За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫРĂ ĔÇ ЫВĂНТАРМАСТЬ

28 февраля 2008 г.

Алина ЛУКИАНОВА


image #127

ВĂЛ телемарафон мелĕпе иртрĕ. Унта влаç органĕсен, социаллă хÿтлĕх, общество организацийĕсен, бизнес представителĕсем хутшăнчĕç. Уява пухăннисене ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Сергей Гапликов саламларĕ.

“Ырăлăх - ашшĕнчен - ывăлне, унтан мăнукĕсене, ăруран ăрăва куçакан ĕмĕрсен пахалăхĕ, - терĕ вăл. - Ырă ĕçсен пĕлтерĕшĕ калама çук пысăк. Паян эпир, кунта пухăннисем, Ырă ĕçсен çулталăкне официаллă старт паратпăр. Пĕлтĕр Николай Федоров Президент Указĕпе çак паха пуçару обществăра меценатлăх юхăмне вăйлатас политикăн никĕсĕ пулса тăчĕ. Ăс-хакăла, сывă пурнăç йĕркине аталантарасси, йывăр лару-тăрăва кĕрсе ÿкнĕ çынсене пулăшасси - патшалăх ĕçĕ кăна мар, кашни çын тивĕçĕ те. Хамăрăн ачасене те сипетлĕхе, аслисене хисеплеме, пархатарлă пулма вĕрентсе ÿстерер. Ваттисем çапла каланă: “Ырă ĕç ывăнтармасть”. Паян çак залра нушаллисемшĕн чун ăшшине хĕрхенмен çынсем пухăннă. Вĕсем малашне те çакна сăмахпа мар, ырă ĕçĕсемпе çирĕплетсе пырасса шанатăп. Чăваш Республикин Президенчĕ ячĕпе сире пурне те кашни кун ырă ĕçсем тума васкăр тесе чĕнсе калатăп. Пирĕн кулленхи пурнăçра килĕшÿлĕх, юрату, ырăлăх, илем кăна хуçаланччăр!”

image #128ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ, культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕн министрĕ Наталья Володина “За добро. Ру” çĕнĕ Интернет-сайт тĕллевĕсемпе паллаштарчĕ. Ăна нушаллă çынсене пулăшас тата вĕсене пулăшма пултаракан çынсене ку ĕçе активлăрах хутшăнтарас тĕлĕшпе йĕркеленĕ.

Чăваш çĕрĕнче ырă чунлă çынсем яланах пулнă. Вĕсенчен культура, вĕрентÿ, медицина аталанăвĕшĕн нумай тăрăшнă меценатсене Ефремовсемпе Таланцевсене тав туса аса илмелле. Паян та вĕсен пархатарлă ĕçĕсене малалла тăсакансен йышĕ пысăк. Ача çурчĕсене, интернатсене, инвалидсене, ветерансене, ваттисен çурчĕсене, нумай ачаллă çемьесене предприятисемпе организацисем, уйрăм çынсем тĕллевлĕ пулăшаççĕ. Республикăри библиотека коллекторĕн коллективĕ çулсерен библиотекăсен фондне пуянлатма 200 пин ытла тенкĕ куçарать. Çак ырă ĕçшĕн ăна Президент Тав çырăвĕпе палăртнă. Меценатсене сцена çине кăларса чысланă май вĕсем пирки ăшă сăмах чылай каларĕç. Вĕсем те уява пушă алăпа килмен. “Чăваш Ен” фонд президенчĕ Лев Смирнов кăçал ыр кăмăллăх шучĕпе 10 миллион тенкĕ тăкаклани пирки пĕлтерчĕ. Унсăр пуçне Çветтуй Николай часавайне тума 7 миллион тенкĕ куçарнă. “Нарспи” рок-оперăна лартма 1 миллион тенкĕ уйăрнă. “Мегафон” компани “Фронтри юлташ патне шăнкăравлатăп” акцие активлă хутшăнать. Вăрçă тата çар службин ветеранĕсен общество организацийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн ертÿçи Нил Морозов çак компанин тÿлевсĕр пулăшăвĕпе усă курса “карас телефонĕпе” 45 çул тĕл пулман фронтри юлташĕпе пĕтĕм халăх умĕнче темиçе минут калаçма пултарчĕ. “Честр” строительство компанийĕ кăçал ыр кăмăллăх фондне хывакан укçа виçине икĕ хут ÿстересси çинчен те пĕлтерчĕç. Интернет-центр Шупашкарти 59-мĕш шкула инвалид ачасене килтех вĕрентме пулăшас тĕллевпе интернет-пулăшупа çулталăк тÿлевсĕр тивĕçтерме шантарать.

“Малютка” ача çурчĕн директорĕ Маргарита Задворнова “Акконд” АУО коллективне тав туса сăмах каларĕ. Ача çуртне уçнăранпах, вунă çул ĕнтĕ, çак предприяти тĕрлĕ сăлтава пула ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнă пепкесене тимлĕн пулăшса тăрать. “Туссем пурри чăнах та лайăх. Çапах та кашни ача хăйĕн çемйине тупсан, çакăн пек ача çурчĕсем пачах пулмасан тата лайăхрахчĕ. Çакăн пирки ĕмĕтленетĕп”, - терĕ Маргарита Задворнова. Шупашкарăн Мускав районĕнчи çул çитменнисен социаллă-реабилитаци центрĕ, акă, пĕлтĕр 42 ачана çемьесене вырнаçтарнă. Унăн ертÿçи Валентина Овчарова центрăн яланхи 98 тус пуррине пĕлтерчĕ, вĕсене йывăрлăха кĕрсе ÿкнĕ çамрăксене вĕренсе професси илме, ĕçе вырнаçма пулăшнăшăн тав турĕ.

Ырă ĕçсен çулталăкĕнче тăван района, тăван яла тăтăшрах кайса çÿреме, вĕсен ыйтăвĕсене татса парас ĕçе, тавралăха сыхлас, тирпей-илем кĕртес мероприятисене тÿрремĕнех хутшăнма чĕнсе калакансем те, ку тĕлĕшпе хăйсен опычĕпе паллаштаракансем те пулчĕç. Ырă кăмăллăх вăл акци мар, яланхи пурнăç йĕрки пулмалла. Тăвансене, ют çынсене те ырă сăмах кăна калани тепĕр чухне сиплĕх вырăннех пулĕ.

Уявра ачасен пултарулăх коллективĕсемпе профессиллĕ артистсен юрри-ташши кăмăла çĕклерĕ. Анчах пуринчен те ытларах хумхантараканни, чĕрене хускатса куççуль кăлараканни Ян Крюков пулчĕ. Çамрăк каччă-инвалид, костыльсемпе те асапланса, аран-аран утать. Анчах та вăл пукан çине ларса илемлĕ сассипе юрлама пуçласан йăлтах манатăн. Хăй çырнă “Преодоление” юрра Ян йывăрлăхра пулăшса тăракан çывăх тусне халалланă. Çакăн пек çынсене шăпах ĕнтĕ ыр кăмăллăх пурăнма вăй-хал парса тăрать.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика