За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ХАМĂР АЛĂПА - АННЕ ВАЛЛИ ПАРНЕ

15 марта 2008 г.

Т.КРАСНОВА


 

КĂÇАЛ Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнине шута илсе çак эрнере Шупашкар хулинчи В.Маяковский ячĕллĕ библиотекăн 9-мĕш филиалĕнче “Хамăр алăпа - анне валли парне” курав иртет. Унта 12-мĕш шкулти 6-7 классенче ăс пухакан ачасем хăйсем ăсталанă япаласемпе хутшăннă. В.Федорова вĕрентекен ертсе пыракан кружокри çамрăк ăстаçăсем кил-çуртра хĕрарăма кирлĕ япаласем: саппун, йĕп тирмелли, вĕри кастрюль тытмалли хатĕрсем, чĕнтĕрлесе çыхнă сĕтел çи витти, çемçе тетте - темĕн чухлех хатĕрленĕ. Вĕсен пахалăхĕ лавккара сутаканнисенчен пĕртте кая мар. Шкула пулăшса ырă ĕç тăвас текенсен кураври япаласене йÿнĕ хакпа туянма та пулать.

“Çак япаласем çине пăхсан ачасем вĕсене чунтан тăрăшса çĕлени курăнать. Пĕрне те пулин туянмасăр чĕре чăтмасть. Ытларах хĕрарăмсем ырă кăмăллă иккен - библиотекăна çÿрекенсене 2008 çул Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнине аса илтермесĕрех хăйсем те пăрăнса иртсе каймаççĕ, йĕп тирмелли хатĕр те пулин туянаççĕ”, - терĕ библиотека ертÿçи И.Иванова.

Апла пулсан Ырă ĕçсен çулталăкĕ тени нумай çыншăн ахаль сăмах çеç мар. Нумайăшĕн чĕринче çынна пулăшас туйăм упранса юлнă иккен. Çĕр çинче ырă çынсем усаллисенчен пур пĕрех нумай!

Источник: "Çĕнтерÿ çуле"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика