За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЖУРНАЛИСТСЕН СКВЕРĔ: ПИТĔ ЛАЙĂХ!

21 октября 2008 г.

М.ИВАНОВ

Çак ырă йăла пирĕн республикăра тăватă çул каялла тарăн тымар ячĕ. Ун чухне Чăваш Ен Президенчĕн указĕпе “Парксемпе садсен çулталăкĕ” иртрĕ. Унăн тивлечĕпе республикăра парксемпе скверсем тата садсемпе вăрман лаптăкĕсем палăрмаллах йышланчĕç.

Ырă йăла-йĕркене малалла тăсма йышăннă. Çулсеренех “Йывăç ларт тата ăна пăхса ÿстер” акци иртет. Вăл ăнăçлă пурнăçланать.

Иртнĕ шăмат кун Шупашкарти скверсен йышĕ хушăнчĕ: журналистсем хăйсен сквер никĕсне хыврĕç. Вăл Пичет çуртĕнчен инçех мар, çулăн тепĕр енче. Лаптăкĕ - 700 тăваткал метр. Журналистсем унта пĕрремĕш йывăçсене лартрĕç. Хальлĕхе 12 туя, 7 чăрăш, 14 çăка. Ку скверта кашни редакцин хăйĕн кĕтесĕ пулĕ. Çуркунне çитсен ку ĕçе малалла тăсĕç.

Шупашкар хула администрацийĕн общественноçпа ĕçлекен управлени пуçлăхĕ Лариса Максимова палăртнă тăрăх, кунти лаптăк тата пысăкланĕ. Асфальт сарнă сукмаксем пулĕç. Канса лармалли хитре саксем вырнаçтарĕç. Фонтан тума та палăртнă.


Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика