За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЮНАШАР ЛАРСА ЧĔРЕРЕН КАЛАÇНИ ТЕ – ПЫСĂК САВĂНĂÇ

20 марта 2008 г.

Çуралнă кĕтес, атте-анне тăрăшакан хуçалăх, тăвансемпе туссем мана мĕнпе пулăшаççĕ, епле усă кÿреççĕ? Пирĕнтен кашниех çак ыйтусем тавра темиçе те шутласа пăхнă пулĕ. Çав вăхăтрах вĕсемшĕн мĕнле ырă ĕç тунă-ха эпĕ тетпĕр-и? Ырă кăмăллăха палăртма инçе те кайма кирлĕ мар, çав териех вăй та хурас çук. Çакна Юнкă шкулĕнче вĕренекенсем Зоя Андреевна Тепеева ĕç ветеранĕ патĕнче хăнара пулнă хыççăн чăнласах ĕненчĕç.

З.А.Тепеева Юнкă шкулĕнче нумай çул кĕçĕн классене вĕрентнĕ, темиçе ăрăва тивĕçлĕ воспитанипе пĕлÿ панă. Унăн вĕренекенĕсем халĕ халăх хуçалăхĕн тĕрлĕ отраслĕнче тăрăшса вăй хураççĕ.

Ачасене Зоя Андреевна тулли кăмăлпа хаваслăн кĕтсе илчĕ. “Кил-çуртра, хуçалăхра кăштăртаткаласа пĕчĕккĕн хамах ĕлкĕретĕп-ха, сире валли хальлĕхе нимĕн тумалли те çук, – терĕ çамрăк хăнасене кăшт шÿтлерех. – Анчах эсир килсех тăни, мана манманни, юнашар ларса чĕререн калаçни, чуна уçни – темрен те пысăк савăнăç. Шкул хыпарĕсемпе те хаваспах паллашнă пулăттăм. Куратăр-и, ачасем, арчаран çĕнĕ халат, тутăр кăлартăм. Сире чыслăн кĕтсе илесчĕ терĕм. Малашне те çапла чиперех пурăнасчĕ-ха.” Хисеплĕ вĕрентекен тĕл пулушăн чĕререн савăннине куçĕсем çуталса та ăшшăн пăхнинченех туйса илтĕмĕр.

Юлашки çулсенче пурнăç çултан-çул юсанса, лайăхланса пырать. Килсерен çут çанталăк газĕ ялкăшать, пăрăхпа таса шыв кĕрет, хулапа яла тикĕс асфальт çул пĕрлештерет. Патшалăх кÿрекен ырлăха асăнса та пĕтереймĕн. Савăнса çеç пурăнмалла пек те. Анчах пĕр-пĕрне сăлтавсăрах кÿрентеретпĕр. Чун ăшши, çынлăх çитмест пире. Урампа иртекене тĕл пулсан куçран ăшшăн пăхса, чĕререн хисеплесе сывлăх суннине мĕн çиттĕр? Кÿршĕсем патне каçсах тăни те ырă кăмăла, пĕр-пĕрне хисепленине пĕлтерет.

Зоя Андреевнăна та юр тасатса, кил-çурта тирпей-илем кĕртсе пани çеç çителĕксĕр. Час-часах кайса тăни, шăкăл-шăкăл калаçни унăн пурăнас кун-çулне вăрăмлатать. “Малашне те килсех çÿрĕпĕр, шкул хыпарĕсене те вăхăтра пĕлтерсе тăрăпăр”, – шантарчĕç ачасем сыв пуллашнă май.

"ЫРĂ ТУ!"

Çак девизпа анчахрах ялти Культура çуртĕнче учительсемпе вĕренекенсен ыр кăмăллăх концерчĕ иртрĕ. Уяв программине ачасен “Асамат” пĕрлешĕвĕ хатĕрленĕ. Акцие 6, 8 “а”, 9 “а”, 10 “п” тата 11 классем хастар хутшăнчĕç. Сцена çинче чăваш, вырăс юррисем янăрарĕç, ташăсем илĕртÿлĕхĕпе тыткăнларĕç. Вун пĕрмĕшĕнчи Анатолий Золототрубов хăйĕн юррине шăрантарчĕ.

Уявра тăрăшуллă библиотекарьсем хатĕрленĕ кĕнеке куравĕ ĕçлерĕ.

Çамрăк талантсем хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç çеç мар, “Пилеш” ача садне çÿрекенсем валли парнесем те хатĕрленĕ: кĕнекесем, ÿкерÿ альбомĕсем, теттесем, хăйсен аллипе ăсталанă тĕрлĕ ĕç...

“Ырă ту!” концерт программине илемлĕ ертсе пынăшăн Надежда Столяровăпа Анатолий Золототрубова чĕререн тав тăвас килет. Вĕсем куракансене шÿтсем, хаваслă кăмăл парнелерĕç, вăйăсем ирттерчĕç.

“"ÇАВ ÇУЛАХ СУЙЛАНĂ ПУЛĂТТĂМ"”

Çиччĕмĕш класра вĕренекенсем çак кунсенче Сталинград çапăçăвĕсене хутшăннă Григорий Никифорович Илугин патĕнче хăнара пулчĕç. Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи ветеранĕ хĕрÿ çапăçу саманчĕсене аса илчĕ, ачасене кăсăклантаракан ыйтусене хуравларĕ. Хăй тăван килне ырă-сывă таврăннин сăлтавне кĕскен: “Шăпа”, – тесе хуравларĕ.

Григорий Никифорович кун-çулĕпе кăмăллă. “Эсир паян пирĕн пекех çамрăк пулсан епле пурăннă пулăттăр?“ – ыйтрĕç ачасем. “Çав çулах суйланă пулăттăм”, – терĕ Г.Н.Илугин. – Анчах пурнăçра сахалтарах йăнăшма кăштах ăслăрах пулмалла".

Кашни çын пурнăçа хăй йĕркелет. Савăнăçлă, телейлĕ, йăнăшмасăр пурăнасчĕ çеç.

И.ИЛЛАРИОНОВА, директорăн воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕ.

ЧР, Муркаш районĕ, Юнкă шкулĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика