10 октября 2008 г.
ЧУНРИ йывăрлăха çын çине кăларма юратмастпăр эпир. Ăшра, чĕрере усранăран кăмăл пăсăлать, сывлăх хавшать.
Ун пек чухне психологсемпе канашлама хушаççĕ. Эпĕ те пĕррехинче чунра капланнă йывăр шухăшсене пусарас, пĕчченлĕхре пулас тесе ĕç хыççăн Атăл хĕррине антăм. Сисмен те, чиркÿ тĕлне çитсе тăнă. Турă çуртне кĕрсе çурта лартнă хыççăн картишне тухрăм. Темшĕн чĕре лăпланаймарĕ-ха, кампа та пулин чуна уçса калаçас, канаш ыйтас килчĕ. Ман хыçранах вăрăм хура тумтир тăхăннă хĕр тухрĕ те сак çине пырса ларчĕ. Эпĕ те ун çумне вырнаçрăм. Ытла та çамрăк-çке вăл! Çутăскер хăй, йăваш куçĕсемпе çĕрелле пăхса ларать. Пиçсе çитнĕ çырла евĕр хĕре мăнастире кайма мĕн хистенĕ-ши? Ыттисем пек ташă каçĕсенче те савăнас килмест-ши? Хитре кĕпе е джинс шăлавар тăхăнса каччăсен пуçĕсене çавăрттарас кăмăл та çук-ши? Лайăх упăшка, ача-пăча пирки те ĕмĕтленмест-ши? Тÿрех вун-вун ыйту çуралчĕ, хамăн йывăр шухăшсем те сĕвĕрĕлчĕç. Шиклене-шиклене сăмах хускатма хăтланса пăхрăм. Чăрмантарнăшăн каçару ыйтса ахаль çынсен мăнастире пыма, унти çынсемпе курса калаçма юрать-ши тесе ыйтрăм. Хам унти пурнăçпа интересленни пирки те пĕлтертĕм. Йывăрлăхсенчен тарас тесе мăнастире каяс шухăш çурални пирки те каларăм.
- Шухăшламасăрах “мăнастире каятăп” тенипе мар-çке. Кайран киле таврăнас килсен тухса утатăн-и? - лăпкăн ыйтрĕ вăл.
- Апла тăк, мĕн тумалла-ха? Эсĕ хăв тата çак çула мĕншĕн суйласа илнĕ? - хуравне кĕтмесĕрех ыйту хыççăн ыйту тупăнсах тăчĕ манăн.
- Çулталăк каялла эпĕ те сан пекех манашкăна тĕл пулсан ыйту айне путарнă пулăттăм ĕнтĕ. Анчах та... - малалла калама тăхтаса тăчĕ вăл. - Çемьене хуйхă çакланман пулсан урăхларах та пулĕччĕ-и, тен? Пирĕн çемьере никам та нихăçан та Турра ĕненмен, тĕне хирĕç пулнă. Темиçе çул каялла тăвансем сасартăк чирлеме пуçларĕç. Больницăсенче те пулăшу тупайманран аннепе иксĕмĕр чиркĕве çÿреме тытăнтăмăр. Лăпкă туяттăм хама унта. Чиркÿ тулашĕнчи пурнăçа ăнланми пултăм. Йăлтах сивĕнтĕм унран. Каярахпа мăнастире каяс шухăш та мар, туйăм çуралчĕ. Халĕ эпĕ хамăн çывăх çынсемшĕн Турра кĕлĕ туса пурăнатăп. Аннене курманни кĕçех çулталăк çитет ĕнтĕ. Çулĕ питĕ инçе, çавăнпа та килсе çÿреймест. Хамăн вара киле пĕртте чун туртмасть.
- Пушă вăхăт çукпа пĕрех иккен кунта?
- Хамăра хамăр тăрантаратпăр-çке, çавăнпа ĕçлемелле. Ирхине ултă сехетре кĕлĕ пуçланать, манăн пĕр сехет маларах чиркÿре пулмалла. Сывлăх питĕ хавшак, çавăнпа та ыттисем пек хирте ĕçлейместĕп, выльăх та пăхаймастăп. Чиркÿре çурта лартмалли вырăнсене, урайне тасататăп. Ирхине кам кĕлĕре тăрать, кам ĕçлет - черетпе. Каçхине вун пĕр сехетре çывăрма выртатпăр.
- Манашкă пурнăçĕ çăмăл мар-çке. Каялла таврăнас шухăш пулман-и? - каллех тĕпчетĕп эпĕ.
- Хальлĕхе манашка мар-ха эпĕ. Хатĕрленетĕп çеç. Мĕн хушнине туса пурăнатăп, послушница теççĕ. Манашкăна кăлариччен шухăшлама вăхăт параççĕ. Икĕ е виçĕ çул та иртме пултарать. Кайран ачана тĕне кĕртнĕ чухнехи пекех çÿçе кăшт касаççĕ, послушницăран манаха кăлараççĕ. Тепĕр ят параççĕ.
- Ку тата мĕне пĕлтерет?
- Малтан пĕр пирĕшти пулнă тăк, халĕ вара иккĕ.
Тепĕр тĕлĕнмелле япала каласа кăтартрĕ вăл: качча кайман, хĕр тасалăхне çухатман, Турă хушнă пек пурăнакансем пирĕштипе танах иккен. Мĕн тетĕр, манахсенчен тамăка каякансем те пур /юрĕ, ку пирĕн ĕç мар/.
Эпĕ шухăшланă пек малтанхи пурнăçшăн тунсăхламасть-мĕн вăл, дискотека, клуб, хаваслă уявсем те илĕртмеççĕ ăна.
- Эпĕ унта канлĕ пурăнаймăп. Хĕвĕшÿ, çапăçу, кĕвĕçÿ, курайманлăх - мана валли мар. Кунта йăлтах килĕшет. Ытларах пĕчченшерĕн, уйрăм келйăсенче, пурăнатпăр. Эсĕ мăнастире каясси пирки ан шухăшла. Пурин валли те мар вăл. Турă хăех суйласа илет. Йывăрлăхусене вырăнтах татса пама тăрăш. Чиркĕве çÿре. Турă санпа пĕрле пултăр, пирĕштийÿ сыхласа тăтăр, - терĕ те вырăнтан тăрса утса кайрĕ.
- Сана та çавнах сунатăп, - теме çеç пултартăм. Иксĕмĕр икĕ еннелле утрăмăр. Манăн хамăн пурнăç, унăнне вара эпир нихăçан та пĕлсе пĕтереес çук. Çак тĕл пулу хыççăн канăçа çухатрăм. Мăнастире çитсе килме тĕллев лартрăм. Вĕсем мĕнле пурăннине хам куçпа курас килчĕ манăн. Çапла вара Шупашкарти хĕрарăмсен Спас-Преображени мăнастирне çул тытрăм.
Шăпи çăмăлах пулман...
Шупашкарти хĕрарăмсен мăнастирĕ ларакан вырăна Владимир сăрчĕ теççĕ. 1555 çулта кунта пурăнакан халăх Шупашкар крепоçне купалама пил илме Владимир Турă Амăшĕн турăшĕпе Хусантан килекен Таса Гурие кĕтме тухнă. Çак тĕл пулăва халалласа Владимир чиркĕвне тата арçынсен мăнастирне хăпартнă. Унтанпа çак вырăна çапла ят панă.
Мăнастир шăпи çăмăл пулман: çĕршĕн хирĕçнĕ вăхăтсем, пушарсем, хресченсен пăлхавĕ те пырса тивнĕ ăна. Çавна пула манахсем пурăнакан вырăн юхăнма пуçланă. Каярах мăнастире хупса лартнă.
1899 çулта хĕрарăмсен общини йĕркеленĕ. Варвара игуменья ертсе пынипе, А.Астраханцев, К.Клюев, П.Ефремов купсасем пулăшнипе чиркÿ çĕнĕрен вăй илнĕ. Хĕрсем пурăнакан çуртсене çĕнетнĕ. Тăлăх ачасем валли шкул, больница çĕкленĕ. Хĕрарăмсем алăпа кÿлĕ чавнă, сад, пахча ĕрчетнĕ.
Çĕршыври 1917 çулхи улшăнусем хыççăн мăнастире каллех аркатма пуçланă. 1926 çулта ăна официаллă майпах хупса лартнă. Кунти хĕрарăмсем тĕрлĕ çĕре саланнă. Хăшне-пĕрне арестленĕ е тыта-тыта янă. Чиркÿре вара юсав мастерскойĕ, игуменья çуртĕнче сад-пахча ĕçне вĕрентекен техникум уçнă.
Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче Владимир сăрчĕн таса стенисене виççĕмĕш хут пурнăç кĕртнĕ. Мăнастире çĕнĕрен чĕртсе тăратас тесе аякран Сергия манашкăпа Нина инокиня килсе çитнĕ.
Унтанпа 17 çул иртнĕ. Пĕлĕтелле кармашакан ылтăн хĕреслĕ мăнастир чиркĕвĕпе аякранах киленме май пур. Çывăхне пырса çурçĕр хĕвел анăç енчен пăхсан тĕлĕнмелле хăйне евĕр архитектура комплексне, Владимир сăртĕнчен юхан шыв патне анакан картлашкана курма пулать. Мăнастир картишĕ хăтлă та тирпейлĕ. Лăпкăлăх, йăвашлăх хуçаланать. Кĕлĕ пуçланнине систерекен чан сасси чуна савăнăç кÿрет. Йĕри-тавра ешерекен кĕл чечексен ытамĕнче çăтмахри пекех.
Мăнастирти пурнăç
1992 çулхи пуш уйăхĕнче чи малтан икĕ хĕре манашкăна кĕртнĕ. Паян хĕрарăмсен Спас-Преображени мăнастирĕнче Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен килнисем пурăнаççĕ. Кунта филологсем, врачсем, технологсем пур. Ытти профессие алла илнисем те пайтах. Кашнийĕн хăйĕн шăпи, хăйĕн пурнăçĕ.
- Мăнастире вара вĕсем чун туртнипе, чĕре хушнипе килеççĕ, - каласа парать Сергия игуменья. - Паян кунта çитмĕлĕн пурăнаççĕ. Вĕсен хушшинче схиманахсем /тĕнчерен пĕтĕмпех уйрăлнă манах/, мантиллĕ манашкăсем, послушницăсем. Тин çеç килнисем те пур.
Нумайăшĕ манашкăсем мăнастирте кĕлĕ вуласа çеç пурăнаççĕ тесе шухăшлать. Эпир хамăра хамăрах тăрантаратпăр та, тумлантаратпăр та. Çу каçипе хирти 20 гектар çĕр çинче, мăнастиртен инçех мар вырнаçнă пахчасенче, теплицăсенче ĕçлетпĕр. Выльăх-чĕрлĕх те усратпăр. Сыр тума та, çу уçлама та вĕрентĕмĕр ĕнтĕ. Çĕвĕ мастерскойĕнче вăй хуракансем те пур. Унта хамăра валли тумтир тата ытти япала çĕлетпĕр. Саккас та параççĕ. Нумаях пулмасть лартнă садри улма тата çырла йывăççисем пуян çимĕçпе савăнтарма пуçларĕç те ĕнтĕ.
- Пĕр евĕрлĕ иртекен мăнастирти кунсене, кĕлĕ вулакан манашкăсене çеç курать ахаль çын. Тĕрĕссипе вара, пачах урăхла. Кунта тĕлĕнмелле ĕçсем пулса иртеççĕ. Сăмахран, турăшран миро çăвĕ юхса анчĕ. Ку - пирĕншĕн савăнăç.
Кунта пурăнакансем тавра курăма анлăлатас тесе тĕрлĕ литература вулаççĕ. Сусăр ачасен ятарлă ача садне çÿреççĕ, кил-çуртсăр тăрса юлнă ватăсене пăхаççĕ. Мăнкунра, Раштавра тата ытти пысăк уявсенче мероприятисем ирттеретпĕр.
Арçын ĕçне те хамăрăнах тума тивет. Трактор е машина рулĕ умне те лараççĕ манашкăсем. Утă çулатпăр, кĕтÿ кĕтетпĕр. Çав вăхăтрах тĕрĕ тĕрлетпĕр, çăкăр, просвир пĕçеретпĕр. Çак ĕçсене тунă чух эпир яланах кĕлĕ калатпăр. Манашкăсен нумай калаçма юрамасть, шухăшпа ытларах Турăпа пулмалла, - терĕ вăл.
Хăшĕ-пĕри Турра ĕненекенĕн хаçат-журнал та вуламалла мар, тĕрлĕ документ та илмелле мар тесе шухăшлать. Матушка “Асăрханăр: ИНН!” е “Асăрханăр: халăх çыравĕ!” текен брошюрăсемпе хаçатсене пач та ырламасть-мĕн.
- Шухăшлăр-ха, тĕслĕхрен, Шупашкарта пурăнакансенчен нихăшĕ те халăх çыравне хутшăнмасан хула вилнĕ теме те пулать. Ачасемпе ватăсен мĕнле пурăнмалла вара? Вĕсене валли укçа та куçармĕç. Çакă Турра хирĕç кайни çинчен каламасть. Мăнастире тин çеç килнисем те хăйне майлă вĕрентме хăтланаççĕ. Кĕçех тĕнче пĕтмелле тесе çамрăксене минретеççĕ. “ИНН пире кирлĕ мар”, “Халăх çыравне хутшăнмастпăр” тенипе çылăхран хăтăлаймăн, - тет вăл.
- Пирĕн, ахаль çынсен, усалтан сыхланса çылăхсене мĕнле каçарттармалла? - ыйтрăм эпĕ.
- Сире тĕн çыннисенчен те çăмăлрах: пĕр-пĕрне ытларах ырă тума тăрăшăр. Сирĕнтен пулăшу кĕтекене алă парăр. Ку вара пĕртте йывăр мар. Ыр кăмăллăх пурне те çăлĕ, - терĕ юлашкинчен Сергия игуменья.
Татьяна КРАСНОВА.