01 марта 2008 г.
Шупашкарти Трактор тăвакансен культура керменĕнче
Ырă ĕçсен çулталăкне официаллă майпа уçрĕç
Çак уява влаç органĕсен, социаллă хÿтлĕх, бизнес представителĕсем хутшăнчĕç.
“Ырăлăха ырă сунса кĕтетпĕр! Паян нарăсăн 26-мĕшĕнче ырă ĕçсен çулталăкĕ официаллă майпах старт илет. Н.Федоров Президент Указĕпе çак паха пуçару обществăра меценатлăх юхăмне вăйлатас политикăн никĕсĕ пулса тăчĕ”, - терĕ ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ С.Гапликов.
Ырă кăмăлĕпе палăрса тăракан çынсем яланах пулнă чăваш хушшинче. Тĕслĕхрен, акă Ефремов купса хăйĕн укçипе чухăнсене сипленме больницăсем, библиотекăсем, ача çурчĕсем, чиркÿсем уçнă. Таланцев вара Етĕрнере телеграф пуçарса янă. Çакна шута илсе пирĕн те хамăртан пулăшу кĕтекенсене мĕн вăй çитнĕ таран пулăшма тăрăшмалла.
ЧР культура министрĕ Н.Володина Интернетра “Ырăлăхшăн.ру” /“За добро.ру”/ сайт уçăлнине пĕлтерчĕ. Ăна нуша куракан çынсене пулăшас тата вĕсене пулăшма пултаракан çынсене ку ĕçе активлăрах хутшăнтарас тĕллевпе йĕркеленĕ.
Чăваш Республикинче “Фронтри юлташ патне шăнкăравлатăп” ырă кăмăллăх акци иртет. Унта “Мегафон” компани те хастар хутшăнать. Вăрçă тата çар ветеранĕсен общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Нил Морозов çак компанин тÿлевсĕр пулăшăвĕпе усă курса кĕсье телефонĕпе 65 çул тĕл пулман фронтри юлташĕпе пĕтĕм халăх умĕнче калаçрĕ.
Ыр кăмăллăх акцийĕсен хăш-пĕр тĕслĕхне пайăррăн асĕнчĕç уявра. Республикăри библиотека коллекторĕн коллективĕ çулсерен библиотекăсен фондне пуянлатма 200 пин тенкĕ ытла куçарать. “Чăваш Ен” фонд “Нарспи” рок-оперăна лартма 1 миллион тенкĕ уйăрнă. АУО “Акконд” “Малютка” ача çуртне вунă çул хушши пулăшса пырать. Шупашкарти Мускав районĕнчи çул çитменнисен социаллă реабилитаци центрĕ 2007 çулта 42 ачана çемьесене вырнаçтарнă. Унăн ертÿçи В.Овчарова йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çамрăксене вĕренсе професси илме, ĕçе вырнаçма пулăшакансене тав турĕ.
Уява ачасен пултарулăх ушкăнĕсем, юрăçсем хутшăнчĕç. Ян Крюков çамрăк инвалид костыльсемпе утса тухнине курсан куççуль юхса анчĕ. Вăл пукан çине ларса хăй çырнă юрра - ăна йывăр вăхăтра пулăшса пыракан юлташне халалланă - шăрантарчĕ.
Тăвансем, Ырă ĕçсен çулталăкне хамăр та тÿпе хывар. Ырă туни хамăр патах çаврăнса çитнине те манар мар.
Татьяна КРАСНОВА.
Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"