21 ноября 2008 г.
Ăш пиллĕхпе ырăлăх... Пур-ши вĕсен хушшинче уйрăмлăх? Е пĕр япаланах икĕ сăмахпа калатпăр? Этем нумай та çын сахал тенине кура манăн ыр çын чылай та ăш пилли сахал тесе калас килет. Çак шухăша çирĕплетме тĕслĕхсем илсе пани вырăнлă. Пирĕнтен кашниех ырă пулма пултарать.
КĔРХИ çумăрлă çанталăк. Çил ачисем алхасса питрен-куçран чĕпĕтеççĕ, кăтăклаççĕ, ĕнсерен кĕрсе пальто аркинчен тухаççĕ. Сивĕ сывлăш та хăвалать хыçран. Часрах çитесчĕ ăшă пÿрте. “Мăр-р” - сасартăк татать шухăш çăмхине çинçе сасă. Мĕн тери ачаш туйăмсем вăратать-ха вăл! “Пулăшсамччĕ мана”, - тенĕн туйăнать. Ăшри черченкĕ хĕлĕхсене сĕртĕнет пĕчĕк чун йăлăнăвĕ. Сивĕпе ĕнтĕркенĕ кушак çурине алла илетĕп те киле васкатăп. Темшĕн çилĕ те, сивви те йăвашланнă пек туйăнать халĕ. Пĕçукпа иксĕмĕр /ăна валли эпĕ ят та тупма ĕлкĕртĕм ĕнтĕ/ пурнăç çулĕпе малалла талпăнатпăр...
Чăн-чăн ырă ĕç, çав вăхăтрах ăш пиллĕхлĕ те. Ним шутламасăр теприне пулăшу аллине тăснине нимĕн те çитмест. Пĕр-пĕр ĕç тăвас умĕн çакăн евĕрлĕ иккĕленсе тăрсассăн: “Мĕн кĕтет-ха мана кун хыççăн? Мĕнле усă кÿме пултарать? Хама япăх пулмасть-и?“ Кунта нимĕнле ăш пиллĕх çинчен те калаçмалли çук.
Ман шухăшпа, ăш пиллĕх - пĕр-пĕрне хисеплеме пĕлни, хăвăн çинчен мансах çывăх юлташна пулăшма хатĕр пулни, кашни этемрех, çав шутра пурнăçăн чи аялти картлашки çинче тăракансенче çынлăх туйăмĕсене вăратасси, ултав-суя урине “упаленме тытăнсанах” çапса хуçасси.
Чăн ăш пиллĕхлĕ пулма питĕ йывăр. Пирĕн чуна яланах шĕкĕ кăшлать. Таçтан тухакан сасă урăхларах тума йыхăрать. Усалĕ айăкранах тĕксе тăрать.
Ачасем вара туйăмсене пытарма пĕлмеççĕ. Мĕн шутлани-туйнине куçранах, уççăн пĕлтереççĕ. Суя та вĕсемшĕн ют. “Устами младенца глаголит истина”, - тесе ахальтен каламан ĕнтĕ вырăссем. Тĕпренчĕксем пурне те ырлăхпа телей кăна сунаççĕ. Кăмăлĕпе начар çынсене тÿрех уйăрса илеççĕ.
Ырă ĕçсене ырă ĕçсен çулталăкĕнче çеç тăвас марччĕ. Ырăлăхпа ăш пиллĕхе ĕмĕрĕпех тĕпе хурса пурăнасчĕ!
Ольга ИВАНОВА.