За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Унăн ĕçĕ пархатарлă

24 мая 2008 г.

«Сывлăх пулсан — пурте пулать», — теççĕ халăхра. Ку чăннипех те çапла ĕнтĕ.
37 çул вăй хурать сывлăх хуралĕнче Хирти Шăхасан ялĕнче çуралнă Анатолий Александрович Анисимов.
Кĕçĕн Çĕрпÿелĕнчи вăтам шкулта сакăр класс пĕтернĕ хыççăн тÿрех Канашри медучилищĕне çул тытать. Виçĕ çул вĕренсе вăл фельдшер профессине алла илет. Икĕ çул çарта пулать. Унта та вăл хăй вĕреннĕ профессипех тăрăшать. Салтакран таврăннă хыççăн Аслă Çĕрпÿел участок больницинче ĕçлеме пуçлать. Çавăнтанпах пĕр улшăнмасăр хăйĕн ĕçне юратса туса пырать.
2003 çулта вырăнти участок больницине пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн статусне пачĕç. Анатолий Александрович та уйрăмра фельдшер пулса тăрăшать.
Пирĕн ял тăрăхĕнче халăх йышлă пурăнать. Çавăнпа та больницăна сывалма çÿрекенсем чылайăн. Врач патне кĕриччен чирлисем малтан Анатолий Александрович патĕнче пулса юн пусăмне виçтереççĕ.
Канмалли кунсенче те Анисимов чирлисем патне тăтăшах çÿрет.
Çак кунсенче Анатолий Александрович 55 çул тултарать.
Ял тăрăхĕнче вăл хисеплĕ çын. Ырă кăмăлĕшĕн, çемçе чĕлхишĕн хисеплеççĕ. Уйрăмах ăна Хирти Шăхасан ялĕнче пурăнакансем тав сăмахĕ калаççĕ, хаçат урлă çуралнă кун ячĕпе саламлаççĕ.
Анатолий Александровичпа Лидия Алексеевна 3 ача çитĕнтернĕ, ачисем пурте аслă пĕлÿ илнĕ, çемьеллĕ. Вĕсен 3 мăнук. Аслă ывăлĕ, Алексей, Екатеринбург хулинче ĕçлесе пурăнать. Бокс енĕпе спорт мастерĕн кандидачĕ. Иккĕмĕш ывăлĕ Шупашкарта çурт-йĕр юсас енĕпе, инженерта вăй хурать. Хĕрĕ Маша психолог профессине алла илнĕ, тĕп хуламăрти пĕр садикра ĕçлет. Телейлĕ çемье тесе калама пулать Анисимовсене. Ялти ытти çынсем пекех вĕсем çĕнĕ çурт лартнă, выльăх-чĕрлĕх усраççĕ. Мăшăрĕ чылай çул колхозра бухгалтерта ĕçлерĕ. Халĕ тивĕçлĕ канура.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика