13 марта 2008 г.
Шкул библиотеки... Ялсенче тĕслĕх библиотекăсем ĕçлеме пуçланăранпа унăн пĕлтерĕшĕ чакман-и? Компьютерпа усă куракан, Интернета кĕрекен ачасене кирлех-ши вăл? Шкул вулавăшĕнчи кĕнекесем тусан кăна пуçтарса выртмаççĕ-и? Çак ыйтусен хуравне тупас тесе Красноармейски районĕнчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкула çитсе килтĕмĕр.
КĂÇАЛ ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнине шута илсе, ахăртнех, кашни вулавăшрах “Библиотекăна кĕнеке парнеле” ыр кăмăллăх акцийĕсем йĕркелĕç. Çавна шута илсе “Хыпар” Издательство çурчĕн генеральнăй директорĕ - тĕп редакторĕ Алексей Леонтьев та хăйĕн библиотекинчи темиçе кĕнекене Пикшик шкулĕн библиотеки валли парса ячĕ. Асăннă шкул библиотекин ертÿçи Роза Петрова парнешĕн питĕ хĕпĕртерĕ: “Пирĕн пĕлÿ пÿлĕмĕ татах пуянланчĕ”, - терĕ. Тĕрĕсех палăртрĕ Роза Михайловна, вулавăша чăннипех пĕлÿ пÿлĕмĕ темелле. Мĕншĕн тесен кĕнеке вулакан кăна ăслă пулма пултарать. Пикшик шкулĕ Красноармейски районĕнчи çĕнĕ шкулсенчен пĕри шутланать. Ăна 1987 çулта хута янă.
Шкул библиотекин ĕç-хĕлне 1993 çултанпа Р.Петрова йĕркелесе пырать. Асăннă вулавăш фондĕнче 5667 кĕнеке упранать. Вĕсенчен 3425-шĕ - илемлĕ литература, 2232-шĕ - вĕрентÿ кĕнекисем. Тĕрлĕ словарьпе справочник шучĕ 123-пе танлашать. Кунта çавăн пекех 74 электрон дискĕ упранать, 14 хаçат-журнал килсе тăрать.
Шкул библиотеки çутă та тирпейлĕ, хăтлă пÿлĕмре вырнаçнă. Кунта вулав залĕ те пур. Эпир вĕреннĕ вăхăтра /асăннă шкулта 1987-90 çулсенче пĕлÿ илнĕ/ библиотекăра вăл пулман. Унта учебниксем илме çеç çÿренĕ. Кĕнеке илме ытларах ял библиотекине /Шупуçне/ кайнă, мероприятисем ирттернĕ чухне библиотекăрах кун каçнă.
Вулав залĕнче “Хыпар”, “Тантăш”, “Ял пурнăçĕ”, “Учительская газета” хаçатсемпе тата ыттипе паллашма пулать. Вĕренекенсем кунта тăхтав вăхăтĕнче те кĕшĕлтетеççĕ, уроксем хыççăн та тухма пĕлмеççĕ. “Шкулти кашни ача, пурĕ 132 вĕренекен, вулавăша çÿрет. Ашшĕ-амăшĕпе учительсем те, студентсем те килеççĕ. Мĕншĕн тесен юлашки вăхăтра библиотекăна питĕ нумай çĕнĕ кĕнеке, словарьсемпе энциклопедисем панă. Пурĕ 163 вулакан. Шел те, шкулта ача шучĕ чакса пырать. Шкул уçăлнă çулсенче пурĕ 250-300 вĕренекенччĕ”, - паллаштарать вулавăш хуçи.
- Шкулпа юнашарах Пикшикри тĕслĕх библиотека вырнаçнă. Чылайăшĕ, тен, унта çÿрет?
- Ачасем, унта та, кунта та çÿреççĕ. Апла пулин те шкул библиотеки кирлех, мĕншĕн тесен вĕренекенсен рефератпа проект нумай çырмалла. Эпĕ вĕсене кирлĕ литература, справочниксем яланах тупса паратăп. Кунта вĕрентекенсем те библиотека урокĕсем тăтăш ирттереççĕ. Сăмахран, чăваш чĕлхипе литературин урокĕнче Чăваш энциклопедийĕпе, Ашмарин словарĕпе усă кураççĕ. Шкул библиотекинче пурĕ 1452 чăваш кĕнеки.
Учительсем ытларах методика пособийĕсем ыйтаççĕ, мероприятисем ирттерме хатĕрленнĕ чухне те кунти литературăпа усă кураççĕ.
- Библиотекăри мĕн пур кĕнекене вуласа тухнă ача пур-и сирĕн?
- 11-мĕш класра вĕренекен Александр Скворцов питĕ нумай вулать. Кунта унăн вуламан кĕнеке те юлмарĕ пулĕ. Пикшикри тĕслĕх библиотекăри кĕнекесене те чылай вуланă ĕнтĕ вăл. Çавăн пекех Никита Николаев, Светлана Тихонова, Елена Максимова, Диана Степанова, Стелла Николаева, Сергей Максимов, Оля Анисимова, Марина Федорова, Анастасия Данилова, Андрей Федоров тата ыттисем те питĕ нумай вулаççĕ.
Уроксем хыççăн Роза Михайловна йĕркеленипе библиотекăра викторинăсемпе КВНсем, вăйăсем иртеççĕ. Эрех, пирус, наркотик сиенĕ пирки те калаçусем йĕркелет Роза Петрова.

Источник: "Хыпар"