За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "ĔНЕНĔР, ЭСИР СЫВАЛАТĂРАХ..."

16 октября 2008 г.

Валентина СМИРНОВА

Республикăри ача-пăча клиника больницин тытăмĕ 306 койка-вырăнлă ятарлă 10 уйрăма, пулăшăвăн 4 подразделенине, консультаци поликлиникине, хула тулашĕнчи “Кĕрен парăс” сиплев учрежденине пĕрлештерет. Çулсеренех кунта 8 пин ача стационарта выртать, 30 пинĕшĕ ытла консультаци илет. Çитĕнекен ăрăвăн сывлăхне сыхлас енĕпе тунă çитĕнÿсемшĕн коллектива иртнĕ çулхи кăтартусем тăрăх РФ ача-пăча больницисен ассоциацийĕн “2007 çулхи чи лайăх больница” дипломĕпе чысланă.

Онкогематологи уйрăмĕ - юн тата шыçă чирĕпе нушаланакан ачасен сывлăхне тĕрĕслекен тата сиплекен ятарлă центр, республикăра пĕртен-пĕрре вăл. Чир, юн тăвакан органсен патологине тишкерни çирĕплетнĕ тăрăх, юлашки 5 çулта хавшак ачасен йышĕ çуллен 2-3 процент ÿссе пырать. Асăннă центра çулталăкра район-хуларан килнĕ 250 пациент сиплевĕн хальхи технологийĕсемпе усă курнипе унччен сыватса çитерме май çук тесе шутланă йывăр чиртен хăтăлма пултарать. Кунта диагностикăн кăткăс меслечĕсене - гемобластоз иммунофенотипированийĕ, шыçăпа лимфăсен иммуногистохимийĕ, вăраха кайнă тата сасартăк пуçланнă лейкозăн молекулăпа биологи тĕпчевне ирттереççĕ.

Асăннă центр Мускаври тата Санкт-Петербургри онкогематологин ертсе пыракан учрежденийĕсемпе çыхăнса ĕçлет. 2002 çултанпа вăл сасартăк пуçланнă лимфа лейкозĕн сиплевне мультицентровани мелĕпе тĕпчес ĕçе, 2003 çултанпа “Раççейĕн гематологи, онкологи, иммунологи чирĕсемлĕ ачисен регистрĕ” программăна, 2004 çултанпа лимфăн усал шыççин сиплевне хутшăнать. Федерацин “Вырăс хирĕ” санаторипе çыхăннă май пĕтĕмĕшле сиплев хыççăн ачасем унта ятарлă реабилитаци илеççĕ.

Онкогематологи чирĕсемпе комплекслă майпа кĕрешнипе вĕсенчен чылайăшне парăнтарма, çапла вара çитĕнекен ăрăвăн пурнăçне тулăх тума май килет.

ЧР Сывлăх сыхлавĕпе социаллă аталану министерстви тата “Раççей ача-пăча фончĕн” республикăри уйрăмĕ пурнăçлакан “Ача-пăча онкогематологийĕ” нумай çуллăх программăна ĕçе кĕртсе медикаментсем, оборудовани, тĕрлĕ хатĕр чылай туяннă. Юн тата шыçă амакĕ ернĕ ачасене, вĕсен çемйисене пур енлĕн пулăшас тĕллевпе “Ачасемпе тата ашшĕ-амăшĕ усал шыçă чирне хирĕç” ыр кăмăллăх обществи йĕркеленĕ. “Макдоналдс” компани асăннă центрта çемье пÿлĕмĕ уçнă, ачасене тăван килти евĕр услови туса панă. Кунта вырнаçтарнă сĕтел-пуканпа йăла техники те ыр кăмăллăх шучĕпе илнĕ. Шупашкарти Гайдар ячĕллĕ библиотека вара “Лекотека” йĕркеленĕ, пациентсем валли кĕнекесемпе теттесем нумай туянса панă.

Çамрăк ăру сывлăхĕ, унăн ăраскалĕ çитĕннисене чăннипех хумхантарать. Ахальтен мар-тăр юн тата усал шыçă чирĕсенчен сипленекен пациентсем патĕнче ĕçлĕ çынсем - вĕсене чăннипех пулăшас текенсем - тăтăшах пулаççĕ. Асăннă центр ертÿçи, медицина наукисен кандидачĕ Г.Павлова палăртнă тăрăх, пурте парнепе, кучченеçпе килеççĕ. Çакă, паллах, пĕчĕкскерсене чăннипех хăпартлантарать. “Вĕсем çамрăк чунсене шанăç пани, кăмăл-туйăма тĕреклетни вара тата та пахарах. “Ĕненĕр, эсир сывалатăрах. Ÿсетĕр, тĕрекленетĕр. Раççей малашлăхĕшĕн пирĕнпе пĕрле ĕçлеме пуçлатăр. Эсир пирĕн пуласлăх, шанăç”, - тесе хавхалантарса хăварни йывăр чир тыткăнне лекнисемшĕн уйрăмах сиплĕ”, - çирĕплетет Галина Петровна.

Ырă тĕллевлĕ пиччесемпе аппасем вара Ырă ĕçсен çулталăкĕнче кунтан татăлма та пĕлмеççĕ темелле. Юпа уйăхĕн 14-мĕшĕнче акă çамрăк пациентсем яппунсемпе тĕл пулчĕç. Инçет Хĕвел тухăç çĕршывĕн ĕçлĕ çыннисем “Экспо-Контурпа” 2 çул каялла çыхăну йĕркеленĕ, партнерсем пулса тăнă. Шупашкара килсен ачасене юн тата усал шыçă чирĕсенчен сиплекен учреждени пуррипе интересленнĕ. Тивĕçлĕ хурав илсен тÿрех унта васканă. Хăнасем центрăн сиплевĕн пысăк технологиллĕ мелĕсемпе паллашрĕç, библиотекăра пулчĕç, ачасене парнепе савăнтарчĕç. Ортопеди больницин управленийĕн директорĕ Фуджии Тошио - Японирен килнĕ ĕç ушкăнĕнче сывлăх сыхлавĕпе çыхăннă пĕртен-пĕр представитель. Вăл хăйĕн çĕршывĕнче çамрăк ăрăва сывă çитĕнтерес енĕпе мĕнле ĕçлени пирки каласа пачĕ. Шупашкарти центрăн пациенчĕсене хăвăртрах сывалма сунчĕ.

“Шантарсах калатăп: кунта вăй хуракан тухтăрсене малашне Японие стажировкăна яма хам пултарнă таран çине тăрăп. Кун пирки эпир паян аякран килнĕ партнерсемпе килĕшсе татăлатпăр. Хальлĕхе пĕчĕк парне йышăнсамăр”, - терĕ хăнасемпе килнĕ В.Ермолаев, “Экспо-Контурăн” генеральнăй директорĕ.

Пĕчĕкех-ши парни, пысăк-ши? - ахаль çын хаклаймĕ. Онкогематологи центрĕн ертÿçи Галина Павлова вара шăнтнă плазмăна ирĕлтерекен ятарлă аппарат сахалтан та 46 пин тенкĕ тăнине пĕлтерчĕ. “Юн илекен станцире донорсен шăнтса хатĕрленĕ плазмине чирлĕ ачасене яма хатĕрлеме кирлĕ вăл. Ун пек техника çуккипе нушаланман-ха эпир. ЧР Правительствипе Н.Федоров Президент пирĕншĕн куллен тăрăшнипе, пулăшнипе сиплев учрежденийĕн пурлăхпа техника никĕсĕ çулленех тĕрекленсе пырать, пин-пин тенкĕлĕх çĕнĕ те кăткăс оборудовани туянатпăр, эмелсем кÿрсе килетпĕр. Çапах ку аппарат та çамрăк пациентсемшĕн ытлашши пулмĕ. Тавах спонсорсене. Ырă ĕçсен çулталăкĕнче вĕсен йышĕ ÿсни савăнтарать. Хăрушă чирпе кĕрешме тухтăрсем кăна мар, общественноç та хутшăнни чăннипех пархатарлă”, - палăртать центр ертÿçи.

Юратнă тĕпренчĕкĕн юн тата усал шыçă чирĕн паллине тупса çирĕплетсен ашшĕ-амăшĕ, паллах, канăçа çухатать. Çапах та инкеке сирмелли майсем центрта çителĕклех. Пысăк технологисемпе пуян вăл. Кунсăр пуçне чун сиплевçисем те юнашарах. “Ачасемпе ашшĕ-амăшĕ рака хирĕç” общество организацийĕн председателĕ Е.Тишкинан сĕнĕвĕ-канашĕ уйрăмах вырăнлă вĕсемшĕн. Хăрушă инкеке çĕнтерме, ачине усал чир тыткăнĕнчен туртса илме пултарнă çын вăл. Хăйĕн тĕслĕхĕпе кирек камăн чĕринче те шанăç çуратма хал çитерет.

...Центрта сипленсе ураланнă кашни ача, вĕсен ашшĕ-амăшĕ çакăнта хăйсен чун ăшшин пĕр пайăркине хăварнах. Çавăнпа пулĕ кунта чăннипех хăтлă, çутă. Апла тăк сывалса çын пулас шанчăк та пысăк.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика