12 марта 2008 г.
КĂÇАЛ Чăваш Енре ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнă май ЧР Президенчĕ Н.Федоров Ехрем купсасен е пĕр тăван Таланцевсен ĕç-хĕлĕ хальхи предпринимательсемшĕн чăннипех те ырă тĕслĕх пулмалли çинчен аса илтернĕччĕ. Президент сăмахне чылайăшĕ ăша хыврĕ. Нумаях пулмасть Кÿкеç поселокĕнче Александр Портнов предприниматель пур йышши пулăпа курттăм суту-илÿ тăвакан база уçрĕ. Унта лавкка, “Веселый роджер” кафе-бар, бильярд вылямалли пÿлĕм пур. Анчах та предприниматель суту-илÿпе çеç çырлахмасть. Республикăра тĕрлĕ ăмăрту йĕркелекенсене парнесемпе, укçа-тенкĕпе пулăшать.
А.Портнов Кÿкеç варринче вырнаçнă кÿлĕ вырăнне те Шупашкарти залив пек йĕркелесшĕн, юхăнса кайнăскере тирпей-илем кĕртесшĕн, йĕри-тавра йывăç-тĕм, чечексем лартса аллея тăвасшăн. Урăхла каласан, Кÿкеç çыннисене чăн-чăн кану вырăнĕ парнелесшĕн.
Çак кунсенче предприниматель Кÿкеçре пурăнакансене ыр кăмăллăх парни кÿчĕ. База умĕнчи пысăк лапамра çуркуннене кĕтсе илме савăнăçлă уяв йĕркелерĕ. Ватти те, вĕтти те савăнчĕ унта.
К.ТИМЕШ.
Источник: "Хыпар"