06 марта 2008 г.
("Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн" ыр кăмăллăх марафонĕ пуçланчĕ)
Пĕлтĕр Ача-пăча фончĕ пулăшнипе Çĕнĕ Шупашкарти ултă ача садĕнче пĕрер хушма ушкăн уçнă. Фонд ертÿçисем уйăрса панă укçапа сĕтел-пукан, вырăн тавраш, теттесем туяннă. Çапла вара черетре тăракан тата çĕр ытла пепкене садике вырнаçтарма май килнĕ. Мĕн чухлĕ чирлĕ ачана хаклă операци тутарма, ура çине тăма пулăшман-ши тата?...
Пĕтĕм Раççей ыр кăмăллăх общество фончĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ырă та сăваплă ĕçĕсене асăнса пĕтерме те, нушапа пынă çынсене кÿнĕ пулăшăва нимĕнпе виçме те çук. 20 çул ĕнтĕ (ăна республикăра шăпах 1988 çулта йĕркелесе янă) интернатсене, сахал тупăшлă, нумай пепкеллĕ çемьесене, тăлăх, сусăр ачасене пулăшса пырать. Ыр кăмăллăх марафонĕсем ирттерсе пуçтарнă укçапах сиплев учрежденийĕсем валли çĕнĕ йышши оборудованисем туянать, пултаруллă яшсемпе хĕрсене стипенди парса хавхалантарать... Юлашки шанчăкне çухатнă çынна яланах хăйсен аллине тăсса параççĕ кунта.
Çавăнпах пулĕ Чăваш Енри Ача-пăча фончĕ 20 çул тултарнине халалласа тата “Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн” ыр кăмăллăх марафонĕ уçăлнă ятпа ирттернĕ уявра вĕренекенсем уйрăмах йышлăччĕ. Нумайăшĕ фонд ĕçченĕсене ăшшăн тав тума пынă. Хăйсене ăнланнишĕн, пулăшма васканишĕн. Ача-пăча фончĕн ĕçĕ çеç мар, юлташĕ те нумай – çакă мар-и-ха чи хакли!
Малтанах, çĕнетÿ тапхăрĕнче, пысăк йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ интернатсене, Ача çурчĕсене тимлĕх ытларах уйăрма тивнĕ кунта тăрăшакансен. Хÿтлĕхсĕр юлнăскерсене ăшă тумтир, атă-пушмак, кĕнеке-тетрадь парнеленĕ. Пусăн-пусăн пухнă укçапах кашнине савăнăç кÿме тăрăшнă.
– Паянхи пекех ас тăватăп – Çĕмĕрле районĕнчи Саланчăкри ача çуртĕнче çăкăр, чей ĕçме сахăр çукки çинчен радиопа пĕлтертĕмĕр. Тепĕр ирхинех ырă çынсем пĕр машина çăкăр, пĕр михĕ сахăр пырса пачĕç, – иртнине тепĕр хут чун-чĕри витĕр кăларса аса илет В.А.Иванова, ИТАР–ТАССăн Чăваш Енри корреспонденчĕ. Ыр кăмăллăх фондне 17 çул (тата мĕнлерех йывăр тапхăрта!) ертсе пынă пуçаруллă та хастар Валентина Андреевна.
– Халĕ эпир ача сачĕсене, интернатсене спорт комплексĕсем таранах парнелеме пултаратпăр, чи хастар çамрăксене стипенди парса хавхалантаратпăр, – ырă улшăнусемшĕн савăннине пытармарĕ Валентина Иванова. – Çапах этем çăкăрпа çеç пурăнмасть, паян ачан чун пуянлăхне упраса хăварассишĕн ытларах тăрăшмалла.
“Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн!” ыр кăмăллăх марафонне хутшăнакансен йышĕ ÿсни асăннă фондăн паянхи ертÿçине те – Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕн директорне Ю.М.Кислова та – савăнтарать. 2006 çулта çак пархатарлă ĕçе 200 ытла çын, организаци хăйсен тÿпине хывнă, пĕлтĕр вĕсен йышĕ икĕ хут ÿснĕ.
– Çакă общество сывалса, чунпа тасалса, пуянланса пынине кăтартакан паллă. Ыранхи çинчен шухăшлама пĕлекен, ăслă-тăнлă, ырă кăмăллă çын ача-пăча нушине ăнланатех, алă тăсма васкататех, – терĕ Н.В.Федоров Президент уява пухăннисене саламланă май.
Ырă кăмăллăх марафонĕ ырă ĕçсенченех пуçланчĕ. Николай Васильевич Çĕмĕрлери ача-пăча больницине, Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 1-мĕш спорт шкулне, тĕп хулари Акцыновсен ячĕллĕ 6-мĕш ÿнер шкулне, 185-мĕш ача садне 50 пин тенкĕлĕх сертификатсем пачĕ.
Параканăн алли типмест, мĕн чухлĕ ытларах пулăшатăн – çавăн чухлĕ нумайрах ырă куратăн тенĕ. Президент Администрацийĕн пĕр кунхи ĕç укçине Ача-пăча фондне хывассине пĕлтерчĕ Николай Федоров. Ытти ведомствăсем те ырă пуçарăва малалла тăсасса шаннине систерчĕ. Залра ларакан министрсем унпа килĕшсе пуçĕсене сĕлтрĕç. РФ Патшалăх Думин çĕр-шывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев вара хăйĕн пĕр уйăхри шалăвне куçарса парассине пĕлтерчĕ.
Илтмен çын та ырра илтет, курман çын та курать тенĕ. Пирĕн хушăра паян та пулăшу кĕтекен чылай. Вĕсене пулăшас тĕллевпе Ача-пăча фончĕ тĕрлĕ программа хатĕрленĕ. Шалкăм çапнă, илтмен ачасене, сахăр диабечĕпе, шыçă чирĕсемпе нушаланакансене сиплеме ятарлă аппаратсемпе, медицина оборудованийĕпе, тренажерсемпе тивĕçтерме тăрăшать. Эсир марафона хутшăнса хывнă укçа та, тен, шăпах пĕр-пĕр ача пурнăçне, сывлăхне çăлса хăварма пулăшĕ.
Алина ГЕРАСИМОВА.