05 марта 2008 г.
НАРĂС уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” ыр кăмăллăх марафонĕ старт илни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ. Ăна йĕркелесе ирттерес енĕпе ĕçлекен комитетăн çум председателĕсенчен пĕри, Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ К.Косачев унта тухса калаçнă май Ача-пăча фончĕн регионти уйрăмĕсем патшалăх хăйĕн пĕчĕк гражданĕсен ыйтăвĕсене татса пама пултарайман, çакна пурнăçлассине хăйĕнчен сирнĕ тапхăрта уйрăмах пуçаруллă пулнине палăртрĕ. “Çав вăхăт хыçа юлнине асăнма кăмăллă. Йывăрлăхсене çĕнтертĕмĕр, малашлăха çирĕппĕн утатпăр. Çутă пуласлăх, тĕрĕссипе, пирĕн ачасем валли”, - терĕ ун чух.
Иртнĕ çулхи акцин пухмачĕ 5 миллион тенкĕпе танлашнăччĕ, кăçал татах пуянланасса кĕтетпĕр. Константин Иосифович ыр кăмăллăх ĕçне пĕлтĕр пуçаруллă хутшăннăччĕ, ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе 22750 тенкĕ хывнăччĕ. Кăçал та Патшалăх Думин депутачĕн уйăхри шалăвне уйăрма шантарчĕ. “2008 çулхи нарăс уйăхĕнчен тÿлеве 10 процент ÿстернине шута илес тĕк тата ытларах пулать”, - терĕ К.Косачев. Панă сăмаха çилпе вĕçтермерĕ, çийĕнчен 26160 тенкĕ куçарчĕ.
Ача-пăча фончĕн регион уйрăмĕ ирттерекен сăваплă юхăма, правлени председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕ” АУО генеральнăй директорĕ Ю.Кислов палăртнă тăрăх, юлашки çулсенче хутшăнакан йышлансах пырать. 2005 çулта юридици сăпатĕнче тăракансем тата уйрăм çынсем 100-ĕн пулнă, виçĕм çул - 200, пĕлтĕр - 400. Вĕсен йышĕнче “Чăвашторгтехника” АУО пуçарулăхпа палăрса тăрать. Иртнĕ çул асăннă коллектив марафона 100 пин тенкĕ хывнă. Кăçал вара унăн ертÿçи Наиль Хайрутдинов ку хисепе 110 пине çитерме шантарчĕ. Вăл та сăмаха ĕçпе çирĕплетрĕ, иртнĕ кунсенче асăннă суммăна Ача-пăча фончĕн уйрăмĕн счетне куçарчĕ.
Ĕнерхи кун тĕлне марафон пухмачĕнче 136160 тенкĕ шутланать.
Республикăри ачасен пурнăç условийĕсене лайăхлатма çулленех тĕллевлĕ программăсем ĕçе кĕреççĕ, çивĕч ыйтăва ăнăçлă татса пама пулăшакан ытти мера комплексĕ йышăнаççĕ. Çапах та патшалăх тата общество вăй-халне пĕрлештермесĕр çамрăк ăрăвăн ачалăхне тулли телейлĕ тăваймăн. Предприятисен, организацисен, учрежденисен коллективĕсене, ертÿçĕсене, предпринимательсене, кашни çынна сăваплă çак ĕçе хутшăнма чĕнетпĕр.
Хаклă вулаканăмăрсем, халăх нимине - ыр кăмăллăх марафонне эсир те хăвăр тÿпене хывса ачасене телей-савăнăç парнелессе шанатпăр.
Валентина СМИРНОВА
Источник: "Хыпар"