27 марта 2008 г.
Чăваш эстради... Еплерех аталанать-ха вăл? Малашлăха мĕнлерех утăмсемпе утать? Пуласлăхĕ пур-ши унăн? Чăвашлăха упраса хăварма пулăшайĕ-ши вăл? Çак ыйтусене хаçат вулаканĕсем те хуравлама кăмăл тăвасса шанса калаçăва çур çул каялла йĕркеленĕ «Эстрада артисчĕсен союзĕ» общество организацийĕн президенчĕпе
Алина Никифоровна Федоровăпа /сăн ÿкерчĕкре/
пĕрле тапратма шут тытрăмăр.
ЧĂВАШ çынни сĕм авалтан юрра-кĕвве ăста пулнă. Йăла-йĕркепе çыхăннă уявсенче çеç мар, ĕççи вăхăтĕнче те унăн чунĕ юрă ыйтнă. Шалти туйăмĕ кĕрлесе-вĕресе тăнипе вăл чăтаймасăр çут тĕнче илтмелле чунне яри! уçса юрă шăрантарма пуçланă. Хăй те хĕпĕртенĕ, тавралăха та савăнтарнă, юрланă вăхăтра ĕçĕ те кал-кал пынă унăн. Çавна пулах тĕнче шухăшласа кăларнă çăмăл жанрлă çĕнĕ юхăма - эстрадăна та - чăваш çăмăллăнах йышăнчĕ. Хăй пĕлнĕ тата пултарнă пек ăна аталантарма пуçларĕ.
20 çул каялла хастар çамрăксем Николай Казаков, Петр Романов, Виктор Димитриев, Родислав Семенов, Радий Иванов композиторсем, аранжировщиксем тата юрăçсем хĕрсе кайсах çĕнĕрен те çĕнĕ кĕвĕ хайлама пуçларĕç, «Чăваш Ен сассисем» фестиваль-конкурс йĕркелесе илемлĕ саслă юрăçсене пĕр-пĕринпе тупăшма, халăха çунатлантарма йыхравларĕç.
Малтанхи конкурссен çĕнтерÿçисен хушшинче Элĕк районĕнчи Исванкă ялĕнче çуралса ÿснĕ Алина Федорова юрăç та пулнă. 90-мĕш çулсен пуçламăшĕнче вăл Шупашкарти Федор Павлов ячĕллĕ музыка училищинче вĕреннĕ. Иртсе кайнă самантсем халĕ те куç умĕнче. Конкурса хутшăннисене жюри членĕсем юрăçăн сассине, сăвă тематикине, кĕввине, пултарулăхне кура ятарлă тур витĕр, алари çăнăха силленĕн, тĕплĕн суйланă... «Экзамен» тытайнисем, чи маттуррисем, чи ăстисем чăваш эстрадин çăмăлах мар çулне паян та такăрлатаççĕ. Халăхра вĕсен ячĕсем яланах чĕлхе çинче: мĕнле пурăнаççĕ, кама юратаççĕ, çемье çавăрнă-и, ачи-пăчи пур-и, укçа нумай ĕçлесе илеççĕ-и? Вĕсем хайланă çĕнĕ юрăсене итлес, компакт-дисксем туянас тесе çынсем укçа-тенкĕ шеллемесĕр автобусĕ-автобусĕпе çывăхри тата инçетри ялсемпе хуласенчен Шупашкара çул тытаççĕ. Çапла, çут çанталăк панă чи паха тупрапа – сасăпа - пĕлсе усă куракан артистсем чăнласах та халăхра ятлă-сумлă. Вĕсем пурте тенĕ пек музыка училищи е консерватори пĕтернĕ. Юрлама пултараççĕ, музыкăна пĕлеççĕ, çавăнпа та халăх умне уçă кăмăлпа тухма вăтанмаççĕ. Фонограммăпа усă курмасăр, куракансене улталамасăр уçă та янравлă, çепĕç те илĕртÿллĕ сасăпа юрăсене «чĕрĕлле» шăрантараççĕ. Тав вĕсене уншăн.
Чăваш эстрадин сцени çине тухас текенсем çулран-çул нумайлансах пыраççĕ. Вĕсен йышĕнче тухтăрсем, медицина сестрисем, сутуçăсем, инженерсем, юристсем, шоферсем пур. Вĕсен те чунĕ юрлать. Вĕсен те «сассисем» пур. Анчах та тĕрлĕ сăлтава пула ятарлă музыка пĕлĕвĕ илме май та, вăхăт та пулман.
Паян сцена çинче юрласси йывăр ыйту мар, укçа çеç пултăр, пурин валли те кунта вырăн çителĕклĕ. «Юрăçсем» юрра çут çанталăк панă сасăпа шăрантарса çитерейменнишĕн пачах та кулянмаççĕ... Ыйтăва ансат татса параççĕ. Вĕсемшĕн компьютер «юрласа» çитерет. Шел те, чылай чух çакнашкал «юрăçсем», лара-тăра пĕлмен ĕçчен те хастар администраторсемпе пĕлĕшĕсем урлă билет сутма пултараканскерсем, пултаруллă ытти артист хакне чакараççĕ. Чылай профессионал артист шухăшĕпе - сцена çинче Турă панă саслă тата ятарлă музыка пĕлĕвне илнĕ юрăçсен çеç пулмалла. Ун чухне тин халăхăн культура шайĕ хăвăрт ÿсĕ. Халăх чунне хывăхпа тултармалла мар теççĕ вĕсем. Мĕншĕн тесен концерта укçа тÿлесе кĕнĕ куракан, илемлĕ саслă юрăçпа пĕрле савăнма хатĕрленнĕскер кăмăлне çырлахтараймасăр залран çилленсе тухса каять, фойере юнашар тăракансене «кунашкал çеç хам та юрлама пултаратăп тесе» тарăхса хыпарлать. Тепĕр енчен ку лайăх та пуль. Мĕншĕн тесен тепре концерта каяс умĕн куракан малтан сцена çинче кам-кам пулассипе кăсăкланать. Тĕплĕн шухăшланă хыççăн çеç хăй килĕштерекен юрăçа итлеме тата курма хапăллать.
Алина Федоровăна хумхантаракан тепĕр самант вăл - паян юрăçсенчен чылайăшĕ предпринимателе çаврăнни. Унăн тата артистсен шухăшĕпе - предприниматель докуменчĕсене малтан ятарлă комиссире пăхса тухса музыка пĕлĕвне илнĕ специалистсене çеç памалла. Паян юрăç пĕр-пĕр сăвăç сăввине суйлать е хăех хайлать, композитора кĕвĕ çырма ыйтать е хăех ăсталать, аранжировщика кĕвве илемлеттерет, сас çыртарать, унтан билет хатĕрлет, сутать, мĕн пур тăкака /аренда, сценăна хитрелетни, сасăпа тивĕçтерекен оператора тата концерт ертÿçине тара тытни/ саплаштарать, ниме пухса юрăçсене чĕнет, тÿлет е хире-хирĕçле концертра ĕçлет.
Кашни хăйне тĕллĕн вĕрет эстрада хуранĕнче. Маттуртараххисем укçа «çапаççĕ» /концерт йĕркеленĕ вăхăтра кÿрши-арши, тăванĕ-пĕтенĕ таранах билет сутма пулăшать вĕсене/, пултарайманнисем вара шар кураççĕ. Ниме пухса концерт йĕркелекен администраторсем те нумайланчĕç, юрăç пултарулăхĕпе усă курса кĕсьене самаях укçа-тенкĕ тултараççĕ. Çын шучĕпе пуйни тата юрăç хăй билет сутса çÿрени питĕ те килпетсĕр тесе шухăшлать Алина. Çак ыйтусем тата уйрăмах паянхи эстрада вĕтелсе пыни те питĕ пăшăрхантарать ăна. Пĕр евĕрлĕ юрăсем, пĕр евĕрлĕ хусканусем, пĕр манерлĕ кĕпе-тумтир... Концертсем дискотекăна çаврăнни те куракансене юррăн чăн илемне тата техĕмне туйма чăрмантарать тет вăл. Мĕншĕн тесен залра тĕрлĕ çын ларать, чылайăшĕ чунран тухакан лирика юррисемпе киленесшĕн. Тепĕр самант. Халăх хăй хăнăхнă, асра юлнă юрăсене ыйтать, çĕнĕлĕхрен темшĕн-çке хăрать... Юрлама пĕлмен хăш-пĕр юрăç çакна хăвăрт ăнкарать те ĕлĕкхи темăна çиеле туртса кăларса, юрă çеммине кăштах улăштарса питĕ хăвăрт ят тăваççĕ. “Анчах та «паллă» сăмах ниепле те «пултаруллă» сăмахпа килĕшсе тăмасть”, - тет Алина.
Ялсенче радиоузелсене пĕтерни, хупă клубсен шучĕ çав-çавах чакманни, кафесемпе ресторансенче Анăçпа Тухăç кĕвви çеç янăрани, телекуравпа радиохыпарлав чăваш кăларăмĕсене чакарни – йăлтах пăшăрхантарать чăвашлăхшăн çунакан артисткăна. Пĕрле чун-чĕрепе çĕкленсе юрласа-ташласа савăнмалли те эстрада çеç тăрса юлчĕ чăвашăн тет вăл. Концерта килнĕ çыннăн киле малалла пурăнма вăй-хăват пухса, хăпартланса таврăнмалла. Çынсен кăмăлне тивĕçтерес тесен мĕн тумалла-ха? Пĕрлешмелле!!! Çак шухăш патне эстрада тути-масине питĕ аван туйса курнă хыççăн пырса çитнĕ Алина Федорова. Хăй тавра пĕр шухăшлисене – Сергей Павлова, Алексей Московские, Лидия, Ирина, Елена Малинасене, Катя Петровăна, Вячеслав Александрова, Валерий Димитриева, Светлана Салминана, Григорий Ваккуна, Родислав Семенова, Валентина Кузнецовăна - пухса «Эстрада артисчĕсен союзне» йĕркеленĕ. Çак ĕçе тума хавхалантараканĕ - «Тус» фирма ертÿçи Николай Федорович Угаслов. Нумай пулмасть чăваш эстрадине юратакансене союз шĕкĕр хуламăрти Трактор тăвакансен керменĕнче пухрĕ. Кăçал Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнине шута илсе Шупашкарти реабилитаци центрне, ваттисен çуртне тата кашни район администраци урлă нумай ачаллă çемьесене, укçа-тенкĕ енчен йывăр пурăнакансене 200 билет парнелерĕ. Мини-спектакль евĕрлĕ концерт лирика юррисемпе пуян. Тематика енчен те тĕрлĕ жанрлă. Артистсем халăха хăйне евĕрлĕхпе савăнтарчĕç.
- Пирĕншĕн укçа ĕçлесе илесси тĕп тĕллев мар, - татăклăн калать Алина Никифоровна. - Чи малтан эпир халăхăн культура шайне ÿстересшĕн. Ача сачĕсене çитесшĕн, интернатсенчи ашшĕ-амăшсĕр тăрса юлнă ачасемпе тĕл пуласшăн, чăваш юррисемпе паллаштарасшăн. Ял çамрăкĕсем валли «Çăлтăрсен фабрики» йĕркелес ĕмĕт те пур. Хăйсене эстрадăра шыракансене кĕркунне фестиваль-конкурса чĕнĕпĕр. Аслă шкулта вĕренме вăхăт çук, анчах музыка пĕлĕвĕ илес, сасса тĕрĕс лартас килекенсем валли курс уçма хатĕр. Сăвăçсемпе, композиторсемпе, модельерсемпе, стилистсемпе пĕр чĕлхе тупасшăн. Пире ĕçлеме пултаракан администратор, продюсер, менеджер та кирлĕ. Автор правипе килĕшÿллĕн кашни концертра юррăн «ашшĕ-амăшĕн» ятне-шывне палăртасшăн. Хулари шкулсенче вырăс, тутар, мари, мăкшă, азербайджан, çавăн пекех вырăсланнă чăваш ачисене те чăваш юрри-кĕввине вĕрентес ыйтăва правительство шайĕнче çĕклесшĕн. Пĕр шухăшлă пулса, алла-аллăн тытăнса вăй хурсан çеç çирĕп утăм тума, эстрадăна чĕм кĕртме пулать. Унăн пахалăхне çак проектсем ÿстерессе ĕненетĕп. Уставра палăртнă ĕçсене тума пире Чăваш Республикин культура министрĕ Н.И.Володина пулăшасса шанса ун патне çырупа тухрăмăр. Пирĕнпе пĕр лава кÿлĕнес текенсене хапăлласах хамăр йыша илме хатĕр эпир.
...Çĕнĕлĕх пĕр вăхăтрах илĕртет те, хăратать те тени тĕрĕсех çав. Пĕр чăмăра пухăннă артистсене сивлекенсем те, ăмсанакансем те, кĕвĕçекенсем те тупăннă. Çапах та Алинăпа сăмах çăмхине сÿтнĕçемĕн чунăм çуталса пычĕ, ĕненÿпе шанчăк çуралчĕç. Чăваш хăйне хисеплеттересшĕн пулни, хăй хăтлăхне тĕп тутарасшăн марри, сĕм авалтан упранса юлнă йăла-йĕркене çĕнĕ хĕлхемпе хĕмлентерсе те хĕвеллетсе пурăнасшăн çунни савăнтарчĕ, кăмăла киленÿпе тултарчĕ. Чĕлхе пĕтет, культура айванланать тесе алă усса лармаççĕ ура çинче çирĕп тăракан çамрăксем. Чăвашăн тăватă кĕтеслĕ тĕнчине пăрахăçласшăн мар вĕсем. Эстрада артисчĕсем чăвашлăха упраса хăварассишĕн тăрăшнинче пирĕн пуласлăхăн никĕсĕ çирĕпленсе пынине тепĕр хут яр уççăн туйса илтĕм. Çапла пултăрччĕ!
Источник: "Хыпар"