30 апреля 2008 г.
Ырă ĕçсен çулталăкĕнче “Хыпар” Издательство çурчĕ нумай ачаллă çемьесене “шефа” илнине вулакансем пĕлеççĕ. Хальхинче Патăрьел районĕнчи Турханти Кудрявцевсене суйларăмăр. Наталья Алексеевнăпа Владимир Валентиновичăн 6 ачаĕ Виçĕ ывăлпа виçĕ хĕр. Чи кĕçĕнни, çулталăк та çичĕ уйăхри Сашук, республикипех палăрма ĕлкĕрнĕ ĕнтĕ. Чăвашсен пĕрремĕш профессионал ÿкерÿçи Алексей Афанасьевич Кокель çуралнăранпа 130 çул çитнине халалласа Чăваш телекуравĕн ĕçченĕсем кăрлач вĕçĕнче Турханта пулса сăрă ăсти пирки çĕнĕ телефильм ÿкернĕĕ Асăннă ялти чиркÿре Петр Забегаев протоиерей таса чăваш чĕлхипе çак асамлăхпа çыхăннă пĕтĕм йăла-йĕркене пăхăнса пĕчĕк пепкене /çулталăк та тăватă уйăхри Александр Кудрявцева/ тĕне кĕртнине те ÿкерсе илнĕ телекурав ĕçченĕсем. Кудрявцевсене ырă кăмăллăĔ ăш пиллĕ, вашават та ĕçчен пулнăшăн хисеплеççĕ ялта. Пысăк çемьери ачасем туслă пурăнаççĕ, ĕçпе пиçĕхсе çитĕнеççĕĕ
Наталья Алексеевнăпа Владимир Валентиновичăн урамалла пăхакан тăватă чÿречеллĕ кирпĕч çурчĕ – ял вĕçĕнчеĕ Юнашарах пысăк вăрман пуçланать. Çурт умĕпе Упамсаналла каякан асфальт çул сарăлса выртать.
Эпир пынă чухне килте кил хуçи хĕрарăмĕпе пĕчĕк Сашук тата Санькка аппа (Александра Егоровна – Наталья Алексеевнăн хунямăшĕ) кăначчĕ. Çемье пуçĕ Мускава ĕçлеме кайнă-мĕнĕ Тĕрĕссипе, Владимир Валентинович Турхан лесничествинче хăма çурнă çĕрте вăй хуратьĔ ĕç сахалрах чухне кăна вăл инçетри хулана çул тытать. Кил хуçи хĕрарăмĕ вара Турхан ял администрацийĕнче тирпейлÿçĕре тăрăшать. Вăл ĕçе кайсан пĕчĕк Сашук асламăшĕпе йăпанать. Санькка аппа кĕçĕн ывăлĕн çемйипе çак ялтах пурăнатьĕ Кунта кинне пулăшмалла тесе килет.
Кудрявцевсен 4 ачи – шкулта, пĕри ялти ача садĕнчеччĕ. Эпир çурхи ăшă та илемлĕ кун килте ларас мар терĕмĕр, Наталья Алексеевнăпа Александра Егоровнăна тата Сашăна пÿрт умне, пахчана илсе тухрăмăрĕ Кудрявцевсене “Хыпар” Издательство çурчĕ ячĕпе электрочейник парнелерĕмĕр, тĕрлĕ курăкран вĕретнĕ чей сиплĕ пултăр, çитĕнекен ăрăва вăй-хăват патăр терĕмĕр.
– Мĕнле шутлатăр, паянхи ял çыннишĕн 6 ача нумай-и? Е... сахал-и?
Кун пек ыйтăва кĕтмен Наталья Алексеевна аванмарланнă пек пулчĕ, кăштахран сăпайлăн хушса хучĕ% “Камшăн мĕнле ĕнтĕĕ Мана нумай пек туйăнмасть. Хамăр та йышлă çемьесенче çитĕннĕ»ĕ
– Сашук телефильм валли ятарласа тĕне кĕнĕ хыççăн чирлемерĕ-и. Кăрлачра сивĕсем самаях “чĕпĕтеççĕ” те…
– Çук, пĕрре те чирлемен. Тепĕр чухне картишне çарамасах тухса чупать.
– Ачăрсене пурне те пĕр пек юрататăр-и?
– Маншăн вĕсем пурте – чи юратнисем. Те Ачасене хÿтĕлемелли кун çуралнăран хамăн ачасене кăна мар, çынсенне те саватăп. Хĕрĕме Аленăна садике леçме кайсан ытти ачана та ытама илетĕпĕ “Хăвăн та ачу çителĕклĕ, çынсенне те юрататăн вĕт-ха”, – тĕлĕнеççĕ воспитательницăсемĕ
– Сирĕн çемьере кам хуçа? “Арçын – пуç, хĕрарăм – мăй, мăйĕ ăçталлаĔ пуçĕ те çавăнталла”, – тенипе килĕшетĕр-и?
– Паллах, килĕшетĕп. Пирĕн çемьере арçын хуçа. Володьăпа пĕрлешнĕренпе 17 çул çитрĕĕ Çак тапхăрта эпĕ ăна мĕн пур ĕçе тунă чухне хавхалантарса пытăмĕ СăмахранĔ пĕрлех çурт лартрăмăрĕ Володя краватьсем, сĕтел-пукан ăсталама маçтăрĕ Ку ĕçе аслă ывăла Алешăна та явăçтаратпăр.
– Ачасенчен çын тăвасси питĕ кăткăс ĕç. Чăн малтан ашшĕпе амăшĕн харпăр хăйпе ĕçлемеллеĔ çын евĕр пурăнмалла. Çапла вĕт?
– Эпир мăшăрпа ачасем ăслă, ĕçчен пулччăр, çынна юратма, хисеплеме пĕлччĕр тесе тăрăшатпăр Асли “5” паллăсемпе кăна вĕренет. Ыттисен дневникĕсене “4” тата “5” паллăсем илемлетеççĕ. Ачасем ĕçе хăнăхчăр тесе килте кролик, кăвакал тытатпăр. Кунсăр пуçне ĕнепе пăру та пур. Аслă ывăл пыл хурчĕсемпе интересленсе кайрĕĕ Сăмах май, вĕсене шкулта та вĕлле хурчĕсемпе ĕçлеме хăнăхтараççĕ. Килте халь çак “ылтăн хуртсене” иксĕмĕр пăхатпăр. Каçсерен вăхăт вăрласа чăлха-нускиĔ кофтăсем çыхатăпĕ Çак ĕçе хĕрĕмсене те хăнăхтарасшăнĕ
– “Пирĕн ачасем – пирĕн ватлăх. Вĕсене тĕрĕс вĕрентни – пирĕн телейлĕ ватлăх, начар ăс пани – пирĕн пулас хуйхă, куççуль”, – тенĕ А.Макаренко. Калăр-ха, ачăрсене яла хăварас килет-и.
– Яла хамăра пăхма пĕр-иккĕшĕ юлсан аван. Ыттисем хуланалла кайса курччăрĕ Пурин те ĕмĕрне ялта ирттермелле мар.
– Яла юлнăшăн хăвăр ÿкĕнместĕр-и?
– Турхан маншăн тăван ял пекех. Вăрман хĕрринче, айлăм вырăнта вырнаçнăскер питĕ килĕшет вăл мана. Пĕрре вăрмана кайса килни те мĕне тăрать! Çулла çырла пухма, кĕркунне тунката кăмпи тата кăрăç татма юрататăп. Вăрман çывăхĕнчи халăх питĕ ĕçчен вăл, килте лараймастăн, çулла утта каймалла, выльăх апачĕ хатĕрлемелле тата ытти теĕ Пĕр сăмахпаĔ кичемленме вăхăт çук. Ĕç пурри çынра хавхалану туйăмĕ çуратать, ĕмĕтленме хистет. Ĕмĕт вăл çынна шанăç парать. Шанăç – хăватлă вăйĕ Унсăр пурнăç – пурнăç мар. Пытармастăп% ялта тĕпленнĕшĕн пĕрре те ÿкĕнместĕпĕ
– Эсир хăвăра “Эпĕ телейлĕ хĕрарăм” теме пултаратăр-и.
– Мăшăрăм, ачасем, хуняма пур. Килĕштерсе пурăнатпăр. Хамăр “пĕчĕк патшалăхра” хамăра май “çаврăнатпăр”. Унта ăшă та хăтлă, ирĕк... Хăйĕн килĕнче телейлĕ хĕрарăм чăннипех телейлĕ.
Вăрман çывăхĕнче вырнаçнă ял, чăн та, мана та питĕ кăмăла кайрĕĕ Хăвна ирĕклĕĔ çут çанталăк патши пек туятăн. Кĕçех çĕмĕртсемпе улмуççисем шап-шурă пĕркенчĕк айне пулĕçĔ таврана калама çук ырă шăршă сарăлĕĔ шăпчăк юрă шăрантарĕ… Эх, çак çăтмахра хулари мĕн пур ĕçе пăрахса виçĕ талăк кăна пурăнасчĕ те…
Кудрявцевсен пĕчĕк карçинккасем йăтнă ултă ачи аслă çулпа вăрманалла тусан вĕçтерсе чупнине куç умне кăлартăм та вĕсемшĕн тахçанччен хĕпĕртесе çÿрерĕмĕ Çакăнтан хакли, кунтан ырри тата мĕн пултăр.
Источник: "Хыпар"