ... Паян пĕр-пĕрне юратнине хăйсен аллипе ăсталанă парне е чĕре ÿкернĕ открытка парса систерĕç...
 
Куккук-аннесем, ăçта сирĕн ачăрсем?
Çапла ыйтас килет хăйсен чун тĕпренчĕкĕсене эрех черккипе улăштарнă хĕрарăмсенчен. Хаяр вăрçă çулĕсенче тем чухлĕ йывăрлăх тÿснĕ, выçăллă-тутăллă пурăннă пулсан та кашниех юлашки çăкăр татăкне ачисене панă.
Паян вара?
Кашни çул Чăваш Енри 800 яхăн ача çывăх çыннисен хÿттисĕр юлать. Вĕсенчен 78 проценчĕн ашшĕ-амăшĕ пур, анчах хăйсем пурнăç парнеленĕ пепкисем кирлĕ мар иккен вĕсене.
ПĔлтĔр республикăра 247 ачана усрава илнĕ (танлаштарма: 2002-2006 çулсенче – пурĕ те 237 çеç).
Интернатри пĕр ачана пăхма патшалăх уйăхне 12-15 пин тăкаклать.
Усрава илнĕ кашни ачашăн уйăхне 4000-4570 (çулне пăхса) тенкĕ параççĕ. Кунсăр ача илсе ÿстерекенсем уйăхсерен ĕç укçи илеççĕ: 1-2 пепкеллисем – 2500, 3 е ытларах ачаллисем – 3600 тенкĕ. Кунсăр пуçне ĕç стажĕ те пырать. Çапла майпа пĕр ача усрава илнĕ çемье тупăшĕ 6, 5-7 пин, икĕ пепкеллисен – 10-11 пин, виççĕллисен – 16-17 пин таран ÿсет. Виçĕ çул тултарманнисене инвалидсене пăхнăшăн ĕç укçи çумне те хушса тÿлеççĕ.
Совет тапхăрĕнче ача илекенсен хушшинче ют çĕр-шыв çыннисем ытларах пулнă пулсан, халĕ вĕсен йышĕ çулран-çул сахаллансах пырать.
Усрав çемьесен 85 проценчĕ – ялсенче пурăнакансем. Мĕнпе çыхăннă-ха çакă?
– Ял çынни яланах ытларах ача çуратнă, çавăнпа пысăк йышпа пурăнма хăнăхнă. Ăçта иккĕн е виççĕн унта тăваттăмĕшне валли те вырăн тупăнать тенĕ. Çавăнпа çемйи ÿсни питех хăратмасть вĕсене. Пÿрт пушанса юласран та шикленет ял çынни. Çитменнине ялта ача урам тăрăх усăсăр çапкаланса çÿрес хăрушлăх çук. Унта пĕтĕмпех алă тупанĕ çинчи пек курăнать, “хамăрăннисемпе” “юттисем” çук. Юлашки çулсенче интернат шкулсенче ÿсекенсен йышĕ чакни савăнтарать. Çавна май Çĕрпÿ районĕнчи Чурачăк тата Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Октябрьски ялĕнчи интернатсене хупма тиврĕ. Патăрьелĕнчине Кÿкеçе куçарасшăн, – тенĕччĕ ЧР Вĕрентÿ министрĕ Галина Петровна Чернова ку ыйтупа ирттернĕ пресс-конференцире.
Питĕ шел, анчах ашшĕ-амăш пур çинчех Ача çуртĕнче е интернатра ÿсекенсем çав-çавах сахал мар пирĕн республикăра – паянхи куна пĕр пине яхăн. Унта вĕсене мĕн кирли пĕтĕмпех пур темелле: хырăм яланах тутă, çи-пуç таса, хăтлă... Анчах тăван кил пек ырри, лайăххи пур-ши? Ашшĕ-амăшĕн хÿттисĕр юлнă кашни ача çемье ăшшине, чун-чĕре юратăвне парнелеме пултаракансене кĕтет.
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика