За доброОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » ИНТЕРНЕТ УÇЛĂХĔНЧЕ ВĔРЕНМЕ ПУÇЛĔÇ

29 августа 2008 г.

АЧА - тĕнчери чи пысăк, чи черчен, чи çепĕç тĕлĕнтермĕш. Унăн куççулĕ çĕр çинчи нимĕнле хурлăхпа танлашаймĕ. Таса чуна телейпе ырлăх çеç ытамламалла пек туйăнать. Шел, пурне те тивĕçмест вăл...

Вĕсем ытти ача пекех: кулаççĕ, вăтанаççĕ, кутăнлашаççĕ. Çапах урăхла. Чупас килсен те - чупаймаççĕ, икĕ урапаллă урхамах çинче çил пек вирхĕнсе иртес тесен те - ал-ури итлемест. Ĕмĕт-тĕллевĕ вара нумай-нумай ачанни пекех: вĕренесчĕ, çын пуласчĕ...

2007 çулхи кăрлач уйăхĕнче Шупашкарти 59-мĕш шкул никĕсĕ çинче сусăр пепкесен дистанци вĕрентĕвĕн центрĕ уçăлнă. Республикăра ун пекки урăх çук. Çулталăка яхăн вăл эксперимент шайĕнче ĕçленĕ.

Ку проекта пурнăçа кĕртме çăмăл пулман.

- Малтанах учительсемпе, вĕренекенсемпе нумай ĕçлеме тиврĕ, - пĕрремĕш утăмĕсемпе паллаштарать 59-мĕш шкул ертÿçи С.М.Арыченкова.

Ачасене сывă мар тантăшĕсене тĕрĕс йышăнма вĕрентес ĕçе лайăх йĕркеленĕ кунта.

- Волонтерсен юхăмĕ анлă сарăлнă, - ĕçĕ-хĕлĕ пирки каласа парать шкул ертÿçин çумĕ Н.П.Аверина. - Кашни класрах вĕсем пулăшнипе тренингсем, уçă уроксем ирттеретпĕр. Ачасене çын сусăрлăхне хисеплеме вĕрентес, хаклав тытăмне тĕрĕс йĕркелес тĕллевпе сахал мар тăрăшатпăр. Пултарулăх сехечĕсемсĕр пуçне тĕпчев ĕçĕсем çыратпăр. Сăмах май, 11-мĕш класа куçнă Ольга Паймушина, волонтер юхăмĕн хастарĕ, Шупашкарти шкул ачисен “Çамрăксен тĕпчевĕсем” наукăпа практика конференцийĕнче “Социологи” секцийĕнче 1-мĕш вырăн йышăннă. Вĕрентекенсенче çынлăх туйăмне аталантарма тăрăшатпăр, хăйсен ыратăвне кăна мар, юлташĕн хуйхине те туйма пĕлччĕр.

Эксперимента пурнăçа кĕртме мĕншĕн шăпах çак шкула суйласа илнĕ-ха? Кунта çитĕнекен ăрăвăн сывлăхне пысăк тимлĕх уйăрнăран. Шкул никĕсĕ çинче медицина реабилитацин центрĕ ĕçлет. Ачасене сывă ÿстересси, тĕрĕс аталантарасси - вĕрентĕвĕн тĕп тĕллевĕсенчен пĕри пулнине аван ăнланаççĕ 59-мĕш шкулта. Сăмах май, вĕренекенсен сывлăхне çирĕплетес енĕпе тухăçлă ĕçлекен шкулсен республикăри ассоциацине кĕме тивĕçнĕ вăл. Çавăнпа сусăр пепкесене килтех шкул програмине шĕкĕлчеме пулăшас ĕçе вĕсене шанса панă та.

Иртнĕ вĕренÿ çулĕнче дистанци вĕрентĕвĕн центрĕнче тĕрлĕ ÿсĕмри 13 ача ăс пухнă. Хавшак сывлăхне пула тантăшĕсемпе тан шкула çÿрейменнисем патне вĕрентекенсем киле пынă. Педагогсем кашни ачапа уйрăммăн ĕçленĕ. Чуна парса тăрăшнин çитĕнĕвĕсем те курăмлă: дистанци вĕрентĕвĕн центрĕнче ăс пухакан Николай Тишкин сусăр ачасен Пĕтĕм Раççейри “Салам, тĕнче!” пултарулăх конкурсĕнче 1-мĕш вырăна тивĕçнĕ, Ян Крюков Пĕтĕм Раççейри “Манăн правасем пур!” конкурсра палăрнă. Хăйĕн ĕçĕнче арçын ача сусăр çынсемпе сыввисен хутшăнăвĕсене тишкернĕ, йывăрлăхсене палăртнă.

Кăçал дистанци шкулĕнче вĕренекенсем хушăнĕç: çĕнĕ меслетпе пĕлÿ илме тепĕр 13 ача хатĕр. Сăмах май, эксперимент вĕрентĕвне ял ачисем /Елчĕк, Патăрьел районĕсенчен/ те хутшăнма кăмăл тунă.

Çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче 59-мĕш шкулта дистанци шкулĕнче вĕренекенсем, вĕсен ашшĕ-амăшĕ пухăнчĕç. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕ тĕлне, федераци программипе килĕшÿллĕн, ачасем валли парне - компьютер - хатĕрленĕ. Савăнăçлă лару-тăрура вĕренекенсене компьютер техникин сертификатне пачĕç.

Патăрьел районĕнчи Шăнкăртам ялĕнче пурăнакан Алмаз Рафиков кĕçех 9-мĕш класра вĕренме пуçлĕ. Хуп-хура куçлă, сăпайлă арçын ача дистанци шкулне кăçал çеç килнĕ. Интернет урлă вĕренесси савăнтарать арçын ачана.

- Халиччен ывăлăм ялти шкула çÿренĕ, - каласа парать Алмаз ашшĕ, Минсеид Фейзуллович. - Çăмăл пулнă теместĕп, сывлăхĕ хавшакран кашни кун шкула утма хĕнччĕ. Халĕ Интернет урлă ăс пухăпăр.

Кирилл Сядуков - Елчĕк районĕнчи Аслă Таяпаран. 13 çулти арçын ача 5-мĕш класа куçнă. Дистанци вĕрентĕвĕн центрĕнче вăл, Алмаз пекех, пĕрремĕш хут. Ырă кăмăллă, уçă кулăллă Кирилл вĕренме питĕ кăмăллать. Аван ĕлкĕрсе пырать вăл - “4”-па тата “5”-пе кăна. Математикăна килĕштерет. Пушă вăхăтра Кирилл кĕнеке вулама, уçăлса çÿреме, компьютерпа выляма юратать. Малашне Интернет урлă вĕренесси арçын ачана та, унăн ашшĕ-амăшне те калама çук хĕпĕртеттерет.

Авăн уйăхĕ тĕлне çĕнĕ компьютерсене сусăр вĕренекенсен хваттерĕсене вырнаçтарса, Интернетпа çыхăнтарса парĕç. Унччен ашшĕ-амăшне ăслă техникăпа ĕçлеме вĕрентĕç: ывăл-хĕрне пĕлÿ тĕнчинче вĕсен пулăшăвĕ питĕ кирлĕ-çке.

- Халĕ дистанци вĕрентĕвĕ пуянланасса, пахалăхĕ ÿсессе шанас килет. Сехечĕсем те ытларах пулĕç, професси пĕлĕвне пама тăрăшăпăр, - ачасемшĕн савăнчĕ шкул директорĕ Сирина Михайловна. - Вĕренекенĕн компьютер çутса веб-камерăна ямалла кăна. Вара вăл вĕрентекене кăна мар, хăйĕн класĕнчи ачасене те курма пултарĕ.

Килте ларакан пепкешĕн, ман шутпа, ку - пĕлÿ пахалăхне шута илмесен те - питĕ пĕлтерĕшлĕ. Тантăшĕсен чĕрĕ куçĕсене, чĕрĕ йăл куллине курни, чĕрĕ сассипе киленни вĕрентĕве кăсăклатать, пуянлатать. Ача хăйне пĕччен туйса асапланмĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика