За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТУСЛĂ ПУРĂННИНЕ МĔН ÇИТТĔР?

07 мая 2008 г.

image #397Чăваш - туслă халăх, хăнасене яланах хапăл. Республикăра тĕнчери, Раççейри 97 наци çынни пурăнать, наци культурин 22 автономийĕ ĕçлет, 12 тĕн пĕрлешĕвĕ пур.

Пирĕн пата ытти халăх çыннисем тăтăшах килеççĕ. “Анлă Атăл” курава 13 регионтан çитнĕ, Тĕнче кубокĕнче 60 яхăн çĕршыв çыннисем пулмалла.

ĔНЕР “Шупашкар: 500 çул” паркра Чăваш Республикинче пурăнакан пур наци çыннисен пĕрлĕхне палăртакан “Халăхсене тата культурăсене пĕрлештерекен” ансамбль скульптурине уçрĕç. Ăна уçма ЧР Президенчĕ Н.В.Федоров, И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн ректорĕ Л.П.Кураков, “Анлă Атăл” курава килнĕ хăнасем, ăсчахсем, ÿнерçĕсем, студентсем, вĕренекенсем хутшăнчĕç. Тĕрлĕ çĕршывран пирĕн пата аслă пĕлÿ илме килнĕ яш-кĕрĕм те чылайччĕ.

image #398Н.В.Федоров Президент çак самантра чăваш халăхĕшĕн, кунта ĕçлекенсемшĕн мăнаçланнине асăнчĕ. Нумай халăха пĕрлештерекен архитектура ансамблĕ халиччен пулман-ха. Вăл студентсемшĕн çеç мар, аслăрах çултисемшĕн те пĕлтерĕшлĕ. Кунта пурнăç тĕшши пытаннă.

Скульптурăна Аслă Çĕнтерÿ уявĕ умĕн уçнин пĕлтерĕшĕ те пур. Николай Васильевич Абхази, Чечня вăрçисенче пулнине те аса илчĕ. Ун патне хĕрарăмсем пырса: “Пире мул та, ним те кирлĕ мар, вăрçа çеç чарăр”, - тесе сахал мар йăлăннă. “Хĕрарăмсем питĕ ăслă. Çак палăк та ăса вĕрентĕ”, - терĕ Президент.

Палăк Николай Васильевичăн мăшăрĕ Светлана Юрьевна çине тăнипе “çуралнă”. Ĕмĕте пурнăçа кĕртес тесе вăл республикăн тĕрлĕ кĕтесне çеç мар, Сербие, Индие, Нальчике тата ытти çĕре çитнĕ.

Л.П.Кураков Чăваш Республики ырă ĕçсен лидерĕ пулнине каларĕ. “Халăхсем пĕр-пĕринпе туслă пурăнсан вăрçă-харçă мар, мирлĕ пурнăç хуçаланĕ”, - терĕ вăл.

Ректор университетри Ăслăлăх канашĕн йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн Н.В.Федорова Хисеп палли тата Диплом пачĕ.

Палăка Николай Васильевичпа Лев Пантелеймонович ÿçрĕç. 7 метр çÿллĕш 3 тонна таякан скульптура çинчен çи виттие илме çăмăлах пулмарĕ - кĕçех çичĕ хĕр йăтса тăракан çичĕ çулçăллă лотос чечекĕн çулçисем курăнчĕç.

Скульптурăри яштака хĕрсем тĕнчен 7 тĕнне палăртаççĕ. Лотос нумай халăх культуринче тĕл пулать, тĕн пуçламăшĕ юрату пулнине калать. Лотос çулçисем çине пур тĕн тĕшшине палăртакан юрату, тĕрĕслĕх, ăслăлăх, таса пурнăç тата ытти ăнлава вырăсла çырнă, скульптура никĕсĕ çинче те тарăн шухăшлă каларăшсене вулатăн: “Ăçта ĕненÿ - унта юрату, ăçта юрату - унта тĕрĕслĕх, ăçта тĕрĕслĕх - унта Турă”, “Тĕрлĕ тĕн пултăр тата вĕсем Турра пур чĕлхепе те мухтаччăр”, “Тĕн нумай та тĕллевĕ пĕрре, халăх нумай та çĕрĕ пĕрре”...

Скульптура авторĕ В.А.Зотиков туслăхшăн, мирлĕ пурнăçшăн, малашлăхшăн тăрăшакан çынсем хавхалантарнăран ĕç çăмăллăн пурнăçланнине каларĕ.

Палăк, чăн та, мăнаçлăн курăнать. Чăвашра çуралса ÿснĕ тата ют çĕршывран килнĕ çамрăксем, Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çитнĕ хăнасем скульптура килĕшнине палăртрĕç.

Раççей Художниксен союзĕн пĕрремĕш секретарĕ, Раççей халăх художникĕ Андрей Ковальчук хăйĕн кăмăлне пĕлтерчĕ: “Тĕлĕнмелле палăк! Çак скульптура композицийĕпе элкине таçтанах куратăн. Монумент скульптуришĕн элке - чи кирлĕ паллăсенчен пĕри. Кунта палăк философийĕ курăнать”. Самартан килнĕ Иван Мельников паркра çак композици хăйĕн вырăнне тĕрĕс тупнине каларĕ: “Ăслă палăк вăл. Ăна тĕрлĕ халăхпа культурăна пĕрлештерес тĕллеве тĕпе хурса хатĕрленĕ”. Чулхула скульпторĕ Александр Горшков: “Çак чаплă ĕçе пăхнă май авторсемшĕн савăнтăм. Ăна илемлĕ вырăнта лартнă. Хатĕрленĕ чух пур тĕне те шута илнĕ. Вăл ырă ĕçсем тума хавхалантарать”.

 

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика