10 января 2008 г.
ЫР сăмах юмана та чун панă тет. Ваттисен кĕске çак каларăшĕнче чăваш халăхĕн философи шайĕнчи шухăш тарăнлăхĕ яр уççăн курăнать. Пирĕн мăн асатте-асаннесем сăмах вăйне, ырăлăх чĕрĕлÿпе танлашнине çамрăк ăрăва сăнарлă каларăшсем урлă ăнлантарма тăрăшнă.
Вĕсен сăмахĕсем нихăçан та кивелмеççĕ, паянхи куншăн та пĕлтерĕшлĕ, кирек мĕнле лару-тăрура та вырăнлă. Кунта вара чи кирли - ĕмĕрсенче пухăннă çак опыта, пĕтĕмлетÿсене чунпа йышăнакан çынсем ытларах пулни. Ырă сăмахсен витĕмĕпе ырă ĕçе тытăнакансен йышĕ ÿссен тем пекехчĕ. Çак пархатарлă пулăм кăçал - Ырă ĕçсен çулталăкĕнче - уйрăмах вăй илсе аталанасса шанас килет.
Чăваш Ен Президенчĕ Николай Федоров 2008 çула Ырă ĕçсен çулталăкĕ тесе Указпа çирĕплетрĕ, вăл халăх пурнăçне лайăхлатас, общество институчĕсене аталантарас тĕлĕшпе иртнĕ çулсенче пурнăçланă пысăк ĕçсен тăсăмĕ пулнине палăртрĕ. Çемье, Садсемпе парксен, Ăс-хакăл çутлăхĕн, Ача çулталăкĕсем самана улшăнăвĕсенчи йывăрлăхсене пула хытнă чĕресене кăштах та пулин çемçелме пулăшрĕç пек туйăнать. Ыр кăмăллăх мероприятийĕсене, çав шутра - Чăваш Енри Ачасен фончĕ çулсерен ирттерекен марафона, çуркуннехи Ырă ĕçсен эрнине, хутшăнса тÿпе хывакан предприяти-организацисен, учрежденисен, уйрăм çынсен йышĕ ÿснине палăртма кăмăллă.
Юлашки вăхăтра тăлăх ачасене çемье хÿттине илес туртăм вăйланчĕ. Çавна май темиçе çул каяллахи аса килет. Ялта пурăнакан пĕр хĕрарăм ывăлĕ ÿссе ура çине тăнă хыççăн пилĕк ачана усрава илнĕччĕ. Ун чухне ку утăм чылайăшне тĕлĕнтернĕ пулас, тиркешкелесе калаçакансем те пурччĕ: ара, тулăх пурăнакан, лайăх шалуллă, ырă мăшăрлă хĕрарăма ют ачасем мĕн тума кирлĕ-ха? Паллах, хуçалăхра ĕçлеме. Ачисем вара ытларахăшĕ вĕт-шакăрччĕ. Çын сăмахĕ... Ун пеккине илтме кăмăллах марччĕ пулĕ-ха хĕрарăма, анчах усрава илнĕ ачисем “анне” тени, тăван ывăлĕ вĕсене шăллĕ-йăмăкĕсен вырăнне хурса пулăшни хĕрхÿ сăмахĕсене манма пулăшнă. Паллах, ачисене алă устарса лартман - ĕçе хăнăхтарнă, кăмăлĕ кашнин расна пулсан та çемье килĕшÿлĕхне хаклама вĕрентнĕ. Çак ачасем тахçанах ÿссе çитĕннĕ ĕнтĕ, хăйсем çемьеллĕ, амăшне ĕçе, пурнăçа вĕрентнĕшĕн чунтан тав тăваççĕ.
Пурнăçра тивĕçлĕ вырăн йышăнасси ачалăхра мĕнле воспитани илнинчен килнине пурте пĕлетпĕр. Кунта çемье пĕлтерĕшĕ уйрăмах пысăк. Ачан пĕр-пĕриншĕн яваплă пулас туйăмĕ, ĕçченлĕхĕ ашшĕ-амăшĕн тĕслĕхне кура аталанать. Çавăнпа та хÿтлĕхсĕр юлнă ачасене хăйсен çунатти айне илсе ÿстерекен çемьесем тав сăмахне тивĕçлĕ. Паллах, ача çуртĕнче вĕсене лайăх пăхма, аталантарма тăрăшаççĕ-ха. Анчах çемье ăшшипе ăçтан танлаштарăн-ха? Унта йăлтах “пирĕн” пулсан, килте манăн аннепе манăн атте-çке. Çĕрпÿпе Сĕнтĕрвăрри районĕсенчи çакăн пек темиçе çемьере пулса курнăччĕ. Пĕри те ачасăр çемье мар, анчах кашниех “ют” ачасене чăннипех тăванла туйăмпа йышăннă, юратса ÿстереççĕ. Иртнĕ кĕркунне акă район центрĕнче пурăнакан икĕ ачаллă çамрăк мăшăрпа паллашрăм. Шупашкарти “Малютка” ача çуртĕнчен икĕ уйăхри пепкене илсе кайрĕç. “Юлташсемпе килнĕччĕ те, çак пепкене куртăмăр, чĕре ыратса кайрĕ, вăл хамăрăн пек туйăнчĕ”, - терĕ çамрăк амăшĕ çывăракан ачана ачашласа.
Ырă ĕçсен çулталăкĕнче пĕр-пĕрне тупнă ашшĕ-амăшĕпе ачисен çемйисенче пулса вĕсен пурнăçĕ мĕнле йĕркеленсе пыни çинчен вулакансене пĕрре кăна мар каласа парăпăр-ха. Паллах, вĕсен тĕслĕхĕпе йыш хушма, тĕрлĕ сăлтава пула, кашнинех май килмест. Анчах ку ырă ĕçсенчен аякра тăмаллине пĕлтермест. Эсир те инкеклисене пулăшма пултаратăр. Йĕри-тавралла çаврăнса пăхăр-ха: тен, сирĕн урамра, ялта тăнăçсăр çемьесем пур, ачисене пулăшу кирлĕ, е сусăр, пĕччен ватă ниçта та тухса çÿреймест, аптекăран - эмел, лавккаран апат-çимĕç кÿрсе памалла, шыв ăсса кĕртмелле, урай çумалла... Ан ÿркенĕр, ыттисемпе тимлĕ пулни чунăра тасалма пулăшĕ, сăвап кÿрĕ. Çынна тиркессинчен, кĕвĕçÿрен пăрăнни те, харкашусăр пурăнни те, кÿршĕсене ăшшăн сăмах чĕнни те, ачасемпе çамрăксене йăнăш тăвасран асăрхаса тăни те Ырă ĕçсен çулталăкĕн паллисем пулĕç.