За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн ячĕ халăхра ĕмĕрлĕхех упрантăр

26 мая 2008 г.

Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче Н.В.Никольский çуралнăранпа
130 çул çитнине халалласа “Общество улшăннă тапхăрти культура хавалĕ” ăслăлăхпа практика конференцийĕ иртрĕ.
“Иртнĕ ĕмĕрĕн 30-мĕш çулĕсенчех пирĕн институт чăвашсен пĕрремĕш профессорĕпе, тĕпчевçипе, “Хыпар” хаçат никĕслевçипе Николай Никольскипе çыхăну тытма пуçланă. Вăл хăйĕн ĕçĕсене, ал çырăвĕсене /пурĕ 250 папка/ упрама пирĕн пата панă.
Гуманитари институчĕн ĕçченĕсем Николай Васильевичăн пурнăçĕпе ĕç-хĕлĕ тавра ăслăлăх конференцийĕ, экспедици чылай ирттернĕ. Пуçаруллисемпе маттуррисене институт Николай Никольский ячĕллĕ преми парать. Тĕпчевçĕн çырнисен пуххине 4 томпа кăларас ĕç малалла пырать. 2 томĕ кун çути курнă ĕнтĕ. 1-мĕш томне этнографи, 2-мĕшне халăха çутта кăларас енĕпе çыхăннă материалсем кĕнĕ. 3-мĕш томне Чăваш кĕнеке издательствине çитернĕ. Унта ытти халăх культурипе çыхăннă статьясем вырăн тупнă. 4-мĕш томра Никольский пухнă фотоматериалсем тата унăн сăн ÿкерчĕкĕсем пулĕç”, - терĕ институт директорĕ В.С.Григорьев конференцие уçнă май.
“Кăçал Республика кунĕ Муркашра та иртет. Уяв тĕлне çак тăрăхран тухнă паллă çынсем, çав шутрах Николай Никольский пирки материалсем пухатпăр. Муркаш районĕнче Никольскин чунĕ тата унăн аури пурри чăннипех палăрать. Николай Васильевич çуралнă тăрăхри Ильич ячĕллĕ хуçалăх та çирĕпрех аталанма пуçларĕ. Халĕ вăл районта малтисен ретĕнче”, - паллаштарчĕ район администраци пуçлăхĕ Ю.А.Иванов. Юрий Александрович ЧР Президентне Н.В.Федорова, “Хыпар” Издательство çуртне, гуманитари ăслăлăхĕсен институтне Никольский ятне çĕкленĕшĕн тав турĕ, асăннă института Н.Никольский ятне пама сĕнчĕ.
ЧР Культура министерствин пай пуçлăхĕ Михаил Краснов та Муркаш районĕнчи шкулсем чăваш йăли-йĕркине, культурине упрас енĕпе аван ĕçленине палăртрĕ, “Никольский вĕрентĕвне асра тытса хамăр мĕнле наци халăхĕ пулнине манас марччĕ, вара малашлăх пулĕ”, - терĕ вăл.
Шупашкарти Н.В.Никольский ячĕллĕ педколледж директорĕ В.В. Сапожников: “Колледж Никольский ячĕллĕ пулнипе мăнаçланатпăр, мухтанатпăр. Иван Яковлев пĕрремĕш букварь, пĕрремĕш шкул уçнă пулсан Николай Никольский чăвашла пĕрремĕш хаçат кăларма пуçланă. Вĕсем, ман шухăшпа, иккĕшĕ те çутă çăлтăр. Николай Никольскин çуралнă кунне палăртма кăçал пиллĕкмĕш хут унăн тăван ялне Купăрляна кайрăмăр. Ăна чыслас шай ÿссе пынине палăртма питĕ кăмăллă”.
“Хыпар” Издательство çурчĕн генеральнăй директорĕ-тĕп редакторĕ А.П. Леонтьев “Чăваш халăх хаçачĕ “Хыпар” - Н.В.Никольскин пичет еткерĕ” докладĕнче хаçат историйĕ пирки тĕплĕн чарăнса тăчĕ: “Н.Никольский çуралнăранпа 130 çул çитни, “Хыпар” хаçатăн 25000-мĕш номерĕ тухни - хăйне евĕр символсем, шăпах пĕр вăхăта лекрĕç вĕсем. “Хыпар” пек пуян, çав вăхăтрах синкерлĕ историллĕ хаçат Раççейре урăх çук. Кÿршĕ республикăсенчи халăхсен хаçачĕсем “Хыпартан” чылай çамрăкрах. Çапла пулса тухнă...
Николай Никольский “Хаçат тăрăх ырра вĕренесчĕ, хамăрăн начар пурнăçа аванлатасчĕ” тенине шута илсе ĕçлетпĕр. 1998 çулта “Хыпар” хаçат редакцийĕн никĕсĕ çинче йĕркеленĕ “Хыпар” Издательство çурчĕ - Раççейре пĕртен-пĕр наци медиа-холдингĕ”.
“Н.В.Федоров Президентăн “Н.В.Никольский çуралнăранпа 125 çул çитни çинчен” /2002, çурла, 21, 104 // тата “Хыпар” хаçатăн 100 çулхи юбилейĕ çинчен” /2004, раштав, 8, 132 // указĕсем хыççăн ăсчахăмăр ятне çĕклесе питĕ нумай ĕçлерĕмĕр. Анчах пурнăçламалли те нумай, - терĕ малалла А.П.Леонтьев.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика