За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЙЫВĂÇСЕМ ТАВРАНА ИЛЕМ КŸРĔÇ...

21 ноября 2008 г.

Ив. САЛАНДАЕВ.

Анат Чаткасран Хĕрлĕ Васана тăсăлакан асфальт çул хĕрринчи сенкер кÿлĕ таçтанах курăнать. Çу кунĕсенче кунта ача-пăча шыва кĕрсе савăнать, кайăк кăвакалсемпе кайăк хурсем вăй пухаççĕ. Пушă вăхăтра алла вăлта тытса ларма та пултаратăн. Çак кÿлле Чаткассем «Фадеев кÿлли» теççĕ. Ăна ку ялта çуралса ÿснĕ, çирĕм çул ытла район пуçлăхĕнче ĕçлекен В.П.Фадеев тăрăшнипе чавтарнă. Çулсем иртĕç, Валерий Петрович та шур сухаллă пулĕ - кÿлĕ ячĕ вара халăхра упранĕ.

Иртнĕ уйăхра Хĕрлĕ Васана кайнă чухне кÿлĕ хĕрринче ĕçлекен ачасене куртăм. Ю.А.Воробьева учительница ертсе пынипе вĕренекенсем кунта çамрăк чăрăшсем лартаççĕ, хыççăнах шăварса пыраççĕ.

- Ик çĕр тĕпрен кая мар лартрăмăр, - пĕлтерчĕ Юлия Александровна. - Кашни йывăç чĕрĕлсе тавралăха илем кÿтĕр тесе тăрăшатпăр.

Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Л.Н.Петрова та Ырă ĕçсен çулталăкĕнче тăван тавралăх илемĕшĕн ял-йыш нумай тăрăшни çинчен каларĕ. Акă Çамрăксен урамĕнче кÿлĕ чавтарнă. Ун йĕри-тавра йывăç-тĕм лартасшăн, выльăх сиенлесрен карта тытасшăн. Кунта ытармалла мар илемлĕ кану вырăнĕ тума ĕмĕтленеççĕ ял тăрăхĕнче ĕçлекенсем.

Чиркÿ патĕнчи таса кÿлĕ тавра та кăçал яштака пилешсем лартнă. Икĕ-виçĕ çултан пулă тытма та май пулĕ.

Шыва кĕрсе чуна тасатмалли пура патне анма тимĕр-бетон плита сарнă, картлашкасем тунă. Ку вырăна Чаткассем çеç мар, урăх çĕртен те килсе çÿреççĕ, ырă ĕçшăн чĕререн тав тăваççĕ.

Ял тăрăхĕ тата вырăнти депутатсем тирпей-илемшĕн нумай тăрăшаççĕ. Тĕрлĕ çĕрте сакăр контейнер вырнаçтарнă, пухăннă çÿп-çапа кашни ытлари кунах ятарлă машина тиесе каять. Çынсем çакăнпа питĕ кăмăллă, вун-вун çул татса парайман тасамарлăх тăкмалли вырăн ыйтăвĕ кăçал тинех татăлчĕ.

Статья пуçламăшĕнче Хĕрлĕ Васан ялне асăннăччĕ, халĕ çак пĕчĕк яла та çитсе курар-ха. Тирпей-илем кĕртес тĕлĕшпе кунта питĕ нумай ĕç тунă. Ял çыннисем асфальт сарса панăшăн Чăваш Республикин Президентне тата район пуçлăхне тав туса пĕтереймеççĕ.

- Асфальт çул хĕррипе тата ял урамне пилешсем лартас килет, - терĕ ялта пурăнакан В.Корчагин. - Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Лариса Николаевна хунавсемпе тивĕçтерме шантарчĕ-ха. Халĕ ĕлкĕреймесен çитес çуркунне лартатпăрах!..

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика