08 апреля 2008 г.
Кăçал Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнине шута илсе “Хыпар” Издательство çурчĕ нумай ачаллă çемьесене шефа илме палăртни çинчен маларах пĕлтернĕччĕ. Хальхинче Çĕнĕ Шупашкарти Совет урамĕнчи 65-мĕш çуртра пурăнакан Хрулевсен çемйине суйларăмăр. Светлана Васильевнăпа Вячеслав Владимировичăн пурĕ 10 /!/ ача.
Мана çак йышлă çемьери кил хуçи хĕрарăмĕпе çулталăк та пĕр уйăхри Тимофей кăна кĕтсе илчĕç. Ашшĕ - ĕçре, 6 ачи - шкулта, виççĕшĕ - садикре. Тăпăл-тăпăл кĕлеткеллĕ, çĕмĕрт пек хура куçлă, ăш-пиллĕ Светлана Васильевна малтанах хваттерпе паллашма сĕнчĕ. Сăмах май, Хрулевсем 4 пÿлĕмлĕ хăтлă хваттерте пурăнаççĕ. Ăна вĕсене 2006 çулта хула администрацийĕ панă. Çула май çакна та асăнса хăварар: пĕлтĕртенпе Çĕнĕ Шупашкарта 5-рен ытларах ачаллисем валли уйрăм черет йĕркеленĕ.
Хваттере кĕрсенех алăк патĕнче питĕ нумай пушмак ларни куç тĕлне пулчĕ. Миçе мăшăр-ши унта? Пĕр теçетке çеç мар. “Хĕллехисене пуçтарма ĕлкĕреймерĕм-ха, каçхине кил-йыш пухăнсан çиелти тум та нумайланать. Алăк урлă каçсанах çемье пысăкки сисĕнет”, - ăнлантарать Светлана Васильевна.
Столовăйра вăрăм сĕтел тавра çемçе дивансем лартса тухнă. Кун пек çемьене епле пушă алăпа кайăн? Хрулевсене “Хыпар” Издательство çурчĕ ячĕпе чей сервизĕ парнелерĕм, вĕсен сĕтелĕ яланах тулли пултăр терĕм. Залĕ пысăк та çутă, кунта пианино та вырăн тупнă. Арçын ачасемпе хĕрачасен пÿлĕмĕсене /кашни пÿлĕмĕнче тăватшарăн икĕ хутлă краватьсем çинче çывăраççĕ/ кĕрсе куртăмăр. Пур çĕрте те тирпейлĕ, таса. Иккĕри Елисейпа çулталăкри Тимофей ашшĕпе-амăшĕн пÿлĕмĕнче çывăраççĕ.
- Ачăрсене чĕннĕ чухне ячĕсене пăтраштармастăр-и?
- Васкаса каланă чухне пулать ун пекки. Сăмахран, Самуила Даниил, Даниила Самуил тетĕп.
- Сирĕн çемьере ачасен ячĕсене кам панă?
- Олеся ят килĕшнĕрен пĕрремĕшне хам хунă. Иккĕмĕшне мăшăрăн ашшĕне халалласа Володя ят патăмăр. Ыттисенне вара ачасемпе пĕрле суйланă.
- Кашни ачинех пĕрешкел юрататăр-и? Е чи юратни пур-и?
- Алăри пÿрнесем те пĕр пек мар та - вуннăшĕ вунă тĕрлĕ, кашни хăй пĕр тĕнче. Лăпкисем те, йăрăраххисем те пур. Кашнин характерĕ тĕрлĕрен. Пурне те юрататпăр. Паллах, чи ачашши - кĕçĕнни. Ăна халь ыттисенчен ытларах тимлĕх кирлĕ. Аслисем уншăн каçсах каяççĕ. Ирхине тăраççĕ те тÿрех Тимофей патне чупаççĕ. Е шкултан таврăнаççĕ те ăна ытама илме васкаççĕ.
- Хĕрарăмăн кашни “хырăмĕ” расна пулать теççĕ. Чăнах çапла-и?
- Чăнах çапла. Олесьăпа йывăр çын чухне хама питĕ начар туяттăмччĕ. Ыттисемпе çăмăлрах çÿренĕ.
- Ачасем пĕр-пĕринпе мĕнле хутшăнура? Çапăçмаççĕ-и? Мĕнпе интересленеççĕ?
- Ачасем питĕ туслă, пĕр-пĕрне яланах пулăшаççĕ. Килте кашнин хăйĕн ĕçĕ пур. Шăмат кунсенче пурте пĕрле хваттере тирпейлетпĕр.Ачасем шкултан килеççĕ те музыка шкулне вĕçтереççĕ. Унтан таврăнсан урок тума лараççĕ. Аслисем кĕçĕннисене садике те леçеççĕ. Володя гитара калама кăмăллать. Марийăпа Павел - пианинăпа, Даниил - баянпа, Самуил флейтăпа туслă. Олеся питĕ хитре ÿкерет, дизайнер пулма ĕмĕтленет. Кăçал вăл Шупашкарти 23-мĕш училищĕне ылтăн медальпе пĕтерет. Президент стипендиачĕ. Пĕлтĕр Шупашкар мэрĕн стипендине илсе тăнă. Володя хими-технологи техникумĕнче программиста вĕренет, спорт шкулĕнчи футбол секцине çÿрет.
- “Ача пурин те пулать, пăхма кашниех пĕлмест”, - теççĕ чăвашсем. Ачасене мĕнле воспитани паратăр?
- Ĕçе хăнăхтарма тăрăшатпăр. Çĕрпÿ районĕнче пирĕн пĕчĕк çурт тата 35 сотка çĕр пур. Унта ачасемпе çăвĕпех ĕçлетпĕр: пахча çимĕç туса илетпĕр, пĕрле çумлатпăр, купалатпăр, кăларатпăр. Хĕллехи вăхăтра хĕрачасемпе тĕрлетпĕр, кофтăсем çыхатпăр. Паллах, пĕрле вулатпăр та. Ачасем валли ятарласа тĕрлĕ кĕнеке çырăнса илетĕп.
- Пĕр уйăхра харăсах темиçе çуралнă кун паллă тума тÿр килмест-и?
- Пирĕн çемьере акапа чÿк уйăхĕсем çуралнă кунсемпе пуян. Акан 1-мĕшĕнче - Самуилăн, 18-мĕшĕнче - Даниилăн, 20-мĕшĕнче Володьăн - менельник. Чÿк уйăхĕн 1-мĕшĕнче - Олесьăн, 9-мĕшĕнче - Елисейăн, 17-мĕшĕнче - Лийăн, 24-мĕшĕнче Марийăпа иксĕмĕрĕн çуралнă кунсене паллă тăватпăр. Пирĕншĕн çулталăкĕпех çемье уявĕ.
- Вунă ача маншăн питĕ нумай пек туйăнать...
- Эпир хамăр та йышлăн çитĕннĕ. Пирĕн çемьере 8 хĕрпе пĕр ывăлччĕ. Сăмах май, эпĕ йĕкĕреш хăраххи. Турра ĕненнине пытармастăп. Качча каяс умĕн мĕн панине йăлтах çурататăп тесе сăмах панăччĕ.
Пирĕн ялта суккăр кинемей пурччĕ. Эпĕ час-часах ун патне çÿреттĕм. Вăл мана кÿршĕ ялти чиркĕве ертсе каятчĕ: сăхсăхма, çурта çутма вĕрентетчĕ.
- Апла вун пĕрмĕшне те çурататăр-и?
- Ачасем пурте тутă, таса, пурăнатпăр вĕт-ха. Чун пулсан чул хушшинче те усрăпăр.
- Сирĕнни пек йышлă çемьере апата хуранпа пĕçермелле пуль?
- Эпир яланах икĕ тĕрлĕ апат хатĕрлетпĕр: яшка тата пăтă. Яшкана 8 литрлă кастрюльпе пĕçеретпĕр. Аслăраххисем апат антарма та, савăт-сапа çума та пулăшаççĕ.
- Пĕр ачаллă çемьере кил хуçи хĕрарăмĕн виçĕ çыннăн кĕпе-йĕмне çумалла, якатмалла. Сирĕн вун иккĕшĕнне тирпейлемелле. Мĕнле ĕлкĕретĕр?
- Ачасем вĕтĕрех чухне, чăн та, питĕ йывăрччĕ. Халĕ аслăраххисем хăйсемех çăваççĕ, тирпейлеççĕ, якатаççĕ.
- Патшалăх нумай ачаллă çемьене мĕнпе пулăшать? Мĕнле çăмăллăхсем пур сирĕн?
- Пирĕн, паллах, субсиди пур. Хваттер укçине 1000 тенкĕ майлă кăна тÿлетпĕр. Çынсем кунашкал хваттерсемшĕн 3000 тенкĕ ытла кăларса параççĕ. Ача садне çÿрекен 3 ачашăн 70 процент таран компенсаци тавăрса параççĕ. Тепĕр икĕ çултан амăш капиталне илĕпĕр. Унпа ачасене вĕрентме усă курасшăн.
- Ватлăхра ачăрсем пăхмасран хăрамастăр-и? 10 çитĕнтерсе ашшĕ-амăшĕ пĕччен юлнă тĕслĕх час-часах тĕл пулать ялсенче.
- Хăрамастăп, пирĕн ачасем унашкал пулмалла мар пек. Пирĕн хĕр нумай вĕт!
- Хăвăр телейлĕ тесе шутлатăр-и?
- Телейлĕ ĕнтĕ: мăшăрпа килĕштерсе пурăнатпăр, эрех ĕçместпĕр, чĕлĕм туртмастпăр. Куç тулли пуянлăх - ачасем пур. Тата мĕн кирлĕ?
Кĕскен
· Светлана Хрулева Йĕпреç районĕнчи Эйпеç ялĕнче çуралса ÿснĕ.
· Шупашкарти 20-мĕш училищĕре вĕреннĕ.
· Çĕнĕ Шупашкарти АТП столовăйĕнче ĕçленĕ.
· Вячеслав Хрулев Çĕнĕ Шупашкарта 1968 çулта çуралнă.
· “ЧАК” АУОра /Чăваш автотранспорт компанийĕнче/ водительте вăй хурать.
· Хрулевсем 1989 çулта çемье чăмăртанă.
· Ачисем: Олеся - 18 çулта, Володя - 16 çулта, Мария - 14 çулта, Даниил - 12 çулта, Самуил - 10 çулта, Павел - 8 çулта, Лия - 7 çулта, Анна - 5 çулта, Елисей - 2 çулта, Тимофей - çулталăк та пĕр уйăхра.