...Машинăран тухрăмăр кăна – пире хирĕç “атте!” тесе пĕр шăпăрлан чупма пикенчĕ. “Ачам, ку аçу мар çав”, – лăплантарчĕ ăна воспитательница.
Ача çуртне килекен кашни çыннах ашшĕ-амăшĕ вырăнне йышăнаççĕ вĕсем. Çут тĕнчене килнĕ самантранах кĕтеççĕ тейĕн. Ачашăн ашшĕ-амăшĕ – шанчăк, ĕненÿ, пурнăç, чун-чĕре ăшши, хÿтлĕх. Икĕ çын юратăвĕнчен тĕвĕленсе çуралнă пепкен мĕншĕн вĕсемсĕр çитĕнмелле-ха? Анчах пурнăçра тем те килсе тухать çав.
Çĕмĕрлери “Елочка” Ача çуртĕнче 52 тăлăх ача пурăнать. Вĕсенчен 37-шĕ шкула çÿрет ĕнтĕ, 15-шĕ пĕчĕк-ха. Нумайăшĕн çуратнă çывăх çынни пур, анчах вĕсенчен ашшĕ-амăшĕн ирĕкне туртса илнĕ. Кунта пурăнма пур май та çителĕклĕ пулин те, ачасем кил ăшшинеллех туртăнаççĕ.
Анне хăçан килет тесе кун каçипе миçе ыйтмаççĕ-ши! Çак шухăшпах çывăрма выртаççĕ, ăшă ыйхăран вăранаççĕ... Телее, хăшĕ-пĕрин ĕмĕчĕ пурнăçланатех. Пĕр-пĕр çемье кама та пулин усрава илет. Пурин те тăван килĕ, ашшĕ, амăшĕ тупăнсанччĕ!
Иртнĕ çул, сăмахран, 33 тăлăха çемьене пурăнма илнĕ. Пĕрисене яланлăхах, документпа çирĕплетсе, теприсене вара çулталăка. Ятарлă килĕшÿпе ача малтан пĕр çул çемьере пурăнать, анчах ытларах чухне яланлăхах çĕнĕ ашшĕ-амăшĕ патĕнче юлать. Каялла ача çуртне леçнисене вара ытла йывăр. Пĕрре çемье ăшшине ас тивнĕ хыççăн каллех тăлăххисен йышне таврăнас килмест-çке.
Ара, ача-пăча ашшĕ-амăшĕмсĕр ăçтан пурăнтăр ĕнтĕ? Усал юмахăн та вĕçĕ телейлĕ, çак шăпăрлансен те çывăх çыннисем тупăнмаллах.
Петр МИХАЙЛОВ.