За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ЫРĂЛĂХ, ЮРАТУ УТРАВĔ

20 сентября 2008 г.

Туризм - воспитани мелĕ

АЧА çурчĕсенче хÿтлĕх тупнă шăпăрлансемпе çул çитмен çамрăксене воспитани пама, йĕркеллĕ пурнăç условийĕсене хăнăхтарма çăмăлах мар. Чылайăшĕ пĕлет ахăртнех: çакнашкал учрежденисене тăлăхсем тата ашшĕ-амăшĕ пур çĕртех вĕсен ăшшисĕр /ун пеккисене ашшĕ-амăшĕн ирĕкĕсĕр хăвараççĕ/ ÿсекен ачасем лекеççĕ. Вĕсенчен хăшĕ-пĕри, уйрăмах куçăм тапхăрне çитнисем, Ача çуртĕнчен туха-туха тарма, шкулти уроксене сиктерме, ют çын япалине вăрлама пăхаççĕ. Усал йăласемпе çыхланакансем те, наркоманипе, токсикоманипе иртĕхекенсем те пур.

Шупашкарти Ача çуртĕнче вăй хуракансем çакнашкал ачасене тĕрĕс çул çине тăратас тесе куллен ĕçлеççĕ. Çапах та теветкеллĕх ушкăнĕнчи арçын ачасемпе хĕрачасен шучĕ çав-çавах чакмасть. 2008 çул пуçламăшĕнче, калăпăр, унти 54 воспитанникран 3-шĕ - республикăри наркологи диспансерĕнче, пĕри çул çитменнисен ĕçĕсен инспекцийĕнче шутра тăнă. Вĕсенчен 7-шĕ Ача çуртĕнчен туха-туха тарма юратнине, 9-шĕ эрех-сăрапа пирусран пăрăнса иртменнине, 3-шĕ “кукăр алăллă” пулнине палăртнă. Теветкеллĕх ушкăнĕнчисене вĕренÿре, ĕçре çитĕнÿсем тума йывăр, çавăнпа вĕсем хăйсене ыттисенчен урăхларах, мораль ыйтнине хирĕçлесе, тыткалама тăрăшаççĕ. Ача çуртĕнчен туха-туха тарнисем хăйсем çак утăма мĕншĕн тунине те ăнлантараймаççĕ иккен, кунта кичем те пĕр евĕрлĕ пек туйăннăран лару-тăрăва улăштарма тăрăшнине калаççĕ.

“Çакнашкал ачасене медиксем те, психологсем те, педагогсем те пулăшма тăрăшаççĕ, анчах та усси сахалрах пек туйăнать. Ку йывăрлăха йăлана кĕмен мелсемпе татса памаллине ăнлантăмăр. “Йывăр” ачасене реабилитацилес ĕçре Макаренко та турист похочĕсемпе усă курма сĕннĕ, - каласа кăтартать Шупашкарти Ача çурчĕн директорĕ Людмила Телеганова. - Юлашки икĕ çулта пирĕн пата ытларах çул çитмен çамрăксем лекеççĕ. Вĕсене мĕнпе интереслентермелле, усал ĕçсем ан туччăр тесен мĕнле сыхланмалла? Куçăм тапхăрĕнчи ачасем тем те пĕлесшĕн, çĕннине, халиччен курманнине ас тивесшĕн-çке. Эпир ку тĕлĕшпе чылай литература тишкертĕмĕр. Профилактика мелĕ вырăнне туризма суйласа илтĕмĕр.

2006-2007 çулсенче эпир çак мелпе усă курса пăхрăмăр. Ачасем ытларах чухне каникул вăхăтĕнче тата канмалли кунсенче йĕркене пăсаççĕ. Çакна шута илсех çулла ачасене автобуспа экскурсисене илсе çÿрерĕмĕр, нумай чухне - Чăваш Ен тулашне. Çак çул çÿревсем ырă витĕм кÿни сисĕнчĕ-ха, çапах та ачасене çак кану вăхăтĕнче вăл е ку ĕçе активлăрах хутшăнтармаллине ăнлантăмăр”.

Кăçал, Ырă ĕçсен çулталăкĕнче, Ача çурчĕ ыр кăмăллăх “Çĕнĕ кун” программин çуллен иртекен конкурсне хутшăнса грант çĕнсе илнĕ /учредителĕсем - Росбанк тата Ача-пăча фончĕ ЮНИСЕФ/. “Шанăç компасĕ” проектшăн /ăна туризм мелĕсемпе усă курса ачасем кăмăл-сипет ыйтнине хирĕçлекен ĕçсем тăвассине чакарассипе çыхăнтарнă/ вĕсем 100 пин тенке яхăн илме тивĕçнĕ. Унпа Ача çуртĕнче вăй хуракансем палаткăсем, рюкзаксем, çывăрмалли михĕсем, компассем, бинокль тата ыттине туяннă. Çакăн хыççăн вĕсем ачасене тĕрлĕ çĕре похода илсе çÿреме тытăннă /ака уйăхĕнчен пуçласа/. Палаткăсем лартма, салатма, компаспа усă курма вĕрентнĕ.

Утă уйăхĕнче вара Ача çуртĕнчи çул çитмен 10 çамрăк ЧППУн “Надежда” турист клубĕн тата ЧР çамрăксен экологи дружинин членĕсемпе Кокшага юхан шыв патĕнче йĕркеленĕ лагерьте пурăннă. Унта вĕсем палаткăсенчех çĕр каçнă, хăйсемех апат пĕçернĕ, юхан шыв тăрăх байдаркăсемпе ярăннă, студентсем пулăшнипе ÿсен-тăранпа чĕр чун тĕнчисемпе çывăхрах паллашнă. “Унта эпир те кайса килтĕмĕр. Уй, çумăр çăвать, çанталăк лайăх чухне вăрăм туна аптратать. Пирĕн ачасем вара лагерьте пурăнма питĕ килĕшнине пĕлтереççĕ. Сăмах май, вĕсем лагерьте пулнă çамрăксемпе халĕ те хутшăнаççĕ, çут çанталăкпа, сывă пурнăç йĕркипе интересленеççĕ. Халĕ ак бассейна çÿрес килнине пĕлтерчĕç. Çак лагерьте пулнă пĕр хĕрача унтан таврăнсан пирус туртма та пăрахрĕ”, - кăмăллăн калаçать Людмила Георгиевна.

Çуллах ачасен тепĕр ушкăнĕ “Парус” турбазăра йĕркеленĕ “Тĕрĕслевсен утравĕ” проекта хутшăннă. Унта реабилитаци центрĕсенче хÿтлĕх тупнисем те пулнă. Вĕсене пурне те “Хĕвел” ыр кăмăллăх фончĕ пулăшнă. “Çулла пĕр ача та тăватă стена хушшинче лармарĕ, çут çанталăкăн тĕрлĕ кĕтесне çитсе курчĕ, туризм мĕн иккенне пĕлчĕ”, - пĕтĕмлетет директор.

Лайăх кăтартусем куç умĕнчех. Ака уйăхĕнчен пуçласа паянхи кунччен Ача çуртĕнчен никам та тухса тарман. Людмила Георгиевна каланă тăрăх, çак хушăра вĕсем эрех ĕçсе çапкаланса çÿрекен, клей шăршласа анракан çамрăксене те асăрхаман. “Ачасен шухăшлавĕ ырă енне улшăнни, тавра курăмĕ анлăланни, сывлăхĕ çирĕпленни вара тÿрех сисĕнчĕ. Çак походсем вĕсене пурнăçăн лайăх енне курма пулăшрĕç”, - тет вăл.

Çывăх вăхăтра “Чăвашэнерго” ĕçченĕсем Ача çуртĕнче хÿтлĕх тупнисене Изъяр кÿлĕ хĕррине илсе каясшăн. Унта ачасем аслисемпе пĕрле пулă тытĕç, кăвайт çинче шÿрпе пĕçерĕç, шашлăк ăшалĕç.

Воспитанин çак мелĕпе Ача çурчĕн ĕçченĕсем малашне те усă курасшăн. Ара, кăтартусем чăнласах та савăнтараççĕ-çке. Унсăр пуçне халĕ вĕсен похода кайма кирлĕ пĕтĕм япала пур.

Çемьере лайăхрах

КăÇалах, Ырă ĕçсен çулталăкĕнче, Шупашкарти Ача çуртĕнче ача усрава илнĕ çемьесене пулăшакан центр уçăлнă. Ăна ЧР Вĕрентÿ тата çамрăксен политикин министерствин хушăвĕпе эксперимент лаптăкĕ пек йĕркеленĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ ятĕнченех палăрать: ача усрава илнĕ çемьесене сĕнÿ-канашпа пулăшасси. Укçа-тенкĕпе вара вĕсене патшалăх тивĕçтерет.

“2007 çулта ачана хăй хÿттине илекен çемьесем йышланчĕç. Вĕсенчен ытларахăшĕ ялта пурăнать. Ара, вĕсен çурчĕ те пысăк, хуçалăхĕ те тĕреклĕ, пепке пăхас туйăмĕ те сĕвĕрĕлмен-ха. Çапах та ача усрава илекенсен шучĕ ÿснипе пĕрлех ăна каялла тавăрса паракансем те пулчĕç. Пирĕн, калăпăр, виçĕ шăпăрлана каялла килсе ячĕç. “Эпир вăл ун пеккине пĕлмен, ” - теççĕ. Çакна тĕпе хурса халĕ ачалăха хÿтĕлекен уйрăм пепке усрава илес текенсене малтан çак центра ярать, ” - лару-тăрупа паллаштарать Людмила Телеганова.

Центр виçĕ службăран тăрать. Пĕрремĕшĕ ачапа ĕçлет. Специалистсем ăна йĕркеллĕ çемьере пурăнма хатĕрлеççĕ, хăйне мĕнле тытмаллине ăнлантараççĕ. Иккĕмĕшне пепке усрава илес текен ашшĕ-амăшĕн шкулĕ теме пулать. Унта йĕркесĕр лару-тăрура çитĕннĕ ачапа мĕнлерех йывăрлăхсем пулма пултарассине ăнлантараççĕ. Кунтах ют пепкене хăйсен хÿттине илес текен çемьесен базине йĕркелеççĕ, вĕсене документсем хатĕрлеме пулăшаççĕ. Виççĕмĕшĕ - правăпа социаллă служба. Унта тĕрлĕ специалиста, калăпăр, педагогсене, психологсене, юристсене чĕнеççĕ, пулăшу кирлисене сĕнÿ-канашпа тивĕçтереççĕ.

Ирина КЛЕМЕНТЬЕВА.

Источник: "Чăваш хĕрарăмĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика