22 июля 2008 г.
Тĕлĕнмелле пуян чун-чĕреллĕ, пултаруллă çын вăл - Александр Антонов, Патăрьел районĕнчи Çĕньялти вăтам шкулта 40 çула яхăн черчени, рисовани, ĕç урокĕсене вĕрентекенскер. Музыкăна чунран юратать, юрра-ташша ăста, купăс-баян калать, музыка инструменчĕсем ăсталать... Кăçал хăйĕн тахçанхи ĕмĕтне пурнăçларĕ: Чăваш халăх поэчĕн Г.Айхин музейне йĕркелерĕ. Ентешĕмĕр пирĕнтен уйрăлса кайнăранпа икĕ çул çитнĕ кун уçрĕç ăна.
Вунă çул каялла шкул музейĕ те А.Антонов тăрăшнипе уçăлнăччĕ.
Ун ĕç-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллашар-ха.
- Александр Васильевич, музей тăвас шухăш мĕнле çуралчĕ?
- Икĕ çул каялла тĕнчипе паллă поэтăмăра пытарма пирĕн ял масарĕ çине çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнчен Айхин нумай-нумай тусĕ, вырăнти пуçлăхсем, ял-йышăмăр пуçтарăнтăмăр. Çавăн чухнех район ертÿçипе Н.И.Глуховпа ун пирки сăмах пуçартăм. Масара пырса кĕнĕ çĕре часавай туни вырăнлă пулни, поэт пурăннă урама тата вăл вĕреннĕ шкула Айхи ятне парасси çинчен калаçрăмăр.
- Мĕншĕн музее районта мар, ялта йĕркелеме шухăшларăр?
- Айхи музейне çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче йĕркелеме пултараççĕ. Хăй çуралнă ялĕнче, вĕреннĕ шкулĕнче музей пулмасан пире çĕр чăтайми намăс пулĕччĕ. Эпир унăн ятне асрах тытатпăр. Айхин çулталăкне асăннă тĕле вăл çуралнă урам ун ячĕпе хисепленме пуçларĕ, шкула та поэт ятне пачĕç. Малашне Айхи музейне республикăран çеç мар, ют çĕршывран та килме пуçлĕç тетпĕр. Пирĕн ял ятне тĕнче шайне çĕкленĕшĕн ăна тав туни пултăр çакă.
- Музей уçма нумай вăхăт кирлĕ пулчĕ-и?
- Шкул директорĕ В.М.Ершов ыйтнипе эскизсене тахçанах хатĕрленĕччĕ. Иртнĕ çулла материалсем пуçтарма пуçланă. Ку ĕçе ачасене явăçтарнă. Поэт йăмăкĕпе Е.Н.Лисинăпа нумай ыйту сÿтсе яврăмăр. Чăваш наци музейĕн ĕçченĕ Н.А.Сильверстрова чылай пулăшрĕ.
Манăн пĕрремĕш пулăшуçă, паллах, Ева Николаевна пулчĕ. Килĕнчи архивран документсем, усă курнă япаласене парнелерĕ. Геннадий Николаевич мăшăрĕ Галина Борисовна нумай экспоната Мускавран илсе килчĕ. Атнер Петрович Хусанкай музее çыравçăн дискĕсемпе пуянлатрĕ. Манăн атте В.С.Антонов поэтăн малтанхи вĕрентекенĕ пулнă май, килти архивра шкулта вĕреннĕ вăхăтри материалсене сыхласа хăварнă. Халĕ вĕсем пурте музейре хăйсен вырăнĕсене тупрĕç.
- Музей тума укçа-тенкĕ те чылай кирлĕ.
- Пулас музей пÿлĕмне тĕпрен юсаса, ăна илемлĕ, хăтлă пÿлĕме вырнаçтарма укçа-тенкĕ сахал мар кирлĕ. Ĕçлĕ калаçусенче çакна ăнланакансем тупăнчĕç, пулăшрĕç. Музейпе пĕрлех пысăк тепĕр ĕç пуçарма шухăшларăм. Шкула кĕнĕ çĕре архитектурăпа скульптура композицийĕпе илемлетсе “Пĕлÿ аллейи” тăвас ĕмĕт пурччĕ. Ман шухăша шкул директорĕ В.М.Ершов та ырларĕ. ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ В.Ф.Ермолаев вăрмантан йывăç илсе килме нухрат пачĕ. Шăхачри “Древесная сила” комбинатăн ертÿçи, пирĕн шкултан вĕренсе тухнă А.Н. Денисов çак ĕçрен юлмарĕç. Турхан лесничествин лесничийĕ Н.Ш.Янтыков çăка хăмапа тивĕçтерчĕ. Тюмень облаçĕнчи ентешĕмĕр А.А.Ухварин предприниматель, Нăрваш Шăхалĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ А.А.Николаев çак ĕçе хутшăнчĕç.
- Малашлăхри плансемпе паллаштарăр-ха.
- Музей уçăлни ĕç вĕçленнине пĕлтермест, ăна малалла пуянлатасси, Г.Айхи творчествине нумай çын патне çитересси нихçан та вĕçленмĕ. Поэтăн 2 çулне асăнса паллă тума чăвашсен чаплă скульпторĕ Ф.И.Мадуров та килсе кайрĕ. Çитес вăхăтрах музей валли Айхин сăн-сăпатне калăпласа пама пулчĕ.
Пысăк тепĕр ĕмĕт пур - Г.Айхи ячĕллĕ кану паркĕ тăвасси.
- Калаçушăн тавах.