14 марта 2008 г.
ЫРĂ ĕçсен çулталăкĕнче Шупашкарти педагогика колледжĕнчи преподавательсемпе студентсем пархатарлă ĕç ытларах тума, ача çурчĕсемпе, интернатсемпе тачă çыхăну тытса вĕсене кулленхи пурнăçра пулăшма тăрăшаççĕ.
Çак кунсенче педагогика колледжĕн директорĕпе В.Сапожниковпа Шупашкарти ача çурчĕн директорĕ М.Ф.Задворнова малашне пĕрле ĕçлеме палăртнă килĕшĕве алă пусса çирĕплетрĕç. Студентсем хÿтлĕхсĕр юлнă ачасем патĕнче час-часах пулаççĕ, вĕсене пăхма пулăшаççĕ, выляттараççĕ, ырра вĕрентеççĕ.
В.ДАНИЛОВА.
Источник: "Хыпар"