01 марта 2008 г.
Раççей ача-пăча фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕ 20 çул тултарнине паллă тума Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен пултарулăх керменне виçĕм кун халăх йышлă пухăнчĕ. Паллах, вĕсен хушшинче шăпăрлансем ытларах пулчĕç. Вĕсен тантăшĕсем, юрă-ташăра çаврăнăçуллăраххисем, хăйсен пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Çамрăк талантсем, асăннă фонд стипендиачĕсем Виктория Степанова сĕрме купăсçă вылянă романс, Гавриил Вазюков шăрантарнă юрă залра ларакансен чунне тыткăнларĕç. Çитĕннисем те - патшалăх çыннисем, хуçалăх ертÿçисем, бизнес представителĕсем - çамрăк ăрупа пĕрле савăнчĕç паллах. Фонд юбилейне кăна пухăнман-ха вĕсем. Пĕлтерĕшлĕ тепĕр сăлтав йыхравланă кермене: нарăс уйăхĕн 28-мĕшĕнче Ача-пăча фончĕн республикăри уйрăмĕн “Ачалăхшăн, ачалăх ячĕпе” ыр кăмăллăх марафонĕ вун виççĕмĕш хут старт илчĕ. Ырă ĕçсен çулталăкĕнчи сăваплă мероприятие уçма Чăваш Республикин Президенчĕ Н.Федоров тата Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ К.Косачев хутшăнчĕç. Николай Федорович тата Константин Иосифович - асăннă марафона хатĕрленсе ирттерес енĕпе йĕркеленĕ комитетăн çум председателĕсем.
ЫР кăмăллăх марафонне Ача-пăча фончĕн уйрăмĕн правленийĕн председателĕ, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, “Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕ” АУО генеральнăй директорĕ Ю.Кислов уçрĕ.
“Пирĕн хутлăхра Ача-пăча фончĕ 20 çул ăнăçлă ĕçлет, хăйĕн пархатарлă тивĕçне чыслăн пурнăçлать. 1988 çулхи нарăс уйăхĕн 19-мĕшĕнче унăн йĕркелÿ пухăвĕ иртнĕ. 17 çул организацие В.Иванова ертсе пынă. Тавах Валентина Андреевнăна сумлă ĕçленĕшĕн”, - палăртрĕ Юрий Михайлович. Çак тапхăрта фонд утса тухнă çул-йĕрпе паллаштарчĕ, çитĕнÿсем çинче уйрăммăн чарăнса тăчĕ вăл. Юлашки 3-4 çулта ыр кăмăллăх акцийĕ вăхăтĕнче укçа-тенкĕ ытларах пухăнса пынипе пĕрлех ырă тума васкакансем те йышланаççĕ-мĕн. 2005 çулта юридици сăпатĕнче тăракансем тата уйрăм çынсем 100-ĕн пулнă, виçĕм çул - 200, пĕлтĕр - 400. Ку кăтартусем Ырă ĕçсен çулталăкĕнче тата пысăкрах пуласси иккĕлентермест. Н.Федоров Президент фонд ĕç-хĕлĕпе кăмăллă. Ăна вăл Тав сăмахĕпе чысланиех çакна çирĕплетет.
“Паянхи уяв - пĕтĕм чăваш халăхĕн уявĕ, - терĕ Николай Васильевич Ача-пăча фондне саламланă май. - 20 çул пысăк тапхăрах мар пулин те пĕлтерĕшĕ, миссийĕ çав тери пысăк. Вĕреннĕ, пĕлÿ илнĕ, чун-чĕрепе сывă та таса çынсем çак уява чăннипех хăйсен тесе йышăнаççĕ. Валентина Андреевна Иванова пуçарнипе Чăваш Енре çуралнă тепĕр уяв - тĕнче курăм, партилĕх мĕнлине пăхмасăр, тĕллевлĕ, сывă та таса çынсене, паянхи Чăваш çĕршывне аталантарассишĕн, малашлăхшăн, ачасен пуласлăхĕшĕн хыпса çунакансене пĕрлештерекен чаплă тытăм - çуралса çултан-çул вăй илсе пырать.
Пĕлтĕр, Ача çулталăкĕ, пире чăннипех савăнтарчĕ, малтанхи çулхинчен 1525 ача ытларах çуралчĕ е ÿсĕм 12 процентпа танлашрĕ. Ачасене процентпа хаклани, паллах, килĕшÿсĕр-ха. Ытарлăрах калас пулсан, Чăваш Енре 1525 çĕнĕ чун, нимпе танлаштарайми уйрăм тĕнче кун çути курчĕ. Вĕсем Чăваш çĕршывĕн, Раççейĕн историне хăйсен тÿпине хывасси иккĕлентермест. Çамрăк ăрăва аталанма, ÿсме мĕн пур услови туса паратпăр, вĕсен пурнăçне лайăхлатма тÿрремĕнех хутшăнатпăр”.
Президент çакна палăртрĕ: юлашки çулталăк çурăра кăна 30 пин çамрăк çемье çурт-йĕр çавăрма 4300 миллион тенкĕлĕх çăмăллăх кредит илнĕ. Ку вăл - патшалăх политики.
Ача çулталăкĕнче 484 тăлăх ача çемье ăшшине тупнă /2006 çулта - 237 ача/. Экономикăри, пурлăх тĕлĕшĕнчи ÿсĕмсем кăна мар вĕсем, çакă - пĕтĕм общество сывалса, тасалса пынин хаклавĕ те. Çынсем ăш пиллĕрех, пуçаруллăрах пулса пыраççĕ, ыттисен, уйрăмах пулăшу кĕтекенсен, шăпине çăмăллатма хутшăнаççĕ.
“Ырă ĕçсен çулталăкĕнче Ача-пăча фондне пин-пин тенкĕ хывнă. Унăн учредителĕсен, йĕркелекенĕсен тĕллевĕ малтан та, халĕ те, малашне те пĕрешкелех юлĕ: кашни тенкĕ чăннипех пулăшу кирлĕ ачасен пурнăçне лайăхлатма кайĕ. Эпир çапла йышăнтăмăр: ЧР Президенчĕн Администрацийĕн ĕçченĕсем пĕр кунхи шалăва ыр кăмăллăх марафонне хываççĕ. Республика министерствисемпе ведомствисенче, муниципалитетсенче вăй хуракансем те çаплах тăвасса шанатăп”, - терĕ Президент.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ Константин Косачев Николай Васильевичăн пуçарăвне ырласа çакна пĕлтерчĕ: “Эпĕ марафон пухмине хамăн тÿпене - Патшалăх Думин депутачĕн уйăхри шалăвне хыватăп. Кăçалхи нарăс уйăхĕн 1-мĕшĕнчен тÿлеве 10 процент ÿстернине шута илес тĕк иртнĕ çулхинчен тата ытларах пулать”.
Н.Федоровпа К.Косачев Çĕмĕрле хулин ача-пăча больницине, Шупашкарти Ачасемпе çамрăксен 1-мĕш спорт шкулне, Ачасен Акцыновсен ячĕллĕ художество шкулне, Ача аталанăвĕн центрне - Шупашкарти 185-мĕш ача садне пурлăхпа техника никĕсне тĕреклетме 50-шар пин тенке тивĕçме ирĕк пуррин сертификатне пачĕç.
Ыр кăмăллăх марафонне хамăр депутатсем те пуянлатма тĕв туни пирки ЧР Патшалăх Канашĕн Социаллă политика, сывлăх сыхлавĕ, физкультурăпа спорт енĕпе ĕçлекен комитечĕн председателĕ О.Зайцева хыпарларĕ: ЧР Патшалăх Канашĕн “Единая Россия” фракцийĕн депутачĕсем хăйсен пĕр уйăхри шалăвне хываççĕ.
Ача-пăча фончĕн республикăри уйрăмне йĕркелеме тÿрремĕнех хутшăнса ăна 17 çул ертсе пынă В.Иванова тухса калаçни залра ларакансене асăннă организаци утса тухнă кун-çулпа тĕплĕнрех паллашма май пачĕ.
“Пирĕн фонд хÿтлĕхсĕр ачасене пулăшма укçа-тенкĕ, япала ыйтнипе, пухнипе кăна çырлахман, - терĕ Валентина Андреевна. - Çынсене çапла калаттăмăр: “Парнесемпе пĕрле эсир ыттисене чунăр ăшшине паратăр. Çапла вара хăвăр та пуянланса пыратăр”. Ачасем ют пулма пултараймаççĕ. Этем çын пуррипе тытăнса тăрать, унра тĕрек тупать. Пĕррехинче калама çук пуйса кайрăмăр: ылтăн вăчăраллă пултăмăр. Ăна Н.Федоров Президент парнелерĕ. Ырă спонсорсем, меценатсем çултан çул хушăнса пычĕç. Вĕсен йышĕнче çĕнĕ чăвашсем, ахаль çынсем, пенсионерсем пур. Тавах вĕсене ырă ĕçе таса чунпа хутшăннăшăн.
Хальхи саманара ача чунне упраса хăварасси çивĕчленсе пырать. Çакна валли те укçа кирлĕ”.
Унăн шухăшĕпе, фонд малашне те юратăвăн ачасене хÿтĕлекен васкавлă пулăшăвĕ пулса юлĕ, тĕллевĕ унчченхиех пулĕ: “Каялла чакма юрамасть: пирĕн хÿтлĕх ачасене кирлĕ”.
Ыр кăмăллăх марафонне çулсеренех пуçаруллă хутшăнакансенчен пĕри - “Чăвашоргтехника” АУО ертÿçи Н.Хайрутдинов - пĕрлехи пухмача 110 пин тенкĕлĕх пуянлатассине пĕлтерчĕ.
Чăваш çĕрĕ ырă çынсем тĕлĕшпе чухăн мар-ха. Вĕсем сăваплă ĕçе хутшăнасси пĕрре те иккĕлентермест.
Ыр кăмăллăх мероприятийĕ вĕçленнĕ хыççăн кермене килнĕ ачасем уяв сĕтелĕ хушшине ларчĕç - Ача-пăча фончĕ вĕсене “Шупашкарти 2-мĕш çăкăр завочĕ” АУО кондитерĕсем пĕçернĕ тутлă тортпа хăналарĕ.
Ырă ĕçсем пуçланчĕç кăна-ха. Вĕсен тăсăмĕ ăнăçлă пуласса ĕненетпĕр. Паллах, çак юхăма пирĕнтен кашнийĕ хăйĕн тÿпине хывма пултарасса шанса ĕнтĕ...
Источник: "Хыпар"