09 апреля 2008 г.
ÇАК ыйтăва хирĕçлесе “юратмастăп” текен çук пуль. Çут çанталăк ырлăхĕ, çынсемпе юнашар пурăнни, ĕçлени, савăнни пуриншĕн те хаклă. Çак ырлăх тÿрремĕнех сывлăхпа çыхăннă. Сывлăх пулмасан пурнăçăн илемĕ чакать. Çапах та пурăнас килет. Ахальтен мар эпир пĕр-пĕрне тĕл пулсан чи малтан сывлăх сунса саламлатпăр. Апла пулсан пурнăçра чи хакли - сывлăх.
Хаклă япалана сыхлама пĕлмесен вăл часах çухалма та пултарать. Ылтăн-кĕмĕле, хаклă чула тата укçа-тенке эпир вăрласран, çухатасран тĕрлĕ майпа сыхлама тăрăшатпăр: сейфа, банка хуратпăр, сигнализаципе усă куратпăр, хурал тытатпăр...
Сывлăх вара ылтăн-кĕмĕлтен те, хаклă чулпа укçа-тенкĕрен те хаклă пулнине пурте пĕлетпĕр темелле. Анчах ăна сыхлама, упрама пур чухне те тăрăшмастпăр вĕт. Çухалассине пĕлсех килпетсĕр пулăмсенчен пăрăнмастпăр.
Акă эрех-сăра тата тĕрлĕ наркăмăшлă шĕвек чĕрене, пуçа тата ытти органа пысăк сиен кÿнине пурте пĕлетпĕр-ха. Анчах ăна кăштах, хавхаланмалăх, кăмăла çĕклемелĕх çеç ĕçместпĕр вĕт-ха. Паян ырă курса пултăр тетпĕр пулас, ыранхине Турă пĕлет. Эрех-сăра - илĕртекен наркăмăш. Тепри ăна тăн çухатичченех кÿпет. Çавна пула час-часах шăнса та пăсăлать, больницăна лекет. Сывлăха çухатать е пурнăçран та кĕтмен çĕртен уйрăлать. Ĕçсе вилекене юлашки çула ăсататпăр та каллех çав наркăмăша алла тытатпăр. Эрех-сăра, наркотик çыннăн ăс-тăнне пăсаççĕ, улăштараççĕ. Çын хăй мĕн тунишĕн яваплăха туйма пăрахать. Çăмăллăнах преступлени çулĕ çине тăрать.
Сывă пурнăç йĕркине вĕрентекенсем çук мар-ха. Анчах ĕçекен çын сывлăхĕ çине те, пурнăçĕ çине те алă сулать çеç пулмалла. Усалли часах йăлана кĕрет çав, унран хăтăлма йывăртарах вара. Хамăра упрама пĕлменрен, пурнăçа хакламанран кун-çул вăхăтсăр кĕскелсе пырать.
Усал тепĕр йăла - табак туртни. Сиенĕ пĕчĕк мар. Ахальтен-и çак ыйтупа тĕнче шайĕнче кĕрешÿ пуçланчĕ. Аталаннă хăш-пĕр çĕршывра табак туртасси палăрмаллах чакса пырать пулсан пирĕн çĕршывра çакă палăрмасть-ха. Арçынсем çеç мар, хĕрарăмсемпе хĕрсем те сигарет мăкăрлантарнине эпир мода вырăнне хуратпăр, сивлеместпĕр. Шкул ачисен хушшинче те туртакансен йышĕ ÿсни сисĕнет. Ачасем пирки пĕр тĕслĕх илсе кăтартатăп. Çулла Кĕтне хĕррине пулла кайрăм. Шыв хĕрринче 5-6-мĕш классенче вĕренекен арçын ачасем выляççĕ. Вĕсенчен пĕри ман пата пычĕ.
- Дедушка, дайте сигареты - курить охота, - тет куçран пăхса.
- Эпĕ туртмастăп, сире те, çамрăксене, пушшех туртма юрамасть, сиенлĕ вĕт.
- Пире юрать, эпир хăнăхнă, пире килĕшет, - тет ача.
Кăшт вăхăт иртсен пăхатăп та - кашниех сигарет хыпнă, сăмсаран тĕтĕм кăларсах туртаççĕ. Пурте вырăсла калаçаççĕ - ушкăнра чăвашĕ те, вырăсĕ те пур-мĕн. Пĕр-пĕрне тĕрткелесе вылянă чух мĕнле чĕлхепе калаçнинчен тĕлĕнтĕм: кашни виç-тăват сăмахра - “мат” текен усал сăмах.
Ирĕксĕрех пуçа шухăш пырса кĕрет: ашшĕ-амăшĕ ачисем табак туртнине пĕлмеççĕ-туймаççĕ-ши вара? Туртман çын çакна часах сисет. Ĕçнĕ çын çеç асăрхамĕ. Килте те “мат” тени “кирлĕ” сăмах пулмалла.
Эрех-сăра та, наркотик те, табак та çын сывлăхне ним шелсĕр кăшлаççĕ. Унсăр пуçне усал çак йăлашăн мĕн чухлĕ укçа-тенкĕ тăкакланать. Тепĕр майлă каласан, çав усал йĕрке эпир çиес апат-çимĕçе çиет вĕт.
Сывă пурнăç йĕркине тытса пыма, сывлăха упрама майсем çук мар. Çут çанталăк та пире яланах пулăшма хатĕр. Йĕри-тавра вăрман ешĕрет. Хыр-чăрăш вăрманĕ çулталăкĕпех уçă, сиплĕ сывлăш парса тăрать, юхан шыв та, кÿлĕ те сахал мар...
Юлашки çулсенче физкультурăпа спорт аталанăвĕ çине тимлĕрех пăхма тытăнни савăнтарать-ха. Спорт ăмăртăвĕсем час-часах иртеççĕ. Анчах ăмăрту кашни кунах пулмасть-çке. Физкультурăпа спорт ниепле те кулленхи пурнăç йĕркине кĕрейменни пăшăрхантарать. Чăн та, вĕсемпе туслисен йышĕ ÿсни палăрать. Анчах массăллă теме иртерех.
Эпĕ Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ, нумай çапăçăва хутшăннă, йывăр аманнă. Тантăшсем, манран та çамрăкраххисем мĕн чухлĕн çапăçу хирне выртса юлчĕç. Пурнăç ырлăхне, телейне кураймарĕç вĕсем. Никамăн та вилес килмен паллах. Пурнăç пуриншĕн те хаклă. Тăван çĕршыва çăлассишĕн, ирĕклĕхшĕн, çĕршыв малашлăхĕшĕн çапăçмалла пулнă. Çапăçăва кĕнĕ чух та малашлăх çинчен шухăшланă, ĕмĕтленнĕ. Шăпи çапла пулнă-ши: вăрçăран, аманса пулин те, чĕрĕ таврăнтăм. Çакă пурнăçа тивĕçлипе хаклама хистерĕ тесшĕн.
Вăрçă суранĕсем, нуши-терчĕ халĕ те систерсех тăраççĕ. Чир-чĕр шучĕ вуннăран та иртрĕ. Тĕрлĕ майпа кĕрешме тивет вĕсемпе. Больница, санатори пулăшмаççĕ мар-ха. Çапах та сывлăха упрасси ытларах сывă пурнăç йăли-йĕркине тытса пынинчен килет тесе шухăшлатăп. Çакна мала хума тăрăшатăп. Табак туртман та, туртмастăп та. Эрех-сăрапа туслă мар. Апат-çимĕçе те диетăна пăхăнса çиме тăрăшатăп. Физзарядка, хама хам массаж тăвасси кулленхи пурнăç йĕркине кĕнĕ. Уçă сывлăшра ытларах пулма, çут çанталăк ырлăхĕпе усă курма май шыратăп. Çу кунĕсенче час-часах вăрмана каятăп, пулла е шыва кĕме çÿреме те ÿркенместĕп. Хĕл кунĕсенче йĕлтĕрпе уçăлса çÿреме вăрмана е стадиона çитетĕп. Кашни хĕл 350-400 çухрăм йĕлтĕр çулĕ тунăччĕ. Иртнĕ хĕлте йĕлтĕр çулĕ 450 çухрăм пулчĕ. Кăçал 500 ытла çухрăм турăм. Кĕтне çумĕнченех хыр-чăрăш вăрманĕ пуçланать. Шурă пĕркенчĕкпе витĕннĕ йывăçсем питĕ илемлĕн курăнаççĕ, хăйсем патне чĕнеççĕ. Йĕлтĕр çулĕпе анаталла ярăннă май çамрăклăха аса илетĕн. Ирхине тепĕр чух пуç ыратать, йывăр пек туятăн. Вăрманта иртет - вăрман сыватать. Сакăр вун ултă çула çитрĕм пулсан та хама ватă туймастăп. Татах пурăнас килет. Пурнăçран хакли çук.
Пирĕн Президент Н.В.Федоров кăçалхи çула Ырă ĕçсен çулталăкĕ пултăр терĕ. Ырă ĕçсем тума ырă шухăш-кăмăл тата çирĕп сывлăх кирлĕ. Çакна асра тытса кăçалтан сывлăхшăн сиенлĕ йăла-йĕркерен хăпма тытăнасчĕ, ырă ĕç ытларах тăвасчĕ. Ырă ĕçсенче - пирĕн малашлăх.