07 июня 2008 г.
КĂÇАЛ, Ырă ĕçсен çулталăкĕнче, Чăваш Енре ырăлăхпа çыхăннă тĕрлĕ мероприяти йĕркелесе ирттерме тăрăшаççĕ. Акă çĕртме уйăхĕн 1-мĕшĕнче ыр кăмăллăх тепĕр акцийĕ - “Эсĕ пĕччен мар” ятлăскер - пуçланнă. Вăл раштав уйăхĕн 20-мĕшĕччен пырĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ - тăлăх, сусăр шăпăрлансене тата социаллă теветкеллĕхе лекнĕ ачасене пулăшасси. Паллах, пирĕн республикăра çул çитменнисен пурнăçне лайăхлатас тĕллевпе чылай ĕç тăваççĕ, çапах та маларах асăннă ушкăнри пепкесене уйрăмах пысăк тимлĕх кирлĕ.
Чăваш Енре 4913 тăлăх тата ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă ача пурăнать /кăçалхи кăрлачăн 1-мĕшĕ тĕлне/. Сусăрсен йышĕнче вара - 4677 арçын ачапа хĕрача. Социаллă хÿтлĕх кирлĕ шăпăрлансем кирек мĕнле пулăшушăн та: кĕпе-тумтиршĕн, атă-пушмакшăн, ăс-тăна аталантаракан вăйăсемшĕн, экскурсисемшĕн, кану мероприятийĕсемпе уявсем йĕркеленĕшĕн питĕ савăнĕç, çак тĕнчере хăйсем пĕччен маррине туйĕç. “Айккинче ан юлăр, ачасене кашниех май килнĕ таран пулăшма тăрăштăр”, - теççĕ ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерствин специалисчĕсем. “Эсĕ пĕччен мар” акцие предприятисем, организацисем
Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"