01 марта 2008 г.
Нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкарти ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменĕнче “Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн” марафон официаллă старт илчĕ.
РАÇÇЕЙ Ача-пăча фончĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕ кăçал 20 çул тултарать. Хăйĕн ырă, сăваплă ĕçĕсемпе вăл сахал тупăшлă чылай çемьене, тăлăх, сусăр ачасене пулăшать. Ыр кăмăллăх марафонĕсем ирттерсе пухнă укçапа асăннă фонд интернатсем, сиплев учрежденийĕсем валли паха оборудованисем туянса парать. Çавăн пекех Чăваш Енри пултаруллă, маттур ача-пăчана стипендипе те хавхалантарать. Çирĕм çул хушшинче çак чыса 67 ача тивĕçнĕ.
Ыр кăмăллăх марафонне уçма Чăваш Республикин Президенчĕ Николай Федоров, РФ Патшалăх Думин Çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев хутшăнчĕç.
Чи малтанах Раççей Ача-пăча фончĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕн ертÿçи Юрий Кислов сăмах илчĕ. Ача-пăча фончĕн кун-çулне кĕскен тишкерчĕ вăл, йĕркелÿ тапхăрне аса илчĕ. Ăна 17 çул ертсе пынă ИТАР-ТАССăн Чăваш Енри корреспондентне Валентина Ивановăна тав турĕ. Ыр кăмăллăх марафонне хутшăнакансен йышĕ çулсерен ÿснине палăртрĕ Юрий Михайлович. Акă 2006 çулта çак ĕçе хутшăнакансем 200-ĕн пулнă, пĕлтĕр вара - 400. Кăçал Ырă ĕçсен çулталăкĕнче çак йыш икĕ хут ытларах пуласса шантарчĕ Ю.Кислов. “Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн” марафон ăнăçлă иртнĕ пĕлтĕр. Унăн фончĕ рекордлă виçепе - 5 миллион тенкĕпе - танлашнă.
ЧР Президенчĕ Николай Федоров Раççей Ача-пăча фончĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕ 20 çул тултарнине республика уявĕ вырăнне хурса хакларĕ. “Пĕтĕм çынна пĕрлештерекен уяв вăл, - терĕ Николай Васильевич. - Мĕншĕн тесен ăслă-тăнлă, ырă кăмăллă çын ача-пăча нушине ăнланатех, ăна вăхăтра ал пама васкать. Иртнĕ çул Чăваш Енре Ача çулталăкĕ пулчĕ. Мĕнпе палăрса юлчĕ-ха вăл? Пĕлтĕр, 2006 çултипе танлаштарсан, республикăра 1525 ача /12 процент/ ытларах çуралнă. Паллах, куншăн савăнмалла. Виçĕм кун эпĕ Чĕмпĕрте пултăм, Сергей Морозов кĕпĕрнаттăрпа курса калаçрăм. Вăл та хăйсен тăрăхĕнче пĕлтĕр 600 ача ытларах тĕнчене килнине савăнса пĕлтерчĕ. Çапах та пирĕн нумайрах-çке. Ку кăтарту вара пĕлĕтрен ÿкмест. Апла пулсан пурнăç куç умĕнчех лайăхланни палăрать: спорт керменĕсем çĕкленеççĕ, парксемпе скверсем уçăлаççĕ, кашни килте сенкер çулăм çунать, çул-йĕр тăвасси аталанать тата ыт.те. Акă çулталăк çурăра республикăра 30 пин çемье 4 миллиард та 300 миллион тенкĕ çăмăллăх кредичĕ илсе пурнăç условийĕсене лайăхлатма пултарнă. Паллах, кунта патшалăх политики тĕрĕс пулнине палăртмалла. Çак кăтарту та савăнтарать: 2006 çулта хÿтлĕхсĕр юлнă 237 ача çемьесене вырнаçнă пулсан пĕлтĕр 484 пепке ашшĕ-амăшне тупнă. Апла пулсан общество сывалса, тасалса пырать. Çынсем ырлăх патне туртăнни савăнтарать”.
Н.Федоров Чăваш Ен Президенчĕн Администрацийĕ пĕр кунхи ĕç укçин шалăвне Ача-пăча фондне хывассине пĕлтерчĕ. Çавăн пекех республикăри тĕрлĕ министерствăпа ведомство ĕçченĕсене те, муниципалитетсен пуçлăхĕсене те çак ырă ĕçе хутшăнма сĕнчĕ.
РФ Патшалăх Думин Çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев та хăйĕн пĕр уйăх шалăвне Ача-пăча фондне хывассине пĕлтерчĕ.
Малалла ЧР Президенчĕ пурлăхпа техника никĕсне пуянлатма Çĕмĕрлери ача-пăча хула больницине, Шупашкарти ачасемпе çамрăксен 1-мĕш спорт шкулне, Шупашкарти 6-мĕш ача-пăча ÿнер шкулне, Шупашкарти 185-мĕш ача садне 50 пин тенкĕлĕх сертификатсем парса саламларĕ.
ЧР Патшалăх Канашĕн социаллă политика, сывлăха сыхлас ĕç, физкультурăпа спорт комитечĕн председателĕ Ольга Зайцева Раççей Ача-пăча фончĕн Чăваш Енри регион уйрăмне Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотипе чысларĕ. Çавăн пекех вăл Николай Федоров, Константин Косачев пуçарăвне ырласа хăйĕн пĕр уйăхри ĕç укçине Ача-пăча фондне хывма килĕшрĕ.
Валентина Иванова Раççейре Ача-пăча фончĕсене йĕркелекен Альберт Лиханов çыравçа ырăпа асăнчĕ. Асăннă фонда Чăваш Енре еплерех пуçарнине куç умне кăларчĕ. “Чи малтан эпир çынсене республикăри Ача çурчĕсене пулăшма явăçтартăмăр, - терĕ вăл. - Хăшĕ-пĕри çакнашкал çуртсем пуррине те пĕлместчĕç. Каярахпа хамăр ĕçе анлăлатрăмăр: медицина енĕпе те программа кун çути курчĕ, пултаруллă ачасене те тупса палăртма шутларăмăр. Каярахпа “Онкогематологи” программа та хутшăнчĕ. Эпир çынсене яланах ырлăх енне туртăнма чĕннĕ. Мĕншĕн тесен ырă ĕç ырăпах таврăнать. Кашни марафонрах эпир ентешĕмĕрсене: “Ырлăха пайлама пĕл”, - тесе чĕнсе калаттăмăр. Кашни пуса, кашни тенкĕне ача-пăча валли пухаттăмăр. Паллах, йывăр вăхăтсем те пулчĕç. Çавна май чылай регионта Ача-пăча фончĕ саланчĕ. Эпир вара ырă çынсем пулăшнăран сыхланса юлтăмăр.
Пĕлтĕр марафонăн виçи 5 миллионпа танлашрĕ. Кăçал ытларах пуласса шанас килет, 10 миллион пухăнсан та укçа-тенкĕ хăйĕн вырăнне тупĕ. “Чакма юрамасть, хыçра - ачасем” девизпа ĕçлемелле малашне те”.
ОАО “Чувашторгтехника” тĕп директорĕ Наиль Хайрутдинов Ача-пăча фондне 110 пин тенкĕ хывнине палăртрĕ.
Раççей Ача-пăча фончĕн Чăваш Енри регион уйрăмĕ 20 çул хушшинче чылай программа хатĕрленĕ, çавна май пин-пин пепкене пулăшнă. Сăмахран, илтмен, шалкăм çапнă ача-пăчана ятарлă аппаратсемпе, медицина оборудованисемпе, тренажерсемпе тивĕçтернĕ. Çавăн пекех сахăр, шыçă чирĕсемпе нушаланакансене те пулăшнă. “Социаллă пулăшу”, “Ăшă çурт” программăсем те тивĕçлипе ĕçлеççĕ. Сахал тупăшлă çемьесене, Ача çурчĕсене, шкул интернатсене пулăшасси те йăлана кĕнĕ.
“Ачалăх ячĕпе, ачалăхшăн” марафон старт илчĕ. Ырă ĕçсен çулталăкĕнче унăн фончĕ пĕлтĕрхинчен ытларах пуласси куç кĕретех. Апла пулсан иртнĕ çулхи рекордлă виçене хыçа хăварса ырă ĕç тума васкар. Пĕрлĕхре - вăй.
Валентина ПЕТРОВА
Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"