30 января 2008 г.
...хĕрхенетĕп сана: йывăр мар-и
Ху куçу пек тулли ик витре?
* * *
Ĕçпе пирĕн хĕрсем пике мар та,
Сан çапах хул пуççийĕ чечен.
Эп ялтан тахçанах тухса тартăм,
Анчах чунăм ман халь те хресчен.
П.ХУСАНКАЙ.
Чăваш хĕрарăмĕ тясĕмлĕ, чăтăмлă, ĕçчен. Йĕпреç районĕнчи Çĕнĕ Выçлинчи Ивановсен çемйинче пулнă хыççăн çак ăнлав тĕрĕссине тепĕр хут туйса илтĕм. Кил хуçи хĕрарăмĕн Надежда Исаевнăн ĕçченлĕхĕпе пултарулăхĕнчен халĕ те тĕлĕнме пăрахаймастăп. Сăмах май, кăçал Ырă ĕçсен çулталăкĕ пулнине шута илсе “Хыпар” Издательство çурчĕ нумай ачаллă çемьесене “шефа илме” палăртрĕ. Кашни уйăхрах эпир тĕрлĕ районти çакнашкал çемьесене çитĕпĕр, парнесем парса хавхалантарăпăр, вĕсен пурнăçĕпе паллаштарăпăр.
Малтан çялерех асăннă Ивановсен çемйине суйланин сăлтавне те уçам.
Ача çулталăкĕнче Сергей Витальевичпа Надежда Исаевнăн кил-йышĕнче харăсах икĕ тĕпренчĕк сасă панă. Уйăх çурăри Агнешăпа Виталиксăр пуçне Ивановсен çемйинче пиллĕкри Виолеттăпа виççĕри Иçида та пур. Шăллĕпе йăмăкĕшĕн питĕ хĕпĕртенĕ вĕсем. Пепкесене халь черетпе сăпкара сиктереççĕ.
Аслă урамран пăрăнса кĕрекен тăкăрлăк вĕçĕнче Кĕтне шывĕ хĕрринчи улах вырăнта пурăнаççĕ Ивановсем. Вĕсен урамалла виçĕ чяречеллĕ йывăç пяртне часах шыраса тупрăмăр. Пахчара виçĕ кашта ача кипки çакăнса тăни те кунта нумай ачаллă çемье пурăнни çинчен систерчĕ.
Пире пярте кĕрсенех çăкăр çырттарчĕç. Йĕкĕреше куç ан яктĕр тесе ĕнтĕ. Ачасене пăхма пынă Раиса Максимовнăпа /вăл ачасен асламăшĕ/ Надежда Исаевна кĕтсе илчĕç. Виталик асламăшĕн аллинче ачашланнă вăхăтра Агнеша сăпкара выртать. Виççĕри Изида, асламăшĕн кĕпи аркинчен тытнăскер, пирĕн çине хăп-хăмăр куçĕсемпе шăтарасла тинкерчĕ. Надежда Исаевна килти ĕçсенчен пушанайманччĕ.
Кĕçех Çĕнĕ Выçлинчен шкулăн хатĕрленя класне çярекен Виолетта та çитрĕ. Вăл та Изида пекех çап-çавра питлĕ, хăмăр куçлă.
Эпир хĕрачасене “Хыпар” Издательство çурчĕ ячĕпе якермелли альбомсем, сăрăсем, фломастерсем парса хавхалантартăмăр. Йĕкĕреше çĕнĕ кипке-йĕм, Надежда Исаевнăна ачисемпе пĕрле вулама улăп çинчен çырнă халапсен кĕнекине патăмăр. Парнесемшĕн чунран хĕпĕртерĕç вĕсем.
- Чылайăшĕ паян иккĕмĕшне çуратасси пирки те нумай шухăшлать. Эсир виççĕмĕшне çуратма епле шикленмен?
- Пытармастăп, ывăл “шыранăччĕ” эпир.
- Йĕкĕреш пулассине хăçан пĕлтĕр? Çак хыпара епле йышăнтăр?
- Пĕрремĕш хут УЗИ пăхнă чухне /12 эрнере/ сирĕн йĕкĕреш пулать тесен тярех макăрса ятăм. Те савăннипе, те кăштах шикленнипе... Упăшкана шăнкăравласа каларăм та вăл та куççуль тухрĕ терĕ. Маларах эпир иккĕшĕ те ывăл пуль тенĕччĕ, вĕсем арçын ачапа хĕрача пулнине çуралсан кăна пĕлтĕмĕр.
- Йăхра йĕкĕрешсем пулнă-и?
- Сергей кукамăшĕ йĕкĕреш хăраххи пулнă.
- Сирĕн кашни ачан хăйне евĕр ят. Унашкал ятлисем ялĕпе те çук пуль?
- Чăнах та çук. Виталике эпир аслашшĕн ятне патăмăр. Агнеша грек чĕлхинчен куçарсан таса тенине пĕлтерет. Виолетта ятлă чипер хĕре кинора курнăччĕ. Ача çуратмалли çуртра пĕр хĕрарăм хăйĕн хĕрачине Изида ят хунă терĕ те - манăн та çав ята парас килчĕ. Изида Пархатарлăх туррине пĕлтерет.
- Ашшĕ ытларах ывăлшăн хĕпĕртерĕ пуль-ха?
- “Иккĕш те хĕр пулсан та нимĕн те каламастăмччĕ”, - тет халь. Тăваттăшне те питĕ юратать вăл. Пĕчĕккисене пăхма çĕрле те тăрса пулăшать.
- Йĕкĕреше йăтса çяреме, пăхма та чылай кансĕртерех-тĕр. Ялта тата килти хуçалăхра ĕç нумай.
- 36 эрнерех çуратрăм эпĕ. Виталик 2300 грамм таятчĕ, Агнеша - 1800. Малтан тыткалама та хăраттăм. Телее, ят аван хушса пыраççĕ. Маларах иккĕшне те пĕр сăпкана хураттăм. Халĕ вĕсене унта тăвăр ĕнтĕ. Кăнтăрла иккĕшĕ те пĕр харăс макăрнă чухне Виталике Виолеттăна тыттаратăп. Çĕрле ачасене упăшкапа ылмашăнса йăтатпăр.
Пĕччен тĕк килти ĕçсене тума вăхăт тупаяс та çук пуль. Çичĕ ĕне усратпăр, халь виççĕшне сăватпăр. Унсăр пуçне кайăк-кĕшĕк чылай. Юрать, хунямапа 7-мĕш класа çярекен шăллăм Петя ачасене пăхма пулăшаççĕ. Петя Виолеттăпа Изидăна та хăех çитĕнтерчĕ.
- Ялсенче иккĕмĕшне е виççĕмĕшне çуратакан хĕрарăмсене “250 пин тенкĕшĕн çуратаççĕ” тесе сăмах тĕртсе кярентереççĕ. Те кĕвĕçни ĕнтĕ ку? Сирĕн енче те çапла-и?
- Çапла, “500 пин тенкĕ илетĕн ĕнтĕ халь”, - теççĕ.
- Ялта пурăнакан çамрăк çемьесен йывăрлăхĕсем пирки те асăнар-ха.
- Пĕрремĕшĕнчен, ялта ĕç вырăнĕ çукки чăрмав кярет. Ĕç пулнă тăк эпĕ ют яла ĕçлеме çярес çук, упăшкам та Мускава каймĕччĕ. Иккĕмĕшĕнчен, шалу питĕ пĕчĕк ялта. Вăл укçапа çурт та çĕклеймĕн, ачасене те çитĕнтереймĕн. Тата мана йĕкĕреше пăхнăшăн пĕриншĕн кăна укçа тялени те пăшăрхантарать.
300 хуçалăхлă ялта ача сачĕ те çук. Кяршĕ ялта, Хурамалта, пур-ха вăл, анчах унта 4 çухрăм утмалла. Аслă классемшĕн кăна шкул автобусĕ те çяремест. Аслă хĕрĕмсене ача садне питĕ ярас килет те... Унта пĕрех ытларах аталанаççĕ вĕсем.
- Яла юлнишĕн кулянмастăр-и?
- “Эп хулара пурăнаяс çук, ялтах лайăх. Пысăк пярт туса лартатпăр та хуларинчен начар мар условисенче пурăнма пуçлатпăр”, - тет мăшăрăм.
Мана хама та ялта питĕ килĕшет. Пирĕн тăкăрлăкра яланах сип-симĕс курăк ясет, пылчăк çăрăлмасть. Юнашарах Кĕтне юхса выртать. Пĕчĕк кялĕсем сарăлса выртаççĕ, вăрман кашлать... Пире пурте: “Çăтмахра пурăнатăр”, - теççĕ. Çак çăтмаха епле-ха хулапа улăштарăн?
- Сирĕн çемьере кам хуçа?
- Сан, ман - уйăрман. Мĕн пур ĕçе пĕрле канашласа тăватпăр. Вырăнти “Патман” хуçалăх механизаторĕпе Сергей Витальевичпа Хурамалти ветерансен çурчĕн социаллă ĕçченĕ Надежда Исаевна 2002 çулта çемье çавăрнă. Паян вĕсем Çĕнĕ Выçлинчи чи килĕшяллĕ мăшăрсенчен пĕри шутланаççĕ. Çутă ĕмĕтпе пурăнаççĕ халь Ивановсем. Кăçал çулла çĕнĕ çурт туса лартасшăн вĕсем. Строительство материалĕсем туянас тесе Сергей вунă çула яхăн Мускава ĕçлеме çяренĕ. Кăçал кăна вăл мăшăрне йывăр тесе вырăнти хуçалăхра вăй хунă. Пярт лартма укçа-тенкĕ пухас тесе Ивановсем вăкăрсем те самăртса сутнă. Кунсăр пуçне икĕ пахча çĕр улми, кишĕр, купăста çитĕнтереççĕ, çур пахча çĕр çырли ястереççĕ. Çав вăхăтрах Сергей икĕ кĕпçеллĕ пăшалпа сунара кайма, пулла çяреме те вăхăт тупать. Кайăк-кĕшĕкне, пуллине тытассишĕн мар, чунпа канса киленме.
Надя вара торт, пицца, кукăль-çăмах пĕçерме ăста. Ялта пĕр туй та унăн торчĕсĕр иртмест-мĕн. Ахальтен мар ĕнтĕ хунямăшĕ “кинĕн аллисем ылтăн” тесе хĕпĕртесе пĕтереймест. Сăмах май, Раиса Максимовна каласа панă тăрăх, ĕлĕк ку тăрăхри хĕрарăмсем 9-12 ача таран çуратнă. Шел те, халĕ ачасен йышĕ чаксах пырать-мĕн. 2007 çулта, сăмахран, Çĕнĕ Выçлире 4 ача кăна çуралнă. Кăçал 1-мĕш класа 6 ача кайĕ.
Мĕнех, 34-ри Сергейпе 30-ти Надьăн çутă ĕмĕчĕ пурнăçлантăрччĕ. Ивановсен йăхне малалла тăсаканĕсен кун-çулĕ те телейлĕ, ырлăхлă пултăрччĕ.