За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » “КУН-ÇУЛĂМА АЧАСЕНЕ ХАЛАЛЛАРĂМ...”

03 декабря 2008 г.

Валентина СМИРНОВА ЫР КĂМĂЛЛĂХ МАРАФОНĔ

- ПИРĔН центра юн тытăмĕн чирĕсемпе, усал шыçăпа нушаланакан ачасене сиплес тĕллевпе йĕркеленĕ. Район-хулари 30 çамрăка пĕр харăсах йышăнма пултарать вăл. Сипленме, пушă вăхăта усăллă ирттерме услови çителĕклех. Центра полихими терапийĕ ирттермелли кăткăс оборудованипе туллин тивĕçтернĕ. Интенсивлă программăсене ĕçлеттерсе ачасене пахалăхлă сыватнин кăтартăвĕсем пĕтĕм Раççейринчен кая мар.

Витĕмлĕ мелсемпе усă курни санитарипе эпидемиологи ыйтнине çирĕп пăхăнма хистет. Хими терапийĕ ирттернипе пĕрлех хаклă антибиотиксемпе, кăмăска чирне хирĕç кĕрешмелли препаратсемпе хушма сиплев тумалла. Юн компоненчĕсемпе унăн плазминчен хатĕрленĕ препаратсен пĕлтерĕшĕ кун пек чух уйрăмах пĕлтерĕшлĕ, иммуноглобулин, альбумин, юна кĕвĕлтерекен факторсем, интерлейкин питĕ кирлĕ. Пĕрремĕш хут илсе килнĕ пациента юн компоненчĕсем, эритроцитарлă масса, тромбоцитарлă пластинка вăхăтра яни ăнăçлă сиплевĕн пуçламăшĕ шутланать. Хăш-пĕрне инфекци лекес - юн сепсисĕ пуçланас - хăрушлăх пур. Пирĕн центрта гемофилипе - юн кĕвĕлменнипе нушаланакансем вăхăтăн-вăхăтăн сипленеççĕ. Республикăра вĕсем - 22-ĕн. Пурне те пурнăç тăршшĕпех хăйсен юнĕнче çитмен VIII тата IX факторсем ярса тăма тивет. Çавсене донор юнĕн плазминчен кăна илме пулать.

Хаклă йышши препаратсемсĕр пуçне çапла вара шăнтса хунă плазмăпа анлăн усă куратпăр. Унпа пире республикăри юн илекен станци туллин тивĕçтерет. Кирлĕ самантра - çĕрле-и е канмалли кун-и - васкавлăн уйăрса парать. Чирлĕ ачасене малтанхи тапхăртах юн компоненчĕсем вăхăтра яни - вĕсене сыватас енĕпе тунă пĕрремĕш ырă утăм. Онкогематологи уйрăмне сиплев препарачĕсемпе тивĕçтерсе тăнăшăн асăннă станци коллективне чĕререн тав тăватпăр. Çавăнпа пĕрлех республикăра плазма центрĕсем, Киров хулинче унăн заводне тума палăртнине ырласа кĕтсе илтĕмĕр. Апла тăк кирлĕ хатĕрсене тупса илме малашне тата çăмăлрах пулать.

Юн тата унăн тытăмĕн онкогематологи чирĕсемлĕ ачасене сиплесси патшалăхшăн чăннипех хакла ларать. Вăл вара хăйĕн çамрăк гражданĕсемшĕн нимĕн те шеллемест, пирĕн патри пĕтĕм пулăшу - тÿлевсĕр.

ЧР Президенчĕ Н.Федоров центр ĕç-хĕлĕпе интересленсех тăрать, кунта вăл темиçе хут та пулнă. ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви пирĕн ыйтусене çийĕнчех татса парать, ача-пăчана юн чирĕсенчен хăтарассине вăл хăй хÿттине илнĕ.

Сиплев лăпкă лару-тăрура ирттĕр, вăхăтлăх йывăрлăха лекнĕ ачасем килти пек туйччăр тесе кунти ĕçченсем куллен тăрăшаççĕ. Хăшĕ - 5-6 уйăх, тепри 2 çул таранах пулать кунта, виççĕмĕшĕ сиплевĕн темиçе курсĕ хыççăнах ураланать. Тĕрĕссипе, самайланасси чир-чĕрĕн мĕнле тапхăрĕнче пулăшу ыйтнипе çыхăннă. Çавăнпа та ашшĕ-амăшĕн тĕпренчĕкĕсен сывлăхĕпе интересленсех тăмалла.

Республикăра 1991 çултанпа хими терапийĕн пысăк эффективлă мелĕсене ĕçе кĕртрĕмĕр. Çакăн усси куç умĕнчех: пациентсен 75 процентне /хăш-пĕр чир-чĕр тĕлĕшпе 85 процент таранах/ туллин сывататпăр. Центрти сиплев хыççăн та вĕсен пурнăçĕпе интересленсех тăратпăр. Ачасем реабилитаци учрежденийĕсенче - “Хĕрлĕ парăс”, пирĕн больницăн ятарлă центрĕнче сывлăха тĕреклетеççĕ, психологи енĕпе, социаллă реабилитаци илеççĕ.

Юн тытăмĕн шыçă чирĕсене парăнтарма май килмест тесе ĕнентернĕ тапхăр та пулнă. Хальхи пысăк технологи программисемпе онкогематологие çĕнтерсе пыратпăр. Пациентсен 100 процентнех ура çине тăратасси пирки калаçатпăр паян. “Туннель вĕçĕнчи çутă” текен ăнлав пур. Йывăр амак аллине лекнĕ ачасем ăна сиплеве килнĕ пĕрремĕш кунранах курса тăччăр, ун патне çитме пултарас шанчăка ан çухатчăр тесе хамăртан килнине пурне те тăватпăр. Ăста та пултаруллă, хăйсен ĕçне чунран парăннă специалистсем çамрăк пациентсен нушине чĕрепе туяççĕ. Чылайăшĕ центра уçнăранпах кунта вăй хурать. Коллектив çирĕп: 4 врач, аслă 1 медсестра, 12-шер медсестра тата санитарка. Тухтăрсем - 1-2 категори специалисчĕсем, пурте ЧПУран вĕренсе тухнă, специализаци, сертификат илнĕ. Аслă медсестра аслă пĕлÿллĕ, интернатура пĕтернĕ.

Мускаври ача-пăча гематологийĕпе онкологи институчĕ йĕркеленĕ юн чирĕсене тĕпчекен 3 мультицентр ĕçне чылайранпа хутшăнатпăр. Çакă тухтăрсен пĕлĕвне, квалификацине ÿстерме пулăшать. Асăннă центра ертсе пыракан Александр Карачунский тĕрлĕ хулана çитсе ĕçлĕ тĕл пулусем ирттерет. Кăçал Шупашкарта регионти канашлу пухăнчĕ, унта Чулхула, Ульяновск, Мари Эл, Чăваш Республикин сиплевçисем хутшăнчĕç, ачасене лимфопластлă лейкоз чирĕнчен сыватассипе çыхăннă ыйтусене сÿтсе яврĕç, сиплев пахалăхне ÿстересси, кăтартусене лайăхлатасси пирки калаçрĕç. Пирĕн специалистсен ĕçне пухăннисем пысăка хурса хакларĕç.

Ырă ĕçсен çулталăкĕнче онкогематологи центрне пулăшас текенсем чăннипех нумай пулчĕç. Тĕрĕссипе, яланхи спонсор та нумай пирĕн. Вĕсен шутĕнче - пĕтĕм Раççейри ача-пăча фончĕн республикăри уйрăмĕ, “Макдоналдс” компани тата ыттисем. Ачасене стационар условийĕсенче пахалăхлă сиплевпе тивĕçтерме, вĕсен кăмăлне çĕклеме хавхалантарсах тăраççĕ вĕсем. “Химпром” панă телевизорсем, холодильниксем, видеоаппаратура, МТВ-центр тивĕçтернĕ электроплитасем, кĕпе çумалли машинăсем центра хăтлăх кÿреççĕ. “Реклама технологийĕсем” агентство палатăсен, пÿлĕмсен интерьерне çĕнĕ сăн кĕртнĕ май килен-каянран: “Епле илемлĕ сирĕн патра, тăван килти пекех”, - тенине пĕрре кăна мар илтетпĕр. Уйрăм çынсем пулăшаççĕ тата, памперс, çемçе тетте параççĕ. Пĕр çамрăк çын пирки уйрăммăн калас килет. Кашни çулах вăл центра мĕнле эмел ытларах кирлипе интересленет те ăна 10 пин тенкĕлĕх туянса килет. Ятне-шывне пĕлместпĕр, каламасть. Ырă ĕçе чунĕ хушнипе кÿлĕнни пирки пĕрре те иккĕленместпĕр.

“Единая Россия” политика партийĕн хастарĕсем те чирлĕ ачасен шăпине çăмăллатма хутшăнаççĕ. Вĕсем йĕркеленĕ лекотека-библиотекăна ачасем пушă вăхăтра хаваспах çÿреççĕ.

“Контур-Экспо” кăçал пире шăнтнă плазмăна ăшăтмалли ятарлă оборудовани парнелерĕ. Унпа халĕ куллен усă куратпăр. “Ашшĕ-амăшĕпе ачасем рака хирĕç” общество организацийĕн пулăшăвĕ те курăмлă /ăна Елена Тишкина ертсе пырать/. Йывăр вăхăтра хăйсен тĕпренчĕкĕсене ура çине тăратма май туса панă вĕсене. Халĕ вара хăйсем те пархатарлă ĕçе сумлă тÿпе хывма тăрăшаççĕ: сайра тĕл пулакан ушкăнри юн кирлĕ-и - шырава пикенеççĕ, радиокăларăма, телекурава пĕлтерÿсем параççĕ. Вĕсен чĕнĕвĕпе вун-вун çын чирлĕ ачасене пулăшма васкать.

Пирĕн пациент пулнисем, тĕрĕссипе, пурнăçа хаклама пĕлеççĕ. Вĕсен хушшинче аслă шкул пĕтерсе ăсчаха çитнисем, тĕрлĕ шайри ертÿçĕ пур. Çирĕп тĕллевлĕскерсем кун-çула хăйсем йĕркелесе тăраççĕ, киревсĕр ĕçпе аппаланма вăхăт çук вĕсен.

Эсĕ пулăшнипе вăй илсе тĕрекленнĕ, халăха юрăхлă пулса тăнă çамрăк ăрушăн епле савăнмăн-ха? Çакă - пирĕн ĕçĕн чи пысăк хаклавĕ, унран пахи урăх çук.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика