За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ТУСЛĂХ ÇИРĔПЛЕНТĔР

18 марта 2008 г.

Татьяна АНИСИМОВА


 

ЧĂВАШ - туслă халăх. Эпир хăнасене яланах çăкăр-тăварпа кĕтсе илетпĕр. Пирĕн патра пурăнакан ытти наци çыннисемпе те пĕр çăвартан кун кунлатпăр. Чăваш Республикинче 97 тĕрлĕ халăх пурăнать, 12 халăхăн 22 наци пĕрлешĕвĕ /чăваш, вырăс, тутар, пушкăрт, белорус, мăкшă, çармăс, еврей, нимĕç, азербайджан, эрмен тата узбек/ ĕçлет.

Иртнĕ çулхи чÿк уйăхĕн пуçламăшĕнче “Чăваш Республикинчи узбек культурин центрĕ” общество организацийĕ йĕркеленчĕ. Унăн президенчĕ - Абдували Махмудович Ергашев. Пĕрлешĕвĕн тĕп тĕллевĕ - узбек культурине, йăли-йĕркине упраса хăварасси, чăвашсемпе узбексен хушшинчи туслăха çирĕплетесси. Çак хушăра концертсем темиçе те пулнă. Пуш уйăхĕн 15-мĕшĕнче узбек культура центрĕ ачасен “Хĕрлĕ парăс” сиплев лагерĕнче ыр кăмăллăх концерчĕ ирттерчĕ.

ЧР Культура министерствин халăхпа тĕн хутшăнăвĕсен тата культура еткерлĕхне упракан пай ертÿçи М.Н.Краснов чăваш тата узбек халăхĕсем яланах туслă пулнине, халĕ çак туслăх татах çирĕпленессе шаннине палăртрĕ, кунта пухăннă ачасене яланах ырă кăмăллă пулма, пиччĕшĕсемпе йăмăкĕсене, тăванĕсене юратма, пархатарлă ĕçсем тума сунчĕ.

2002 çулхи çырав тăрăх пирĕн республикăра 356 узбек пурăнать. “Чăваш çĕрĕ, республикăри политика тата экономика тикĕс аталанăвĕ, халăхсен тата тĕн хушшинчи ăнланулăх ытти халăха хăй патне туртать. Çапла иртнĕ çул çеç кунта 2015 узбек килчĕ”, - терĕ Абдували Махмудович. Центр президенчĕ хăйĕн çемйипе Чăваш Ене 5 çул каялла килнĕ. Вăл мăшăрĕпе 5 ача ÿстерет.

Уява пухăннисене З.Биксалин, А.Ергашев, Т.Батыров, пĕр тăван Сахановăсем, С.Печникова, Лапсар поселокĕнчи “Акаци” культура керменĕ çумĕнчи Инди ташшисен “Гунгру” ача-пăча ансамблĕ хăйсен юрри-ташшипе савăнтарчĕç.

Сиплев лагерĕнчи ачасем те артистсемпе пĕрле ташларĕç, юрларĕç, савăнчĕç, тĕрлĕ конкурса хаваспа хутшăнчĕç.

“Çăкăр-тăвар хире-хирĕç” теççĕ халăхра. “Хĕрлĕ парăс” директорĕ В.П.Платонова хăнасене тав сăмахĕ каланă май пурне те хăйсен юррисемпе тыткăнланă хĕрачасене - Дильдора, Махинур, Зайнапхон Сахановăсене - амăшĕпе пĕрле лагерьте канма путевка пачĕ.

Сăмах май, çитес вырсарни кун, пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче, кунпа çĕр танлашать. Пирĕн несĕлсем çак уява яланах паллă тунă. Тухăç енче вара çак кун çĕнĕ çул пуçламăшĕ шутланать. Çак кун вĕсем пысăк уяв - “Навруз” ирттереççĕ. Пирĕн республикăра та палăртĕç ăна.


Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика